Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ку ӗҫлемелли карттӑ йывӑрччӗ, мӗншӗн тесен ӗлӗкхи карттӑсенче нумайӑшне арпаштарса пӗтернӗччӗ, халӗ ӗнтӗ пӗтӗмпех ҫӗнӗрен тумалла пулчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ултавӗ ултавахчӗ ӗнтӗ, анчах ҫав ултава тӗрӗс хыпарсемпе пӗрле арпаштарса пӗтернӗччӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унтан вара унӑн пӗтӗм ӗҫне «ӗҫ воспитанине парас идейӑна вӑл арпаштарса пырать» тесе хакламалла.Во-вторых, его деятельность будет оценена как «вульгаризация идеи трудового воспитания».
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ унта унӑн вӑрӑ-хурахсем арпаштарса пӗтернӗ вырӑнне куртӑм; шкапа ҫӗмӗрнӗ те япаласене пӗтӗмпе ухтарнӑ; пушанса юлнӑ турӑш кӗтессинче лампадка ҫунсах тӑрать.
Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Нимӗҫсен иккӗмӗш речӗ — унта сахал опытлӑрах пилотсем вӗҫнӗ пулмалла — унталла-кунталла саланса, строя арпаштарса ячӗ, Чеслов звенинчи самолетсем ҫав арпашса кайнӑ «ҫӑпатаҫӑсем» хушшинче вӗҫсе пӗлӗте тасатрӗҫ, тӑшмана хӑйсен бомбисене васкасах хӑйсен окопӗсем ҫине тӑктарчӗҫ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анчах та икӗ заключеннӑя — ҫитменнине тата коммунистсене — пӗрле лартсан, пилӗк минутранах коллектив пулса тӑрать, ку вара гестаповецсен карттисене пӗтӗмпех арпаштарса ярать.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
27. Акӑ ӗнтӗ арӑм мана урӑх курӑнмарӗ, сарлака никӗс ҫине лартнӑ хула курӑнса кайрӗ, вара эпӗ хӑранипе хыттӑн кӑшкӑрса ярса каларӑм: 28. малтан ман патӑма килнӗ Уриил Ангел ӑҫта? вӑл мана тӑнран ямалла арпаштарса ячӗ, халь ӗнтӗ тӗллевӗм те ҫухалчӗ, кӗллӗм мӑшкӑла ҫаврӑнчӗ! терӗм.
3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Давид ӑна каланӑ: эсӗ манпа пӗрле пыратӑн пулсассӑн, мана кансӗрлетӗн ҫеҫ; 34. эсӗ хулана таврӑнни лайӑхрах пулать, Авессалома ҫапла кала: «патша, [ӗнтӗ тӑванусем иртсе кайрӗҫ, патша аҫу та иртсе кайрӗ, паян вара] эпӗ — санӑн чуру; [чӗрӗ хӑварсам мана,] халиччен эпӗ сан аҫун чури пулнӑ, халӗ вара санӑн чуру» те, ҫапла каласассӑн эсӗ Ахитофел канаш парса тӑнине арпаштарса ярӑн.
2 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫӳлхуҫа каланӑ: акӑ вӗсем пӗр халӑх, пуринӗн те пӗр чӗлхе; вӗсем акӑ мӗн тума тытӑнчӗҫ, вӗсем хӑйсем мӗн тума шухӑш тытнине пӑрахас ҫук; 7. анар та вӗсенӗн чӗлхине арпаштарса ярар, пӗри мӗн каланине тепӗри ан ӑнланайтӑр, тенӗ.
Пулт 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.