Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

аташса (тĕпĕ: аташ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кашни ялта тенӗ пек чарӑна-чарӑна ыйтса чылай вӑхӑт аташса ҫӳренӗ хыҫҫӑн иккӗмӗш кунне кӑна вӗсем Суслонгер текен вӑрттӑн станцие ҫитрӗҫ.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл, аташса кайнӑ йытӑ ҫури пек, пур ҫӗре те хӑйӗн сӑмсине чикесшӗн, — терӗ те Ваҫиле каллех шутлама пуҫларӗ.

Помоги переводом

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хутран-ситрен ҫеҫ шӑна чӳрече ҫинче сӗрлетсе илет те шӑпланать, е аташса кайнӑ тӗкӗлтура чӳрече кӗленчине ҫӗмӗрсе кӗрес тенӗн пыра-пыра панлаттарать…

Помоги переводом

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Нихӑҫан ку таврара пулман ҫын та аташса каяс ҫук.

Помоги переводом

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Ҫавӑн пек шухӑшсемпе аташса выртакан пульница пӳлӗмне пӗр ушкӑн ача йӑтӑнса кӗни Ванюка савӑнтарсах ячӗ.

Помоги переводом

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Эпӗ аташса каясран хӑраса часрах каялла самолет патне таврӑнтӑм.

Я побоялся заблудиться и поторопился вернуться к самолету.

Тайга ҫийӗнче тата тайгара // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Манӑн ӑна ӗҫӗ тӑрӑх хакламаллаччӗ, эпӗ вара сӑмах чӑтлӑхӗнче аташса ҫӳрерӗм.

Надо было судить не по словам, а по делам.

VIII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Апла пулин те баобабсен хӑрушлӑхне ҫынсем тавҫӑрайманран тата пӗр-пӗр астероид ҫинче аташса кайма пултаракан ҫулҫӳревҫӗсем умне пысӑк инкек-синкек сиксе тухма пултарасса асра тытса хальхинче эпӗ, хамӑн ҫирӗп йӑлана пӑсса тенӗ пек, ӑса вӗрентекен шухӑш хыврӑм.

Но мало кто знает, чем грозят баобабы, а опасность, которой подвергается всякий, кто попадет на астероид, очень велика — вот почему на сей раз я решаюсь изменить своей обычной сдержанности.

V // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ҫиелтен пӑхсан унра пушхирте аташса кайнӑ ачана, этем йӗрӗ курӑнман ҫӗрте ҫӗтнӗскере, аса илтерекен паллӑсем ҫукчӗ.

По его виду никак нельзя было сказать, что это ребенок, потерявшийся в необитаемой пустыне, вдалеке от всякого жилья.

II // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Компас пулсан, ниҫта та аташса каймастӑн.

С компасом нигде не заблудишься.

Компас // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Кам та кам енсене хӑй епле тӑнинчен шутласа «сылтӑм енӗ», «сулахай енӗ», «мал енӗ», «кай енӗ» тесе шутлать, ҫав ҫын хӑй пӗлмӗн вырӑнта часах аташса кайма пултарать.

Кто определяет направление пути от себя — «направо», «налево», «вперед», «назад», — тот легко может заблудиться в незнакомой местности.

«Сылтӑм ен» е «сулахай ен» тенисем улшӑнни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Эпир вӑрманта суккӑр ҫынсем пекех аташса ҫӳренине эпӗ астуса илтем те, пионерсем пек хам ҫул тупма вӗренес терӗм.

Я вспомнил, как мы блуждали, точно слепые, по лесу, и твердо решил научиться, как пионеры, находить дорогу.

Эпир мӗн пирки аташса кайрӑмӑр // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Эпир аташса кайнӑ.

Мы заблудились.

Эпир мӗн пирки аташса кайрӑмӑр // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Апла пулин те, Васса ун пек аташса ҫӳрессе ӗненмен вӑл.

Помоги переводом

XXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Мустайпа аташса, сӳтӗлсе ҫӳресси — чӑн-чӑн тамӑк.

Помоги переводом

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Ҫук, аташса ҫӳреместӗп эпӗ.

Помоги переводом

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Аташса ан ҫӳре-ха, Павӑл.

Помоги переводом

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

«Ман упӑшка аташса ҫӳремест-ши?» — тесе шухӑшлама аса та илмен вӑл.

Помоги переводом

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫапах та ӑспа-пуҫпа шухӑшласа тӳррӗнрех кайни таҫтан аякран ҫаврӑнса, аташса ҫӳренинчен нумай лайӑхрах.

Помоги переводом

XIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Е, ҫулран аташса, сӗм вӑрман варринче йӗрсе, кӑшкӑрса, ним тума та аптӑраса ҫӳренӗ пек курӑнать.

Помоги переводом

VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней