Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сергей Родниковскине ҫитиччен ҫул тӑршшӗпе пӗр сӑмах чӗнмерӗ, Прохор ыйтӑвӗсем ҫине ҫеҫ калаҫас килмен ҫӗртен ответлесе пычӗ, хӑй текех Викторпа Соня ҫинчен шухӑшларӗ.
XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ефим хавасланса е тӗлӗнсе итлесе ларнӑ ҫӗртенех ыйту ҫине ыйту панӑ, ыйтӑвӗсем пӗринчен пӗри пурнӑҫра кирлӗрех пулнӑ, Ефим Рагулин ҫине юратса пӑхса ларнӑ, хӑш чух йӑл-йӑл кула-кула илнӗ.
XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пуху производство ыйтӑвӗсем енне сулӑннипе питӗ нумая тӑсӑлчӗ.Собрание, приняв чисто производственный характер, затянулось допоздна.
XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Политика ыйтӑвӗсем тӑрӑх казаксемпе эрнере виҫӗ хутчен калаҫу ирттерме йышӑнчӗҫ, казаксен пушӑ вӑхӑтне мӗнпе те пулин тултарас тата вӗсен ӑс-тӑнне политикӑн сиенлӗ сывлӑшӗпе сывлама парас мар тесе, взводнӑй офицерсене кашни кун хӑйсен взвочӗсене гимнастика тутарма, кӗнеке-хаҫатсем вуласа пама хушса хӑварчӗҫ.
XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Шӑпах ҫакӑ ӗнтӗ — пӗр тӗллев ячӗпе, пӗр вӑй-хӑвата пӑхӑнса, миллионшар ҫынсем хӑйсен хутшӑнӑвӗсен тата кӗрешӗвӗсен формине улӑштарни, хӑйсен ҫапӑҫури вырӑнӗсемпе меслечӗсене улӑштарни, лару-тӑру тата кӗрешӳ ыйтӑвӗсем улшӑннине кура хӑйсен кӗрешмелли хатӗрӗсемпе хӗҫ-пӑшалӗсене улӑштарни — ҫакӑ пулса тӑрать те вӑл организаци.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Пурнӑҫ ыйтӑвӗсем енӗпе хӑйне хӑй лейтенантӑн вӗрентекенӗ вырӑнне хураканскер, вӑл, Катьӑпа пысӑк мар роман туса илни лейтенанта тӗрлӗрен йывӑр шухӑшсенчен пистерӗ, тесе шутланӑ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
«Ленинизм ыйтӑвӗсем» — Ку лайӑх…
XXIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Паллах, ун пек ыйтусем сахал мар, анчах та ытларах юрату, мӑшӑрлану, ҫемье ыйтӑвӗсем интереслентереҫҫӗ…Их, наверно, немало. Это, главным образом, вопросы любви, брака, семьи и тому подобные…
Телейлӗ ҫемье // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 93–104 стр.
«Декабрӗн 19-мӗшӗнче Мускавра, Халӑхсем хушшинчи суту-илӳ центрӗнче, Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин массӑллӑ информаци хатӗрӗсен представителӗсемпе тӗл пулса вӗсен ыйтӑвӗсем ҫине хуравларӗ.
Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн В.В.Путинӑн журналистсемпе ирттернӗ пресс-конференцийӗн хаклавӗ // Хӗрлӗ ялав. http://gazeta1931.ru/urmary/3670-ra-ej-f ... -n-khaklav
Тӑвансен ыйтӑвӗсем пӗтме пӗлменнине кура камин умне лартрӑм та эпӗ вӗсене — пысӑккисене те, ачисене те — ҫак кӗнекере мӗн-мӗн ҫырнине тӗпӗ-йӗрӗпе каласа пама тытӑнтӑм.
Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Общество ыйтнисене Дмитрий Сергеич сӗннӗ меслетпе лайӑхах ҫырлахтарма пулатчӗ; анчах общество ыйтӑвӗсем ман пата, хамӑн пӗчӗк ушкӑнта пурӑнаканскер патне, ҫитмен те, Анчах ман пурнӑҫ ҫаплах Дмитрий Сергеичран килмелле пулчӗ, вӑл унӑн пӗр ырӑ кӑмӑлӗ ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑчӗ, хам шутланӑ пек улӑштарма пулмарӗ ӑна — акӑ вӑл мӗншӗн йывӑр пулнин сӑлтавӗ.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Туртса ярӑп та, наука ыйтӑвӗсем ҫинчен калаҫма пуҫлӑпӑр, — ӗҫ ҫук пирки наука ҫинчен пакӑлтатса ларма килтӗм те ӗнтӗ эпӗ.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Яков Лукич пулӑшнипе ҫамрӑк агроном Ветютнев иртен пуҫласах ҫураки планне тӑвас тӗлӗшпе ӗҫлет, тӗрӗсле-тӗрӗсле тӳрлетет, пырса ҫӳрекен казаксене ялхуҫалӑх ыйтӑвӗсем тӑрӑх тӗрлӗрен справкӑсем пара-пара ярать, ытти вӑхӑтне кӗлетсене кӳрсе паракан вӑрлӑха епле тасатнине тата имҫампа ҫунине сӑнаса ирттерет, сайра-хутрах, хӑй калашле, «ветеринарланса» та ҫӳрекелет: хӑшӗн те пулин чирленӗ ӗнине е сурӑхне эмеллеме кайкаласа килет.
24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Обломовщина! — салхуллӑн каларӗ те Андрей, Ольгӑн ытти ыйтӑвӗсем ҫине киле ҫитиччен те чӗнмерӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унӑн пӗтӗм ыйтӑвӗсем, иккӗленӗвӗсем, пӗтӗм канӑҫсӑр пурнӑҫӗ хуҫалӑхри чӑрмавсем пирки, уявсене, хӑнасене кӗтсе илесси пирки, килйышпа пухӑнса ӗҫесси, ача ҫуратасси, тӗне кӗртесси пирки, упӑшкин сӳрӗклӗхӗпе ыйхи пирки ҫеҫ пулнӑ пулӗччӗҫ!
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольгӑн тӗтреллӗ тунсӑхӗпе ыйтӑвӗсем ҫумне урӑхла, инҫетре пулин те, ҫапах уҫӑмлӑ, паллӑ та хӑрушӑ тӗлӗксем шӑппӑн хушӑнчӗҫ…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эхер те Ольгӑн тепӗр чухне Обломов пирки, хӑй ӑна юратни пирки шухӑшламалла пулса тухсан, ҫак юратуран чӗрере пушӑ вырӑн тата пушӑ вӑхӑт юлнӑ пулсан, эхер те унӑн ыйтӑвӗсем ҫине ответ пама Обломов пуҫӗнче тулли те яланах хатӗр ответсем пулмасан, Ольгӑн кӑмӑлӗ чӗннине хирӗҫ Обломовӑн кӑмӑлӗ шарламасан, Ольгӑн хавхаланӑвӗ, пурнӑҫшӑн ҫуннине хирӗҫ вӑл ним тумасӑр, хӗрӳ туйӑмпа ҫеҫ хирӗҫ пӑхсан, Ольга йывӑр шухӑша путать; темӗн сивӗскер, ҫӗлен пек, унӑн чӗрине шуса кӗрет, ӑна ӗмӗтсенчен вӑратать, вара юратӑвӑн ӑшӑ та халапри пек тӗнчи темле кӗрхи кун евӗрлӗ пулса тӑрать, — ун чухне пур япаласем те сӑрӑ тӗслӗн курӑннӑн туйӑнаҫҫӗ.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пурнӑҫӑн тӗллевӗпе тивӗҫне хӑюллӑн астутарчӗ тата нумайрах ҫӳреме хыттӑн хушрӗ, пӗр вӗҫӗмсӗр е хӑй пӗлекен пурнӑҫ ыйтӑвӗсем пирки калаҫтарчӗ, хӑй татса пама пултарайман уҫӑмсӑр ыйтусем парса, унӑн ӑсне ҫиеле кӑларчӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫак ыйтусем пурте ун пурнӑҫӗн кулленхи ыйтӑвӗсем пулса тӑчӗҫ.Все эти соображения сделались насущными вопросами его жизни.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Тӗрӗс, тӗрӗс, — шиклӗн те хӑвӑрттӑн хирӗҫ чӗнет те философи ыйтӑвӗсем ҫинчен калаҫма шутланӑ Илья Иванович, унтан каллех каллӗ-маллӗ уткалама пуҫлать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956