Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӗвел шевли унӑн сӑпки ҫинче вылять, мӗн кӗрентерех иккенне калама та йывӑр — те хӗвел шевли, те Жоржетта урисем.
I // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Хӗвел те питӗ лайӑх пӑхать, пӗтӗм урамӗпе хӗвел ҫути!
18 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Анчах Лиденброк Ҫӗр варрине ҫирӗп те сивӗ тесе шутлать пулсан, Гарднер шухӑшӗпе ҫӗр хуппи айӗнче, 1200 километра яхӑн тарӑнӑшра, хӑвӑл вырӑн пур… ун варринче 900 километр сарлакӑш «шалти хӗвел» пур, ҫав хӗвел Ҫӗрӗн авӑнчӑк шал енне ҫутатса тӑрать, кунта та Ҫӗрӗн тулашӗ енчи пекех хӑйӗн материкӗсемпе океанӗсем сарӑлса выртаҫҫӗ.
Ҫӗрӗн ҫийӗсем мӗнле тытӑнса тӑни тата ҫӗр варрине кайса ҫӳрени ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с. — 211–227 с.
Ҫӗр чӑмӑрӗн ҫав градуслӑ анлӑшӗнче хӗвел анӑҫ еннелле 3000 километрта, Америкӑн ҫурҫӗрпе хӗвел анӑҫӗнчи ҫыранӗ хӗрринче ик-виҫӗ пӗчӗкрех вулкансем пурри ҫеҫ аса килчӗҫ мана.
XLIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Хӗвел пӑхать, хӗвел кулать, Майинине култайать.
Пӗрремӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив
Кратер ӑшне хӗвел ялтӑртатса ҫутатрӗ; чи пӗчӗк сӑрт, кашни чул ту, кашни чул тӗмеске хӗвел ҫуттинчен хӑйсен мӗлкисене ӳкерме пуҫларӗҫ.
XVI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Сӑрт ҫинчен ҫул ҫинелле енчен енне сулкаланса тенӗ пек тухакан пысӑк мар хыр вӑрманне хӗвел витӗрех ҫутатать, ҫавӑнпа та унти кашни йывӑҫах хӗвел лакӑмӗнче ларнӑ пек туйӑнать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Пуся ӑшӑ ҫинчен ӗмӗтленчӗ, унӑн хӗвел питтине кушак пек хутланса выртса ӑшӑнас, юлашки шӑмӑ таран ӑшӑнас, хӗвелӗн ачаш ӑшшине пӗтӗм кӗлеткипе туяс килчӗ.
I // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Хӗвел ҫути ун пичӗ ҫине ӳкрӗ, анчах вӑл пӑрӑнмарӗ, хӗвел ҫутипе ылтӑн тӗслӗ курӑнакан куҫхӑрпӑкӗсене хӗстерчӗ кӑна.
10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
— Хӗвелӗ те-ҫке! — хӗвел ҫути ҫинче куҫне хӗссе каларӗ Авдотья.
3. Вӗрен-кантра // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Хула ҫинче хӗвел шӑраннӑ, пур ҫӗрте те: вӗренекенсен пичӗсем ҫинче те, хаяр та салху учительсен сюртукӗсем ҫинче те хӗвел шевли вылянӑ.
Вӑтӑрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Каҫхине, хӗвел аннӑ вӑхӑтра, ҫуртсен чӳречисем ҫинче хӗрлӗ хӗвел ҫути ӗшенчӗклӗн йӑлтӑртатнӑ чух, фабрика ҫынсене хӑйӗн чул ӑшчиккинчен, кирлӗ мар япала пулса тӑнӑ шлака кӑларса пӑрахнӑ пек, кӑларса ывӑтать, вара хӑрӑмланса пӗтнӗ, хуп-хура сӑнлӑ ҫынсем каллех урамсем тӑрӑх сывлӑшра машина ҫӑвӗн шӑршине сарса, выҫӑ шӑлӗсене кӑтартса утаҫҫӗ.
I // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Кунсерен хӗвел тухсанах утма тытӑнса хӗвел анса ларичченех таркӑнсем вӑрмансемпе тӳрем ҫӗрсем тӑрӑх пыраҫҫӗ.Каждый день от восхода до захода солнца беглецы шли по лесам и равнинам.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Кунти кайӑксен тӗкӗсем мӗнле те, сассисем епле тата: пӗр кайӑкӗ почта ямшӑкӗн пушши пек шартлатать, тепри стена ҫинчи сехет пек ҫекундсене ҫапса таклаттарать, виҫҫӗмӗш хӗвел тухнӑ вӑхӑтра ирсерен ахӑлтатса кулать, тӑваттӑмӗш хӗвел аннӑ вӑхӑтра каҫсерен ӗсӗклесе йӗрет.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Отряд кашни ирпех хӑпаракан хӗвел еннелле хускалса кайса, кун каҫиччен ниҫталла пӑрӑнмасӑр малалла пырать, каҫхине те хӗвел шӑп кӑна вӗсен ҫурӑмӗ хыҫне анса ларас вӑхӑтра канма чарӑнать.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Федосеев хыттӑн асӑрхаттарса каламан пулсан, эпӗ вунӑ хут та ҫулран пӑрӑнса аташса кайнӑ пулӑттӑм, мӗншӗн тесен хӗвел хӗвелех вӑл, ҫапах та эпӗ хам ҫӗр каҫнӑ ҫӗрелле чупнӑ пек туйӑнчӗ мана.
Вӑрманти тӗтӗм // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 77–104 с.
Хӗвел ҫуркуннехи евӗрлех хӗртет; кайӑксем тӑвӑл ӳкернӗ хыр урлӑ шав сике-сике каҫаҫҫӗ, хӗвел ҫутинче вӗсем ахахӑн туянаҫҫӗ.
Хушка ҫамка // Мирун Еник. Антон Чехов. Хушка ҫамка: калав. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 16 с.
Аслати те, ҫиҫӗм те, хӗвел тухни те хӑйӗн савӑнӑҫлӑ сассисемпе, хӗвел анни те хӑйӗн килес ыранхи ырӑ кунӗпе — нимӗн те, ҫутҫанталӑкӑн нимӗнле хӑвачӗ те халӗ шурлӑхра Травкӑпа пулнӑ ӗҫрен ытла пулма пултарайман: вӑл этем сассине илтнӗ, мӗнле сасӑ пулнӑ ӗнтӗ вӑл!
XI // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Ҫав пурлӑх шыв айӗнче пиншер ҫул упранса выртать, шурлӑх хӗвел пуянлӑхне упракан вырӑн пулса тӑрать, кайран ҫав хӗвел пуянлӑхӗ торф пулса, этем аллине куҫать.
VIII // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Хӗвел тин ҫеҫ тухнӑ; тӳпере пӗр пӗлӗт татки те ҫук; йӗри-тавра йӑлт икӗ хут ҫутӑпа — пӗрре хӗвел шевлипе, тепре ӗнерхи ҫумӑр тумламӗпе — йӑлтӑртатса-ҫиҫсе тӑрать.
Чӗрӗ вилӗ // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 143–155 с.