Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

американец сăмах пирĕн базăра пур.
американец (тĕпĕ: американец) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Дик Сэндпа американец ушкӑн пуҫӗнче малта пычӗҫ, никам та вӗсен калаҫӑвне хутшӑнмарӗ.

Дик Сэнд и американец шли рядом впереди отряда, и никто не вмешивался в их разговор.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫук, ҫамрӑк тусӑм, ҫук, куларах хуравларӗ американец.

— Нет, юный друг мой, нет, — улыбаясь, ответил американец.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Анчах пӗчӗк ушкӑн тинӗс хӗрринчен уйрӑлса американец хыҫҫӑн ҫула тухнӑранпа пурте урӑхла.

Но с тех пор как маленький отряд под водительством американца двинулся в путь, расставшись с побережьем, все было не так.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Чӑн-чӑннисем мар… — тавӑрчӗ американец.

— Не настоящие… — ответил американец.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Американец каланӑ тӑрӑх, отряд тинӗс хӗрринчен инҫех каяйман-ха, колибрисем вара ҫын ҫук вырӑна килӗштермеҫҫӗ.

По словам американца, отряд был еще слишком близко от берега, а колибри не любят пустынных мест на океанском побережье.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Ҫук, курман ҫав, — терӗ американец.

— Нет, не встретил, — сказал американец.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Эп никама та тӗл пулман, — терӗ американец.

— Я не встретил никого, — сказал американец.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Чӑнах, ҫамрӑк тусӑм, ку ыйтӑва хуравлама ҫӑмӑлах мар мана, — терӗ американец.

— Право, мой юный друг, я затрудняюсь ответить на этот вопрос, — сказал американец.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Кӑнтӑра вара, — хирӗҫлерӗ американец, — Чили патне ҫитиех каймалла.

— А к югу, — возразил американец, — нужно будет добраться до самого Чили.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Дик хӑйӗн шухӑшне Гарриса пӗлтерчӗ те американец мӗн каласса кӗтрӗ.

Дик поделился своими сомнениями с Гаррисом и стал ждать, что ответит американец.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Мӗнле аван ача! — терӗ американец, Джек патне пырса.

— Какой славный мальчуган! — сказал американец, подходя к Джеку.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Эпӗ американец, сирӗн пекех, — миссис…

— Я американец, как и вы, миссис…

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Американец, — тавӑрчӗ ҫамрӑк.

— Американец, — ответил юноша.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Кирлӗ саспалли умӗнче вӑл чарӑннӑ, анчах ҫак саспаллие пӗлнине мар, урӑх никам та илтеймен сасса — американец хӑй кӗсйине пытарнӑ шӑл тасатмаллине шаклаттарнине — илтнипе.

Подойдя к букве, которую надо было взять, чтобы сложить заданное слово, она останавливалась, но не потому, что знала эту букву, а потому, что различала звук, неуловимый ни для кого другого, — она слышала, как американец щелкал зубочисткой, спрятанной в кармане.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ун хуҫи, ҫав тери пултаруллӑ американец, Мунитӑн ҫак паха енне асӑрханӑ та ӑна аталантарма пуҫланӑ, юлашкинчен йытта тӗлӗнмелле вӗрентсе ҫитернӗ.

Ее хозяин, один ловкий американец, заметил это качество у Мунито, стал развивать его и в конце концов добился удивительных результатов.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Карап ҫинче пӗр ҫын ҫеҫ американец мар.

Только один человек на судне не был американцем по происхождению.

Иккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Вӑл ҫӗрсене, Уилкс американец ҫакна хирӗҫлет пулсан та, «Астроляби» тата «Зеле» карапсемпе ишнӗ чухне Дюмон-Дюрвиль ятлӑ француз уҫнӑ тесе ҫирӗплетеҫҫӗ.

Эти земли были открыты, как это твердо установлено, французом Дюмоном д'Юрвилем, как бы это ни оспаривал американец Уилкс.

Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Венӑна ҫитме инҫе-ха, халлӗхе унта вырӑссем кӑна, — терӗ актер сӑн-питлӗ американец.

— До Вены нам еще далеко, там пока что одни русские, — сказал американец с актерским лицом.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

— Эпӗ, господин Иозеф, ҫак ҫул пуҫламӑшӗнче Крымра, Российӑра, пултӑм, — тӑсрӗ малалла американец.

— Я был, господин Иозеф, в начале года в Крыму, в России, — продолжал американец.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

— Кредитсем пулаҫҫӗ, — терӗ ҫирӗппӗн кунта вӑтӑр тӑххӑрмӗш ҫулта пулнӑ американец.

— Кредиты будут, — твердо сказал американец, бывший тут в тридцать девятом году.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней