Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

анлӑ сăмах пирĕн базăра пур.
анлӑ (тĕпĕ: анлӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Спорт секцине ҫӳреччӗр, хӑйсене кирлӗ пек аталанччӑр, — чун ыратӑвӗпе паллаштарчӗ пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗ ҫине тӑма хатӗрленекен каччӑ.

"Пусть посещают спортивные секции и развиваются соответственно", - поделился наболевшим выпускник школы.

Нуша ӗҫе хӑнӑхтарнӑ // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Тепӗр структури вара тарӑн та анлӑ.

А другая структура глубже и шире.

Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№

Вӑл питӗ хитре, ӑслӑ та анлӑ тавракурӑмлӑ, ӗҫчен хӗрарӑмччӗ.

А она была красивая, умная, с широким кругозором и трудолюбивой женщиной.

Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Ҫавна пулах анлӑ тӗрлӗ мероприятие тӑтӑшах хутшӑнтараҫҫӗ.

Помоги переводом

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Олег Евгеньевич пӗлтернӗ тӑрӑх — ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Чӑваш Ен ГКЧСӗн тата ЧР Муниципалитет йӗркеленӗвӗсен канашӗн правленийӗн коллегийӗн вырӑнта ирттерекен анлӑ ларӑвӗнче шӑпах асӑннӑ ыйтӑва сӳтсе явӗҫ.

Помоги переводом

Тӗп вырӑнта - экзамен, хутшӑну, хӑрушсӑрлӑх // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Паян ҫамрӑкӑн питӗ нумай пӗлмелле, анлӑ тавракурӑмлӑ пулмалла.

Сегодня молодежи очень много нужно знать, обладать с широким кругозором.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Интереслӗ, интеллигентлӑ ҫынсемпе, анлӑ тавракурӑмлӑ ӗҫтешӗмсемпе хутшӑнатӑп.

Общаюсь с интересными, интеллигентными людьми, коллегами с высшим кругозором.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Халӑх академикӗсемпе ваттисен хуралӗн хастарӗсем хӑйсен пӗрлехи анлӑ ларӑвне ирттерчӗҫ.

Народные академики и активисты народного хурала провели свое совместное заседание.

Чӑваш сӑмахлӑхӗн те черечӗ ҫиттӗрех // Денис ГОРДЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Хӑйӗн вӑйӗ сахаллине туйрӗ-ши вӑл — чӑвашра анлӑ сарӑлнӑ литература хайлавӗсене тӗкӗнмерӗ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ чӑваш киновӗ камит енне сулӑнчӗ // Владимир КАРСАКОВ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

8 ҫул тӑршшӗнче кинофорум кино ӳкерекенсен, режиссерсемпе актерсен хушшинче анлӑ сарӑлнӑ, унта пин-пин куракан пулнӑ.

Помоги переводом

Шупашкарта - Пӗтӗм тӗнчери IХ кинофестиваль // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Пӗрлехи информаци кунӗ Шупашкар районӗнче питӗ тухӑҫлӑ иртрӗ: палӑртнӑ темӑсем анлӑ, районта пурӗ 17 ушкӑн ӗҫлерӗ.

Помоги переводом

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Ашшӗ-амӑшӗн тӗп тӗллевӗ - ачасене вӗрентсе ӳстересси, пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗ ҫине кӑларасси.

Помоги переводом

50 ҫул — паллӑ ҫул // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Бизнес аталанӑвӗ валли те майсем анлӑ: «Хӑшпӗр регионта компанисен ертӳҫисем мӗнпур банка ҫитеҫҫӗ, анчах финанс лару-тӑрӑвӗ вӗсене кредитсем илме май памасть. Сирӗн патра лару-тӑру апла мар. Сирӗнпе курнӑҫиччен бизнес представителӗсемпе тӗл пулма ӗлкӗртӗм. Вӗсем влаҫ, республика ертӳҫисен енчен пулӑшу, тӗрев пуррине палӑртаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та Чӑваш Енри лару-тӑрӑва эпир позитивлӑ хаклатпӑр — республикӑпа, хулапа ӗҫлеме хатӗр».

Помоги переводом

ВТБ Чӑваш Енпе ӗҫлессине анлӑлатма хатӗр // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Унӑн пуҫарӑвӗпе каярахпа ытти ял тӑрӑхӗ, кӳршӗ районсем анлӑ усӑ курма тытӑннӑ.

Помоги переводом

Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Анлӑ асӑннӑ проектсене йӗркелесе ирттерме ҫӑмӑлах мар.

Помоги переводом

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Вӑл — анлӑ тавракурӑмлӑ ӑсчах, вун-вун тӗпчев ӗҫӗн авторӗ, чӑвашсен чи малтанхи профессионал фольклорисчӗ, этнографӗ, историкӗ, музыка тӗпчевҫи, обществӑпа политикӑн паллӑ деятелӗ, пӗрремӗш «Хыпар» хаҫачӗн никӗслевҫи тата редакторӗ /1906/, Атӑлҫи вак халӑхсен пӗрлӗхне пуҫарса яраканӗ тата унӑн пуҫлӑхӗ /1917-1918/, Хусан кӗпӗрне земство управин пуҫлӑхӗ т.ыт.те.

Помоги переводом

Купӑрля ӑс-хакӑл управҫине пуҫ тайрӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

2015 ҫулхи ака уйӑхӗ тӗлне Шупашкар территорийӗнче вӗсен вӑрттӑн вӑйӑ салонӗсен анлӑ сечӗ ӗҫленӗ ӗнтӗ.

Помоги переводом

Саккунсӑр услам — ҫӗр-ҫӗр миллион тенкӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Инжиниринг, ҫамрӑксен инновациллӗ пултарулӑхӗн, прототипировани, сертификаци центрӗсенчен, индустри паркӗсенчен тӑракан анлӑ сеть туса хунӑ.

Создана широкая сеть, представленная центрами инжиниринга, молодежного инновационного творчества, прототипирования, сертификации, индустриальными парками.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Вӗрентекенсем пӗчӗк ҫынна ун умӗнчи пурнӑҫ мӗнлерех анлӑ та тӗрлӗ енлӗ пулнине уҫса параҫҫӗ.

Учителя раскрывают перед маленьким человеком всю широту и многогранность жизни.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Ҫӗнтерӳ кунне анлӑ паллӑ турӑмӑр.

Помоги переводом

Куракӑшсен ӗҫӗ пархатарлӑ та сӑваплӑ // Владислав АНТОНОВ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней