Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

арҫынсенчен (тĕпĕ: арҫын) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анюта каласа панӑ тӑрӑххӑн, ҫав факультетри хӗрсем (вӑл вӑхӑтра кунта хӗрсем арҫынсенчен нумай ытларах пулнӑ) хӗрех иккӗмӗш палатӑри ӗҫсем ҫинчен пӗтӗмпех пӗлсе тӑнӑ.

Вся женская часть, составлявшая в те времена подавляющее большинство этого курса, со слов Анюты, была отлично осведомлена о делах сорок второй палаты.

13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Вара арҫынсенчен строительство бригади йӗркелерӗмӗр.

Помоги переводом

Ял ҫынни тӑван ҫӗртен ан сивӗнтӗр // Хыпар. «Хыпар», 2019.07.19, 79–80№№

Эрехне те, машинисене те «тытса илчӗҫ» ӗнтӗ арҫынсенчен.

Помоги переводом

Сӑваплӑ вырӑна сӑваплӑхра тытар // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2019/06/19/%d1%81a%d0% ... %b0%d1%80/

Ирпе, ӗҫе ҫитсен, сӑмах выляткаланҫи туса, йӗрӗнчӗклӗн ыйтӗ арҫынсенчен Глеб Капустин: — Ну, мӗнле унта леш хайхи кандидат?

Завтра Глеб Капустин, придя на работу, между прочим (играть будет) спросит мужиков: – Ну, как там кандидат-то?

Касса татрӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 11–18 стр.

Ялти арҫынсенчен пӗрин хыҫҫӑн теприне ҫара ӑсатнӑ.

Деревенских мужчин один за другим отправили в армию.

Вӑрҫӑ вучӗ витӗр тухнӑ салтаксем, манӑҫмаҫҫӗ сирӗн ятӑрсем // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2019.05.07

Атту эс тӗлне пӗлсен вӑрттӑн ӗҫсех пӗтерен. — Кӗленчене арҫынсенчен пытарнӑ пек туса хулӗпе хупларӗ Инга. — Ку хӗрарӑмсем валли кӑна.

А то, узнав местечко, все выпьешь. — Инга укрыла рукавом бутылку, словно спрятала ее от мужчин. — Это только для женщин.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Хӗрарӑмсем те арҫынсенчен юлмаҫҫӗ.

И женщины от мужчин не отстают.

Эрех ӗҫекенсем йӗркене ытларах пӑсаҫҫӗ // Александр МИХОПАРКИН. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.07.29

Ҫавӑнпа та хамӑрӑн арҫынсенчен ыйтас килет — пикесемпе тимлӗрех пулӑр-ха, еркӗн вырӑнне ан хурӑр вӗсене, арӑм ролӗнче курса ҫемье ҫавӑрӑр.

Поэтому хочется обратиться к нашим мужчинам - будьте повнимательней к девушкам, не держите их за любовниц, а в роли жены создайте семью.

Казах хӗрӗсем ют ҫӗршыв каччисемпе ҫемье ҫавӑраҫҫӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Арҫынсенчен ҫак дистанцире Денис Огаркова ҫитекенни пулмарӗ.

На этой дистанции среди мужчин не было равных Денису Огаркову.

Эпир пуринчен те вӑйлӑрах! Эпир ҫӗнтеретпӗрех! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Хӗрарӑмсем те арҫынсенчен юлман.

Женщины тоже от мужчин не отставали.

Мускава хӳтӗленӗ // С.СТЕПАНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Мӗншӗн тесен вӑйпитти арҫынсенчен нумайӑшӗ вӑрҫӑ хирӗнчен таврӑнайман.

Помоги переводом

«Хресчен сассипе» - чӗрӗк ӗмӗр // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Ҫемьере арҫынсенчен асли пулнӑ пирки пӗтӗм йывӑр ӗҫ ун ҫине тиеннӗ.

Помоги переводом

Аттепе анне пулсассӑн??? // Ольга ФЕДОРОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Тишкерсе пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, 2015 ҫулта 15-72 ҫулсенчи арҫынсенчен 141,6 пинӗшӗ ӗҫлеме юрӑхлине кӑтартаҫҫӗ, вӗсенчен 94,1 проценчӗ ӗҫлет, 5,9 проценчӗ - ӗҫсӗр.

Как показало исследование, в 2015 году мужчины 15-72 лет 141,6 тысяч могут работать, из низ 94,1 процента работающие, 5,9 процента - безработные.

Мӗнлерех вӑл ялта пурӑнакан арҫын? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Ялти арҫынсенчен 52,1 проценчӗ ҫеҫ кашни кунах тирӗк ҫине пахча-ҫимӗҫ хурать, хуларисенчен - 72,1 проценчӗ.

Из 52,1 процентов мужчин деревенских жителей, каждый день на тарелку кладут овощи, из городских - 72,1 процента.

Мӗнлерех вӑл ялта пурӑнакан арҫын? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Иртнӗ ҫулта ҫак сӑлтавсене пула арҫынсенчен 22 проценчӗ вӑхӑтсӑр вилнӗ.

В прошлом году из-за подобных случаев безвременно скончались 22 процента мужчин.

Мӗнлерех вӑл ялта пурӑнакан арҫын? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Ялти арҫынсенчен 46 проценчӗ професси пӗлӗвӗ илнӗ, 30 проценчӗ - вӑтам пӗлӳллӗ.

Из сельских мужчин 46 процентов получили профессиональное образование, 30 процентов - со средним образованием.

Мӗнлерех вӑл ялта пурӑнакан арҫын? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Ялсенче пурӑнакан арҫынсенчен чылайӑшӗ 25-29 ҫулсенче авланать.

Большинство сельских мужчин женятся в возрасте 25-29 лет.

Мӗнлерех вӑл ялта пурӑнакан арҫын? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Пӗтӗм Раҫҫейри юлашки ҫырав кӑтартӑвӗсемпе килӗшӳллӗн, ялта пурӑнакан арҫынсенчен 61 проценчӗ - ҫемьеллӗ, вӗсенчен 10 проценчӗ вара хут уйӑрттарса пӗрлешмен.

Согласно итогам последней переписи России 61 процент сельских мужчин - состоят в браке, из них 10 процентов не расписаны.

Мӗнлерех вӑл ялта пурӑнакан арҫын? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Арҫынсенчен Ф.Гаврилов пӗрремӗш вырӑна тивӗҫрӗ.

Помоги переводом

Ална пар, хаваслӑ Ҫуркунне! // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Раҫҫейри пекех Чӑваш Енре те хӗрарӑмсен йышӗ арҫынсенчен ытларах.

Помоги переводом

Мĕнлерех вăл паянхи хĕрарăм? // Хаҫат редакцийӗ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней