Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

арпаштарса (тĕпĕ: арпаштар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ултавӗ ултавахчӗ ӗнтӗ, анчах ҫав ултава тӗрӗс хыпарсемпе пӗрле арпаштарса пӗтернӗччӗ.

Это была ложь, но ложь, перепутанная с правдой.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан вара унӑн пӗтӗм ӗҫне «ӗҫ воспитанине парас идейӑна вӑл арпаштарса пырать» тесе хакламалла.

Во-вторых, его деятельность будет оценена как «вульгаризация идеи трудового воспитания».

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ унта унӑн вӑрӑ-хурахсем арпаштарса пӗтернӗ вырӑнне куртӑм; шкапа ҫӗмӗрнӗ те япаласене пӗтӗмпе ухтарнӑ; пушанса юлнӑ турӑш кӗтессинче лампадка ҫунсах тӑрать.

Я увидел ее постелю, перерытую разбойниками; шкап был разломан и ограблен; лампадка теплилась еще перед опустелым кивотом.

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Нимӗҫсен иккӗмӗш речӗ — унта сахал опытлӑрах пилотсем вӗҫнӗ пулмалла — унталла-кунталла саланса, строя арпаштарса ячӗ, Чеслов звенинчи самолетсем ҫав арпашса кайнӑ «ҫӑпатаҫӑсем» хушшинче вӗҫсе пӗлӗте тасатрӗҫ, тӑшмана хӑйсен бомбисене васкасах хӑйсен окопӗсем ҫине тӑктарчӗҫ.

Вторая волна немцев, в которой шли, по-видимому, менее опытные пилоты, уже рассыпалась и потеряла строй, самолеты звена Чеслова носились между этими расползавшимися «лаптежниками», расчищая небо и заставляя врага второпях опорожнять бомбовые кассеты на свои же собственные окопы.

4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Анчах та икӗ заключеннӑя — ҫитменнине тата коммунистсене — пӗрле лартсан, пилӗк минутранах коллектив пулса тӑрать, ку вара гестаповецсен карттисене пӗтӗмпех арпаштарса ярать.

Но посади вместе двух заключенных, да еще коммунистов, и через пять минут возникнет коллектив, который перепутает все карты гестаповцев.

IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

27. Акӑ ӗнтӗ арӑм мана урӑх курӑнмарӗ, сарлака никӗс ҫине лартнӑ хула курӑнса кайрӗ, вара эпӗ хӑранипе хыттӑн кӑшкӑрса ярса каларӑм: 28. малтан ман патӑма килнӗ Уриил Ангел ӑҫта? вӑл мана тӑнран ямалла арпаштарса ячӗ, халь ӗнтӗ тӗллевӗм те ҫухалчӗ, кӗллӗм мӑшкӑла ҫаврӑнчӗ! терӗм.

27. И я видел, и вот, жена более не являлась мне, но созидался город, и место его обозначалось на обширных основаниях, и я устрашенный громко воскликнул и сказал: 28. где Ангел Уриил, который вначале приходил ко мне? ибо он привел меня в такое исступление ума, в котором цель моего стремления исчезла, и молитва моя обратилась в поношение.

3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

33. Давид ӑна каланӑ: эсӗ манпа пӗрле пыратӑн пулсассӑн, мана кансӗрлетӗн ҫеҫ; 34. эсӗ хулана таврӑнни лайӑхрах пулать, Авессалома ҫапла кала: «патша, [ӗнтӗ тӑванусем иртсе кайрӗҫ, патша аҫу та иртсе кайрӗ, паян вара] эпӗ — санӑн чуру; [чӗрӗ хӑварсам мана,] халиччен эпӗ сан аҫун чури пулнӑ, халӗ вара санӑн чуру» те, ҫапла каласассӑн эсӗ Ахитофел канаш парса тӑнине арпаштарса ярӑн.

33. И сказал ему Давид: если ты пойдешь со мною, то будешь мне в тягость; 34. но если возвратишься в город и скажешь Авессалому: «царь, [прошли мимо братья твои, и царь отец твой прошел, и ныне] я раб твой; [оставь меня в живых;] доселе я был рабом отца твоего, а теперь я - твой раб»: то ты расстроишь для меня совет Ахитофела.

2 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Ҫӳлхуҫа каланӑ: акӑ вӗсем пӗр халӑх, пуринӗн те пӗр чӗлхе; вӗсем акӑ мӗн тума тытӑнчӗҫ, вӗсем хӑйсем мӗн тума шухӑш тытнине пӑрахас ҫук; 7. анар та вӗсенӗн чӗлхине арпаштарса ярар, пӗри мӗн каланине тепӗри ан ӑнланайтӑр, тенӗ.

6. И сказал Господь: вот, один народ, и один у всех язык; и вот что начали они делать, и не отстанут они от того, что задумали делать; 7. сойдем же и смешаем там язык их, так чтобы один не понимал речи другого.

Пулт 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней