Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

аталаннӑ (тĕпĕ: аталан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вулакан арҫын кун пек ҫӑмӑл асӑрхаттарусемпе ҫеҫ ҫырлахмасть, — арҫын вӑл мӗн ҫуралнӑранпах лайӑхрах шухӑшлама пултарать, тата унӑн шухӑшлас пултарулӑхӗ те хӗрарӑм пултарулӑхӗнчен вӑйлӑрах аталаннӑ; вӑл ҫапла калать, — вулакан хӗрарӑм та ҫаплах шухӑшлать пулас, анчах вӑл калама кирлӗ мар тесе шутлать, ҫавӑнпа та манӑн унпа тавлашма сӑлтав ҫук, — вулакан арҫын калать: «Пӗлетӗп эпӗ, ку перӗннӗ ҫын текенскер перӗнсе вилмен», тет.

Читатель не ограничивается такими легкими заключениями, — ведь у мужчины мыслительная способность и от природы сильнее, да и развита гораздо больше, чем у женщины; он говорит, — читательница тоже, вероятно, думает это, но не считает нужным говорить, и потому я не имею основания спорить с нею, — читатель говорит: «Я знаю, что этот застрелившийся господин не застрелился».

III. Умсӑмаx // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Паян республикӑра ачасене паха пӗлӳ памалли, вӗсем хӑйсен талантне тӳрре кӑлармалли, аталаннӑ ҫын, Раҫҫейӗн чӑн-чӑн патриочӗ пулмалли пӗтӗм услови пур», — тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура.

Помоги переводом

Туслӑ кил-йышра ӳсеҫҫӗ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.10.18

Пӗтӗм тавралӑха хупласа тӑракан чаплӑ шӑплӑхӑн минучӗсем ҫитрӗҫ: пултаруллӑ ӑс вӑйлӑнрах ӗҫленӗ чухне, чӗрере вӑйлӑ кӑмӑл туртӑмӗсем хӑвӑртрах хыпса илнӗ чухне е тунсӑх ытларах пуснӑ чухне, хаяр чунта усал ӗҫсем тума хистекен шухӑшсем вӑйлӑнрах аталаннӑ чухне…

Настали минуты всеобщей, торжественной тишины природы, те минуты, когда сильнее работает творческий ум, жарче кипят поэтические думы, когда в сердце живее вспыхивает страсть или больнее ноет тоска, когда в жестокой душе невозмутимее и сильнее зреет зерно преступной мысли, и когда…

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫӗнӗ фабрикӑсемпе заводсем ҫӗкленнӗ, шахтӑсем чавнӑ, чугун ҫулсем хывнӑ, домна кӑмакисем, электростанцисем хута кайнӑ, карапсем тӑвакан заводсем ӗҫленӗ, промышленноҫӑн ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ отраслӗсем аталаннӑ.

Строились новые фабрики и заводы, шахты и железные дороги, доменные печи, электростанции, корабельные верфи, создавались заново целые отрасли промышленности.

Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Раҫҫей промышленноҫӗ япӑх аталаннӑ пирки ҫак ыйтӑва туллин тивӗҫтереймен.

Российская промышленность была развита слабо и не могла удовлетворить спрос.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Математика шкулӗ уйрӑмах Пафнутий Львович Чебышев ӗҫленӗ вӑхӑтра вӑйлӑ аталаннӑ.

При Пафнутии Львовиче Чебышеве Петербургская математическая школа достигла своего расцвета.

Вунмккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Ученӑй моряксем тӑрӑшнипе вырӑс флотӗнчи компас ӗҫӗ ытти ҫӗршывсенчи флотсемпе танлаштарсан лайӑхрах аталаннӑ.

Благодаря трудам русских ученых-моряков компасное дело в русском флоте стояло значительно выше, чем в каком-либо другом.

Вуннӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Вара ҫакӑ тирпейлӗ ҫуртра асат хуҫнӑ мӗскӗн ачасемпе пӗрле ашшӗ-амӑшӗн пысӑк хуйхи аталаннӑ.

И с тех пор вместе с детьми росло в чистом домике великое родительское горе.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хӑш-пӗр артефактсем пулса кайни пирки калас пулсан, экспедици ертӳҫи Александр Ткачёв ҫак ӗмӗрсем шӑпах Атӑлҫи Пӑлхар (Кейӳ Руҫӗ пекех) вӑй илсе аталаннӑ тапхӑрпа тӳр килеҫҫӗ тесе палӑртать.

Комментируя возможное происхождение ряда артефактов, руководитель экспедиции Александр Ткачев отметил, что на это время как раз приходится расцвет Волжской Булгарии (впрочем, как и Киевской Руси).

Ҫурҫӗр унки леш енче булгарсенни евӗр артефактсем тупнӑ // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах

- Сирӗн физкультурӑпа спорт та лайӑх аталаннӑ.

- У вас хорошо развита физкультура и спорт.

Ял аталанать, малашлӑха шанать // А.МИХАЙЛОВ. Шӑмӑршӑ хыпарӗ, 2019.07.23

Историрен ҫакӑ паллӑ: 1917 ҫулхи революцисем (нарӑсри тата юпа уйӑхӗнчи) хыҫҫӑн сахал йышлӑ халӑхсен чӗлхисем аталаннӑ икӗ тапхӑр пулнӑ: наци интеллигенцине аркатнӑ репрессичченхи 10-15 ҫул тата ҫӗнетӳ ҫулӗсем.

Помоги переводом

Тӑван чӗлхе хӗрнӗ хурҫӑ пулайӗ-и? // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2019.07.16, 78(27511) №

Мӗншӗн тесен, ватӑ та аталаннӑ шумер-чӑваш чӗлхинчен унран ҫамрӑкрах ытти чӗлхесене сӑмахсем йышлӑн кӗме пултарни каламасӑрах паллӑ пулса тухать.

Потому что, тогда от старых и развитых шумер-чувашских языков, другие языки, которые моложе его, то, что они могли входить, и без слов станет понятно.

Чӑваш сӑмахӗсем ытти чӗлхесенче ма нумай? // Аркадий Русаков. https://chuvash.org/content/4803-%D0%A7% ... C%D0%B0%D0

Иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенчен пуҫласа 70-мӗш ҫулсемччен куҫару ӗҫӗ сӗре вӑйлӑ аталаннӑ.

В прошлом веке начиная с 30-х годов и до 70-х годов работа по переводу развивалась очень сильно.

«Чӗлхемӗре нӗрсӗрлӗхрен сыхласа хӑварасчӗ» // Анна ВЛАДИМИРОВА. «Хыпар», 2013.12.21

Халӗ цивилизациллӗ, культурӑллӑ, аталаннӑ текен тӗнчере (уйрӑмах Америкӑра) ҫӗр ӗҫне парӑнса пурӑнас йӑла (мода) сарӑлать.

Помоги переводом

Тӗнче шайӗнчи Мӗтри мучи // Юрий Яковлев. Хыпар, 1995.12.19

Ҫамрӑк фермерсем – Карапай Шӑмӑршӑри А.Иванов (иртнӗ ҫул 2,6 миллион тенкӗ тӑракан «Джон дир» тракторпа ҫӗр ҫинче ӗҫлемелли ытти техника туянчӗ), Пуянкассинчи Г.Макаров (хӑйӗн хирӗсенчи тыр-пула пуҫтарса кӗртнӗ хыҫҫӑн пӗтӗм района пулӑшрӗ), Асанкассинчи С.Данилов (ним ҫук ҫӗрте вӑйлӑ аталаннӑ база йӗркелерӗ), Кивӗ Чукалти Ю.Никитин, Вырӑс Чукалти В.Симурзинпа А.Андреев, Анат Чаткасри А.Юнкеров тата ыттисем пуриншӗн те ырӑ тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, тӑрӑшмалла кӑна» // И.САЛАНДАЕВ. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&ty ... id=2709271

Табак туртнипе тута, чӗлхе, пыр, трахея, бронх тата ӳпке ракӗ аталаннӑ тӗслӗхсем сахал мар.

Помоги переводом

Пурнӑҫа кӗскетет // Л.ЯРЫШЕВА. «Каҫал Ен», 09.06.17

Чӑваш ҫырулӑхӗ аталаннӑ май халӑх юррисене пухма, тӗпчеме, илемлетме тытӑннӑ.

Помоги переводом

Ку эрнене Ф. Лукин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халаллӑпӑр // О.В.Семенова. http://www.niskas-morgau.edu21.cap.ru/?t ... ews=309300

Юрӑ — халӑхӑн пысӑк пуянлӑхӗ, сӑмахлӑхӑн чи вӑйлӑ аталаннӑ, анлӑ сарӑлнӑ тӗсӗ.

Помоги переводом

Ку эрнене Ф. Лукин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халаллӑпӑр // О.В.Семенова. http://www.niskas-morgau.edu21.cap.ru/?t ... ews=309300

- Тутарстан - Раҫҫейӗн уйрӑмах аталаннӑ тата хӑйнеевӗрлӗ регионӗсенчен пӗри, - палӑртрӗ Рустам Минниханов, брендӑн пӗлтерӗшӗ пирки каланӑ май.

- Татарстан - один из наиболее развитых и самобытных регионов России, - подчеркнул Рустам Минниханов, объясняя необходимость брендирования.

Шаймиев - Тутарстан бренчӗ пирки: Юланутҫӑ ҫӗр ҫинче шуса ҫӳреймест! // Хыпар. «Хыпар», 2015.03.11, 40-41№

Унта промышленноҫ та аталаннӑ пулнӑ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ Мӑратсен вӗҫкӗн­лӗхӗ паянчченех упранса юлнӑ... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней