Поиск
Шырав ĕçĕ:
Шурӑ алӑсемпе сӗтел патне ҫавӑтса пырӗҫ, терӗн-и?
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Бахолдин ҫапла иртсе кайнӑ япалана кӑмӑлланине Коробин айванла хӑтланни тесе шутланӑ, ун ҫинчен вӑл Бахолдина темиҫе хут уҫҫӑнах каланӑ, анчах лешӗ, ассӑн сывласа, яланах: «Эх, васькӑ, ку флигеле эпӗ хам тунӑ-ҫке, хам алӑсемпе, ӑнланатӑн-и? — тенӗ. — Миҫе ача чунӗ ӑшӑннӑ кунта, мӗн чухлӗ ҫын аслӑ пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тухнӑ кунтан».
14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Ирӗк пулас пулсан… йӗксӗке ҫак алӑсемпе…
11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Ан тӗкӗн таса мар алӑсемпе!
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унтан вӑл ҫуркунне еннелле сӳресемпе урапасем хатӗрлесси, хӗрлӗ хӑва хуллинчен лӑпӑсем авса ҫыхасси, ҫӗр хӗллехи тумне хывса пӑрахса шыв-шуртан типсен, ҫеҫен хире тухасси, ӗҫсӗр юншӑхланӑ алӑсемпе акапуҫ тыткӑчине тытса суха касси тӑрӑх кӗнӗ евӗр, икӗ еннелле тайкаланса туртӑннине туйса пырасси ҫинчен шухӑшларӗ.
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Митька нумаях пулмасть хумханса ӳкнипе чӗтреме ернӗ алӑсемпе ӑйӑрне мӑйӗнчен ҫупӑрларӗ те, питне хускатмасӑр йӑл кулса, Григорий ҫине пӑхрӗ.
8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Григорий пушӑ алӑсемпе тухрӗ.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Пӗтӗм ӗҫе кӳлмелли выльӑхсемпе те алӑсемпе тӑватпӑр…
XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Кремль сехечӗн Ҫӗнӗ ҫул янӑравӗпе пӗрле вӑйлӑ алӑсемпе тытнӑ шӑвӑҫ кружкӑсем, Кивӗ Карантин столовӑйӗнчи симӗсрех ахал стакансем, консерва банкинчен хӑйсем тунӑ черккесем, сӗтел тӗлӗнче пӗрлешсе ҫирӗппӗн шаклатса илчӗҫ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Суятӑн, алӑсемпе пӑвса вӗлерӗп!
XLI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Куна халӗ ҫеҫ ҫара алӑсемпе Лещенкӑна ыталанӑ ҫара пуҫлӑ хӗрарӑм кӑшкӑратчӗ.Это кричала та самая простоволосая женщина с голыми руками, которая только что обнимала Лещенку.
XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Вара вӑл сасартӑк каллех, аташтаракан вӗри тӗлӗкри евӗр, пӳлӗмре пуррисем пурте харӑссӑн кӑшкӑрса янине, чупкалама, алӑсемпе сулкалашма тытӑннине курах кайрӗ.
XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Акӑ ман алӑсемпе урасем, — хӑй аллисене пуҫласа курать тейӗн, вӗсене пичӗ патнех илсе пычӗ те тӗлӗнсе.Вот мои руки и ноги, — Ромашов с удивлением посмотрел на свои руки, поднеся их близко к лицу
VI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Анчах эпӗ ӑна ун пек тума юраманнине, вӑл ытла та ирсӗр шухӑш пулнине алӑсемпе паллӑ туса ӑнлантартӑм, каланине итлемесен, сана халех вӗлеретӗп, тесе хӑратрӑм.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Эпӗ, алӑсемпе сулкаласа, кунта нумай тӑма хӑрушӑ, мӗншӗн тесен леш ҫыран хӗрринчи ҫынҫиенсем килӗҫ те пире хӑвалама тытӑнӗҫ тесе, ӑнлантарма тӑрӑшрӑм.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
— Хуҫа патне пушӑ алӑсемпе таврӑнсан, вӑл пире мухтамӗ.— Хозяин не похвалит нас, если мы вернемся к нему с пустыми руками.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Вера Павловна, ҫак енчен илсе пӑхсан, качча тухиччен питӗ те кансӗр лару-тӑрура пурӑннӑ: ун ҫумне ытахальтен, ӗҫсӗр аптраса, ӑнсӑртран е пӗле-пӗлменрен мар, тӑтӑшах, пӗр чарӑнми, кашни самантрах тата питӗ те тӳрккессӗн, сӗмсӗррӗн ҫулӑхнӑ, тискеррӗн те усал тӑвас тесех ҫулӑхнӑ, уяса-тытӑнса тӑма пӗлмен алӑсемпе мар, питӗ хытӑ та калама ҫук чыссӑр алӑсемпе ҫулӑхнӑ, ӑшне-чунне кӗнӗ.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анне аттене кӑшкӑрать: мӗн тӑратӑн эсӗ, ҫапса кӑлар чӳречене! — тет — чӳречене ҫапса кӑлараҫҫӗ те кураҫҫӗ: эпӗ туалет патӗнче ларатӑп, пуҫа туалет ҫине хунӑ, пите алӑсемпе хупланӑ.
XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑрӑм сӗтел хушшинче, хире-хирӗҫ — тӑххӑра хирӗҫ тӑххӑрӑн ларса, эпир хамӑр алӑсемпе пӳрнесем епле ҫӳренине те сӑнаймастӑмӑрччӗ; темиҫе сехет такам тапратса янӑ машина пек ӗҫлесе, ӗҫӗмӗре веҫех хӑнӑхаттӑмӑр.
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
Обломов та кунта ҫавнашкалах, диван ҫинче хускалми ларнӑ хушӑрах, йӑлт курать; такам уншӑн тӑрӑшса ҫивӗччӗн чупкалать; ыран хӗвел тухмӗ, пӗлӗте тӑвӑл хуплӗ, тӗнче тӑрӑх тӑвӑллӑ ҫил тустарса ҫӳрӗ, ҫапах Обломов сӗтелӗ ҫинче яшка та шарккух та пулӗ, ҫапах унӑн кӗпе-йӗмӗ таса та ҫӗнӗ пулӗ, ҫапах стена ҫинче эрешмен картисем пулмӗҫ, — Обломов ҫакна кам тунине пӗлмӗ те, хӑйшӗн мӗн тӑвас килни ҫинчен те шутлама ӳркенӗ, анчах вӑл мӗне кӑмӑлланине Агафья Матвеевна сисӗ те сӑмси умнех илсе пырса парӗ, Захар пек чӑртмаххӑн мар, пылчӑклӑ алӑсемпе мар, хаваслӑн та йӑвашшӑн пӑхса, чӗререн парӑннӑ туйӑмпа кулкаласа, ҫара чавсаллӑ таса та шурӑ аллисемпе илсе пырса парӗ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956