Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ӑна ҫыхса лартрӗҫ, хӗнерӗҫ; вӗҫерӗнес тесе ҫӑткӑн алӑсенчи пысӑк пулӑ евӗр шӑва-шӑва ҫапкаланать; вӑйран кайрӗ.Его вязали и били; он вывертывался, как скользящая большая рыба в жадных руках, и изнемог.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Асар-писер хӑвӑрт ишме тивнӗрен алӑсенчи мӑкӑльсем кайран та темчченех тӳрленмерӗҫ.
11 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Апла пулсан, ман ҫитӗнӳсем ҫук мар: ӗлӗкрех, хам тунӑ йӑнӑшсене шутлама тытӑнсан, алӑсенчи пӳрнесем мар, урасенчисем те ҫитместчӗҫ-ҫке.
Кӗтмен экзамен // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Лайӑх алӑсенчи план лайӑх япала вӑл.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Тата тепӗр каҫ ҫапла чавалансан пӗр эрнелӗх ӗҫ пӑрахма лекет, — алӑсенчи хӑмпӑсем тӳрленмесӗр те ҫӗҫӗсене тытаймастпӑр.
Вӑтӑр улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ҫав шухӑшсенче Яков Лукич ун чухне хӑйне хӑй шуйттан тирӗнчен ҫӗлетнӗ шӑлаварпа мар, чесучаран ҫӗлетнӗ пиншак-шӑлаварпа, хырӑм урлӑ ҫакса янӑ ылтӑн вӑчӑрапа куратчӗ, ӗҫпеле хытнӑ алӑсем вырӑнне ҫеп-ҫемҫе те шап-шурӑ алӑсем пуласса, хытнӑ алӑсенчи пӳрнесен пылчӑкпа хуралса ларнӑ чӗрнисем сӗвӗнчӗк ҫӗлен тирӗ евӗрлех сӗвӗнсе ӳкессе ӗмӗтленетчӗ.
14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Сылтӑм алӑсенчи йӗлтӗр патакки, хӑйпе хаех малалла каять, сылтӑмалла ыткӑнать, унтан вара ерипен кӑна хыҫа тӑрса юлать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ хам та ҫав юрӑпа темиҫе пин шӗпӗн пӗтертӗм, — чӑн калатӑп, хам алӑсенчи шӗпӗнсенех пӗтертӗм.
6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
- 1