Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Шанчӑк сăмах пирĕн базăра пур.
Шанчӑк (тĕпĕ: шанчӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл Саньӑпа пӗрле Ванокана вӗҫнӗ, унӑн тӗлӗнмелле хастарлӑхӗ пулман пулсан, Саньӑна виҫӗ кун хушшинче вӑйлӑ ҫил-тӑманра, пулӑшу пуласса пӗр шанчӑк ҫук чухне, питӗ начар пулнӑ пулӗччӗ!

Он летал с Саней в Ванокан, и, если бы не его удивительная энергия, плохо было бы дело, когда трое суток Сане пришлось «пурговать» без малейшей надежды на помощь!

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак ҫынсене пӑхнӑ май, вӗсене лӑплантарса та шанчӑк парса тӑмаллаччӗ, ку темӗнех мар-ха, ку пысӑк инкек мар, пит ҫинче ҫӗвӗ юлсан та чӑтса кӑна ирттермелле, вара нимӗнле паллӑ та юлмасть, тесе йӑпатмаллаччӗ манӑн вӗсене — ун ҫинчен эпӗ иккӗмӗш кунхине-и, е виҫҫӗмӗш кунхине ӗҫленӗ чух-и туйса илтӗм.

И, ухаживая за этими людьми — я поняла это на второй или третий день работы, — нужно было всё время как бы уверять их, что это ничего не значит, что не беда, если останется рубец, что нужно только потерпеть и почти ничего не будет заметно.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫитменнине, Жмырев та мӗн те пулин лаплаттарса хурӗ, шанчӑк ман ун ҫине нимӗн чухлӗ те ҫук.

Да и Жмырев сам мог что-нибудь сболтнуть — веры ему у меня не было никакой.

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Акӑ мӗнпе тухнӑ вӗсем пирӗн ҫине, акӑ мӗн ҫине шанчӑк хурасшӑн вӗсем!

Так вот с чем они хотят прийти к нам, вот на что они рассчитывают!

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Унтан вара Енисей патне, мӗншӗн тесен ҫын курса хӑйсене пулӑштарас тесен, Енисей вӗсемшӗн пӗртен-пӗр шанчӑк пулнӑ.

Потом к Енисею, потому что Енисей — это была единственная надежда встретить людей и помощь.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Астӑватӑр-и, вӑл акӑ атте сӑмахӗсенех ҫырнӑ-ха: «Манӑн нимӗнле шанчӑк ҫуккипе карапа пӑрахса хӑварма тивсен, эпӗ вара хамӑр тупнӑ ҫӗр патне каятӑп», тенӗ.

— Помните, он приводит слова отца: «Если безнадёжные обстоятельства заставят меня покинуть корабль, я пойду к земле, которую мы открыли».

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пуринчен ытла тата экспедицие шӑпах ҫав районта сирӗн аҫӑра шырамалла теме манӑн нимӗнле шанчӑк та ҫук.

Наконец — и это самое главное, — у меня нет уверенности, что экспедицию вашего отца следует искать именно в этом районе.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халь шанчӑк пур чух кӗрешесчӗ патваррӑн.

Бороться, бороться, пока не покинет надежда.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Шаннӑ шанчӑк!

Напрасная надежда!

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хамӑр ним тума пултарайманнине, ҫакӑнтан хӑтӑлса тухас шанчӑк ҫухалнине пӗлсе тӑни пирӗншӗн чи йывӑр япала!

Сознание полной бездеятельности, полной невозможности выйти из безнадёжного положения — вот что было тяжелее всего!

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ан хӑрӑр, шанчӑк пур-ха, — терӗм эпӗ хӗрарӑмсене.

— Не бойтесь, — сказал я женщинам, — Есть надежда.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫав ачалла шухӑш: «Е шанчӑк ҫухалсан, пурнӑҫ хушнипе карапа пӑрахса хӑварма тӳрӗ килсен, эпӗ хамӑр уҫнӑ ҫӗре ҫитӗп» терӗ, ман шутпа, вал юлашки вӑхӑтра ҫак ҫӗр пирки кӑштах тӑнран тухма пуҫларӗ пулас.

И потом эта детская, безрассудная мысль: «Если безнадёжные обстоятельства заставят меня покинуть корабль, я пойду к земле, которую мы открыли», мне кажется, последнее время он был немного помешан на этой земле.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Малашне, тӑнӑмӑр пулсан, сан ӗҫӳсем те пире пӗр-пӗрне таптаса мар, ҫӗклесе, шанчӑк парса чӑваш пулса пурӑнма вӗрентӗҫ.

Помоги переводом

Владимир Карсаков // Марина Карягина. https://www.facebook.com/marina.karyagin ... 2599922405

Шанчӑк сахал.

Мало надежды.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Нимӗнле шанчӑк та ҫук!

Никакой надежды!

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Нимӗнле шанчӑк та ҫук.

Никакой надежды.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан Энска Николай Антоныч килсе ҫитет, килте ҫӗнӗ сӑмахсем хутшӑнаҫҫӗ: «Нимӗнле шанчӑк та ҫук».

Потом в Энск приехал Николай Антоныч, и в доме появились новые слова: «Никакой надежды».

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Наступленисем туни тӑшмана хӑвӑртрах ҫӗмӗрсе тӑкас енӗпе ытларах шанчӑк парать; анчах оборона мелне тытса пырсассӑн, тӗрӗсрех пулать те малтанхинчи пек шикленмеллех те мар…

Действие наступательное представляет более надежды на скорейшее истребление неприятеля; действие оборонительное более верно и безопасно…

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫапла майпа манӑн ҫирӗм пуслӑх кӗмӗл ҫухалчӗ, ҫӑрттан тытмалли ҫекӗл илес шанчӑк та пӗтре.

Таким образом, пропал мой двугривенный, а с ним надежда на новые крючки и блесну для щук.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах мӗнле вӑй-хӑват та мӗнле шанчӑк парса тӑнӑ-ха вӗсене ҫав тӳпе, хӑйӗн хисепсӗр йышлӑ ҫӑлтӑрӗсемпе ҫутатса, чӗлхесӗр те пулин вӗсен хутне тӳреммӗн кӗрем пек пулса!..

Но зато какую силу воли придавала им уверенность, что целое небо со своими бесчисленными жителями на них смотрит с участием, хотя немым, но неизменным!..

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней