Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ама сăмах пирĕн базăра пур.
ама (тĕпĕ: ама) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗвере ама кӑвакал нартлатса ячӗ, ӑна хирӗҫ юратуллӑн хӑйӑлтатса, аҫи сасӑ пачӗ.

В пруду закрякала матерка, с любовной сипотцой отозвался селезень.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӑртакҫах вӑхӑт иртсен, ҫакӑнтах, часавай юпи ҫывӑхне, ватӑ армути айӗнчи тӑпра муклашки хыҫне, ама кӑркка пӑнчӑллӑ-пӑнчӑллӑ, тӗтӗм пек кӑвак ҫӑмартасем тӑххӑр пырса хучӗ те пусма ларчӗ, вӗсене хӑйӗн ӳчӗн хӗрӳ ӑшшипе ӑшӑтрӗ, йӑлтӑркка ҫутӑ тӗклӗ ҫуначӗсемпе ҫупӑрласа хӳтӗлерӗ.

А спустя немного тут же возле часовни, под кочкой, под лохматым покровом старюки-полыни, положила самка стрепета девять дымчато-синих крапленых яиц и села на них, грея их теплом своего тела, защищая глянцево оперенным крылом.

XXXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ама йӑмра ҫав-ҫавах мӑнаҫлӑн сарӑлса ларать.

Ветка по-прежнему гордо раскинулась.

Вӗсем Ҫӗнтерӳпе яла таврӑннӑ // Николай Воронцов. «Канаш», 2020.02.14

Ястреб ятлӑ сӑрӑ тӗслӗ ватӑ йытӑ, пӗтӗм вӑйран пынӑ ҫӗрте кашкӑр урлӑ ыткӑнса кайса, ҫӗре персе анчӗ, малти урисене хуҫлатса, ватӑ ама йытӑ, чарӑнас тесе, купарчипе муклашкаллӑ тӑпрана шӑйӑрттарса илчӗ; чарӑнаймасӑр, кашкӑр ҫине ҫитсе ҫапӑнчӗ.

Седой кобель Ястреб с разлета перемахнул через него и упал, поджимая передние ноги; старая сука, пытаясь остановиться, чертила задом бугристую пахоту, не удержавшись, напоролась на волка.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ватӑ ама йытӑ ӑна хирӗҫех тенӗ пек хевтесӗртереххӗн сиксе пырать, ун хыҫӗнчен Ястреб ятлӑ пысӑк аҫа йытӑ, тискер кайӑксене хӑвалас ӗҫре нихӑшӗнчен те маттуртарахскер, мӑкӑрлантарса килет.

Почти навстречу ему скупыми бросками двигалась старая сука, сзади доспевал седой высокий кобель Ястреб — один из лучших и самый злой в гоньбе.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ватӑ хура ама йытӑ курпун сӑмсипе ӑйӑр хӳрине сӗртӗнсех чупать.

Черная старая сука бежала, касаясь горбатой мордой кончика лошадиного хвоста.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вилнӗ ама пӑши ҫӑра чӑрӑшсем хушшинче выртать, вӑл мӑйне ҫӗҫӗ айне хунӑ пек, пуҫне каҫӑртса сулахай аякки ҫинче выртать, сылтӑм аякки вара пӗтӗмпех юнпа вараланнӑ.

Мертвая лосиха лежала в густом еловом лесу, лежала на левом боку, откинув голову так, словно подставляя горло под нож, а весь правый бок ее был в крови.

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ама пӑшин йӗрри юн тумламӗсемпе хӗрелнӗ.

След лосихи был густо забрызган кровью.

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ама выльӑхӑн, юратнӑ ҫыннӑм, кирек хӑҫан та какай тутлӑрах!

У женского пола, сердешный ты мой, завсегда мясо слаще!

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Эсӗ кирек мӗнле ама чӗрчуна ил — чӑхха, кӑвакала, е сыснана…

Да ты возьми любую живность женского пола — что курицу, что утку, что свинью…

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

«Ама» вырӑнне кӑмӑллӑ пит-куҫлӑ пӗр мӑнтӑркка, лӑпкӑ хӗрарӑм ӗҫлеме тытӑнчӗ.

Место «амы» заняла очень спокойная толстуха с приветливым выражением лица.

А-Цзинь // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 162–169 стр.

Шанхайра ӑна пурте «нянь-и» теҫҫӗ, ют ҫӗршыв ҫыннисем вара — «ама».

Шанхайцы обычно зовут их «нянь-и», а иностранцы — «ама».

А-Цзинь // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 162–169 стр.

Текех юратманнине тӳп-тӳррӗн те тӗп-тӗрӗссӗн калас вырӑнне эсир мана улталас ҫул ҫине тӑнӑ, манпа вара хӗрарӑм пеклӗн кӑна, пӗр-пӗр ама пеклӗн… усӑ курма шутланӑ, сых ячӗшӗн, лере ӗҫ тухаймасть пулсассӑн.

Вместо того чтобы прямо и честно сказать, что вы меня больше не любите, вы предпочитали обманывать меня и пользоваться мной как женщиной, как самкой… на всякий случай, если там не удастся.

IX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Вӑл Стефчов ҫине те, кӗтӳ ачи ҫине те сиксех ӳкесшӗнччӗ, — унпа танлаштарас пулсан; лешсем ама ӑмӑрт кайӑк умӗнчи чӑхсем пек курӑнчӗҫ — ҫапах та сиксе ӳкмесӗр чарӑнса тӑчӗ.

Она хотела было кинуться и на Стефчова и на пастушка, — в сравнении с ней они были словно куры перед орлицей, — но вдруг остановилась как вкопанная.

IX. Пулӑшаканни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Маттурсен юмахри пек ырӑ амӑшӗ — Стара планина — халь акӑ хаяр ама ҫури амӑшӗ пек пулса тӑчӗ…

Легендарная добрая мать юнаков, Стара-планина, теперь стала для них коварной мачехой…

I. Вӑрансан // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ама упа тухтӑр ҫумне йыт ҫури пек сӗртӗнсе ачашланчӗ.

Медведица ласкалась к доктору, как собачонка.

V. Каҫ тӑсӑлать-ха // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫав вӑхӑтран эпӗ ҫапла шутлама пуҫларӑм: мана татах мӗнле те пулин йытӑ ҫӑмне касма тивес пулсан, ама анчӑксене тивес мар, вӗсен ҫиелти тумне хывса илсе, хӗрарӑм пек намӑслантарас мар, аҫа йытӑсенчен хӑшне те пулин суйласа илес; вӗсен ушкӑнӗ ытлах вӑтанмасть, хуть бритвӑпа хыр — вӑл хӑнк та тумасть.

С той поры я и порешил: ежли придется мне ишо раз стричь какую-нибудь псину, то сучонок не трогать, не лишать их верхней одежи и в женский стыд не вводить, а выбирать кого-нибудь из кобелей: ихняя шатия не дюже стыдливая, любого хучь бритвой оскобли — он и ухом не поведет.

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл, ама йытӑ ҫуратса янӑскер, хӑй кӑна пурӑнасшӑн, ыттисемшӗн вара уйра армути курӑкӗ те ан ҫитӗнтер.

Лишь бы ему, сукиному сыну, жить, а там хучь в поле и полын-травушка не расти.

40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Камӑн ӗҫӗ пултӑр-ха тата ку, ама йытӑ ҫуратса янӑскер, эсӗ?

А чье же, сукин ты сын, это дело?

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ама йытӑ ҫуратса янӑскер!

— Сукин сын!

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней