Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: III. Умсӑмаx

Раздел: Мӗн тумалла?

Автор: Николай Сандров, Владимир Садай

Источник: Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Добавлен: 2019.11.24 14:56

Предложений: 42; Слово: 785

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

— «Повесть содержанийӗ — юрату, тӗп геройӗ — хӗрарӑм, — ку вӑл, повесть хӑй начар пулсан та, лайӑх ӗнтӗ, — тет вулакан хӗрарӑм.

— Ку тӗрӗс, — тетӗп эпӗ.

Вулакан арҫын кун пек ҫӑмӑл асӑрхаттарусемпе ҫеҫ ҫырлахмасть, — арҫын вӑл мӗн ҫуралнӑранпах лайӑхрах шухӑшлама пултарать, тата унӑн шухӑшлас пултарулӑхӗ те хӗрарӑм пултарулӑхӗнчен вӑйлӑрах аталаннӑ; вӑл ҫапла калать, — вулакан хӗрарӑм та ҫаплах шухӑшлать пулас, анчах вӑл калама кирлӗ мар тесе шутлать, ҫавӑнпа та манӑн унпа тавлашма сӑлтав ҫук, — вулакан арҫын калать: «Пӗлетӗп эпӗ, ку перӗннӗ ҫын текенскер перӗнсе вилмен», тет. Эпӗ «пӗлетӗп» тенине илтетӗп те калатӑп: эсӗ ӑна пӗлместӗн, мӗншӗн тесен сана ун ҫинчен каламан-ха, сана мӗн калаҫҫӗ, ҫавна ҫеҫ пӗлетӗн; ху эсӗ нимӗн те пӗлместӗн, повеҫе ҫакӑн пек пуҫласа эпӗ сана кӳрентернине,нимӗн вырӑнне те хуманнине пӗлместӗн эсӗ. Пӗлмен вӗт эсӗ ҫакна, — ҫапла-и? — ну, пӗл апла пулсан.

Ҫапла, калавӑн пӗрремӗш страницисенчен эпӗ вулакансене ытла та хисеплеменни курӑнать. Эпӗ роман ҫыракансен ахаль чеелӗхӗпе ҫеҫ усӑ куртӑм: повеҫе варринчен е вӗҫӗнчен туртса кӑларнӑ тӗлӗнтермӗш сценӑсемпе пуҫларӑм та вӗсене тӗтрепе витсе хутӑм. Эсир, вулакансем, ырӑ кӑмӑллӑ, питӗ ырӑ кӑмӑллӑ, ҫавӑнпа эсир тиркесе тӑмастӑр, тавҫӑрса та илейместӗр. Мӗнле-ши повесть содержанийӗ, повеҫе вуласа тухни сая каймасть-ши, — эсир ҫакна пӗрремӗш страницӑсенчен пуҫласах уйӑрса илме пултарасса шанма ҫук, начар туйӑм-сисӗмлӗ эсир, сирӗн туйӑм-сисӗмӗре пулӑшу кирлӗ, ун пек пулӑшу вара иккӗ: е автор ячӗ, е тӗлӗнтермелли мел. Эпӗ сире хамӑн пӗрремӗш повеҫе каласа кӑтартатӑп, авторӑн илемле ҫырма талант пур-и е ҫук-и, эсир ӑна пӗлместӗр-ха (сирӗн шутпа, илемлӗ ҫырма пултаракан писательсем ҫав тери нумай-ҫке!), ман ят сире илӗртес ҫукчӗ, ҫавӑнпа манӑн тӗлӗнтерекен япала ҫакнӑ вӑлта пӑрахмалла пулчӗ. Ан ятлӑр мана куншӑн, — эсир хӑвӑр айӑплӑ: эсир уҫӑ кӑмӑллӑ та айваннине пула манӑн ҫакӑн пек киревсӗр ӗҫ тумалла пулчӗ. Халӗ эсир манӑн алла лекрӗр ӗнтӗ, ҫавӑнпа та эпӗ калава, хамӑн шутӑмпа, нимӗн чееленмесӗр, кирлӗ пек малалла тӑсма пултаратӑп. Малалла вӑрттӑнлӑхсем пулмӗҫ, эсир тата ҫирӗм страницӑран кашни ӗҫ мӗнле пӗтнине те яланах курса тӑрӑр, малтанлӑха вара эпӗ сире пӗтӗм повесть мӗнпе пӗтнине те калатӑп; ӗҫ савӑнӑҫлӑн, бокалсемпе, юрӑпа пӗтӗ; нимӗн тӗлӗнмелли те пулмӗ, ӳстерсе те каламӑпӑр. Ырӑ кӑмӑллӑ вулакансем, авторӑн ӳстерсе калама вӑхӑт та ҫук, мӗншӗн тесен вӑл пӗрмаях сирӗн пуҫӑрсенчи пӑтранчӑк шухӑшсем ҫинчен, сирӗн ӑнлавсем ҫав тери пӑтрашӑнса кайни кашни ҫыннах ытлашши, ытлашши асаплантарни ҫинчен шухӑшлать. Сирӗн ҫине пӑхсассӑн, ман сире хӗрхенес те, кулас та килет: сирӗн пуҫӑрсенче ниме те тӑман шухӑшсем калама ҫук нумай пулнипе эсир ҫав тери вӑйсӑр та ҫав тери усал.

Эпӗ сире эсир ҫынсене курайманшӑн ҫилленетӗп, анчах ҫынсем вӗсем эсир хӑвӑрах-ҫке, мӗншӗн хӑвӑра хӑвӑр ун пекех кураймастӑр-ха эсир? Ҫавӑнпа ятлатӑп та эпӗ сире. Анчах эсир ӑс-тӑн ҫитеймен пирки усал, ҫавӑнпа ӗнтӗ, ятланипе пӗрлех, манӑн сире пулӑшмалла та. Мӗнрен пуҫлас-ха пулӑшма? Эсӗ халь мӗн ҫинчен шухӑшланинчен пуҫласан та юрать: мӗнле писатель-ха вӑл пирӗнпе ҫавнашкал сӗмсӗрленсе калаҫаканскер? — Хам мӗнле писатель иккенне калӑп эпӗ сире.

Манӑн илемлӗ ҫырас талант нимӗн чухлӗ те ҫук. Чӗлхе те ҫыпӑҫуллах мар манӑн. Анчах ку ҫапах нимех те мар: вулӑр, ырӑ кӑмӑллӑ вулакансем! Вулани сая каймӗ. Чӑнлӑх вӑл — лайӑх япала: писатель чӑнлӑхшӑн тӑрать пулсан, ун ҫитменлӗхсем пулни те хӑрушӑ мар. Ҫавӑнпа эпӗ сире ҫапла калатӑп: эпӗ сире асӑрхаттарман пулсан, сире, тен повеҫе илемлӗ ҫырнӑ пек, авторӑн поэзи таланчӗ нумай пек туйӑннӑ пулӗччӗ. Анчах эпӗ сире: манӑн талант ҫук тесе асӑрхаттартӑм, — халь ӗнтӗ эсӗ пӗлетӗн: повеҫӗн лайӑх енӗсем повеҫре чӑн-чӑн япаласем ҫинчен ҫырнинчен килнӗ.

Сӑмах май каласан, ырӑ кӑмӑллӑ вулаканӑмсем, сирӗнпе калаҫнӑ чухне йӑлтах каласа хӑварас пулать; каласа пӗтерменнине тавҫӑрса илме юрататӑр пулин те, эсир ҫапах тавҫӑрса илме ӑстах мар. Эпӗ, манӑн илемлӗ ҫырас талант нимӗн те ҫук, повеҫе питӗ начар ҫырнӑ тетӗп пулсан, эпӗ сире: эпӗ эсир асла хуракан писательсенчен начартарах, ман роман вара вӗсен сочиненийӗсенчен начартарах тесе ӑнлантарнӑ пек ан шутлӑрах эсир. Эпӗ ун пек каламастӑп. Чӑннипех те талантлӑ ҫынсен произведенийӗсемпе танлаштарсан, ман калав питех те начар тетӗп эпӗ; мӗнле ҫырни енчен илес пулсан, ман калава эсир хӑюллӑнах хӑвӑрӑн чапа тухнӑ писательсен произведенийӗсемпе юнашар лартӑр, вӗсенчен ҫӳлерех те лартӑр — йӑнӑшмастӑр! Ман калав ҫапах та вӗсенчен илемлӗрех; кун пирки пӑшӑрханма кирлӗ мар сирӗн.

Тав тӑвӑрах ӗнтӗ мана; хӑвӑр ҫине мӑнкӑмӑллӑн йӗрӗнсе пӑхакансене пуҫ тайма юрататӑр вӗт эсир, — мана та пуҫ тайӑр ӗнтӗ.

Анчах та сирӗн хушӑрта, вулакансем, эпӗ хисеплекен ҫынсем те пур пӑртак — халь ӗнтӗ пӑртак ҫеҫ те мар, чылаях. Сирӗнпе, ытларахӑшӗпе, эпӗ хама сӗмсӗррӗн тыткалатӑп, — анчах ку таранччен эпӗ пӗр сирӗнпе ҫеҫ, пӗр сирӗнпе ҫеҫ калаҫнӑ. Халӗ хам асӑннӑ ҫынсемпе калаҫнӑ чухне эпӗ сӑпайлӑ ҫеҫ мар, вӑтанчӑк та пулнӑ пулӑттӑм. Анчах мана вӗсемпе калаҫни кирлӗ пулман. Эпӗ вӗсен шухӑшӗсене калатӑп, анчах эпӗ вӗсем ман майлине малтанах пӗлетӗп. Ырӑ кӑмӑллӑ та вӑйлӑ, тӳрӗ кӑмӑллӑ та ӑслӑ ҫынсем, эсир пирӗн хушӑмӑрта палӑра пуҫлани нумай пулмасть-ха, анчах эсир халӗ нумайӑн ӗнтӗ, эсир нумайланнӑҫем нумайлансах пыратӑр. Пурте сирӗн пек пулнӑ пулсан, ман ҫырмасан та юранӑ пулӗччӗ; эсир хале те пулман пулсан, ман ҫырмасассӑн та юранӑ пулӗччӗ. Анчах халлӗхе пурте сирӗн пек мар-ха, эсир вулакансем хушшинче палӑртар кӑна-ха, — ҫавӑнпа халӗ манӑн ҫырмалла тата ҫырма та юрать.

Сайт:

 

Статистика

...подробней