Поиск
Шырав ĕçĕ:
Учӗсем хӗвелпе хуралса кайнӑ ҫара уран ачасем ҫавӑнтах, ҫӗр ҫинче, хӗрӳ хӗвел айӗнче тӑсӑлса выртнӑ, вӗсен амӑшӗсем ҫӑмарта тата ҫу тултарнӑ корзинкӑсемпе йывӑҫсем айӗнче лараҫҫӗ.
II // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Ахӑртнех, калама ҫук пысӑк савӑнӑҫпа киленнӗ ӗнтӗ ҫак ҫулҫӑ, хӗвел тухнине те, хӗвел аннине те, ҫумӑра та, ӑшша та каҫса кайса юратнӑ, шӗшкӗ туратти ҫинче кун курма пӳрнишӗн ытлӑн та ҫитлӗн хӗпӗртенӗ.
4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Ҫӳлте — хӗвел, куҫа шартаракан хӗвел, аялта — вӗҫӗ-хӗррисӗр пӑр уйӗ.— Вверху — солнце, ослепительное солнце, внизу — бескрайные ледяные поля.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Хӗвел сехечӗ вара — ӑна Васильевпа Синицкий пек тем те шухӑшласа кӑларакан «утрав ҫыннисем» кӑна мар, ыттисем те тума пултарнӑ — хӗвел ҫук чух ӗҫлемест.
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Тӑнӑҫ кӑмӑллӑ поручик хӑйӗн салтакӗсем хушшинче чул кӗлетке пек тӑнӑ, ӑна хӗвел ҫутатнӑ; конус евӗрлӗ пупсемпе тияккӑнсем те ылтӑнтан тунӑ чунсӑр кӗлеткесем пек пулнӑ, вӗсем хӗвел ҫутинче ирӗлсе, шӑранса тӑнӑ, ризӑсем йӑлтӑртатни Маврин поручик ҫине те ӳкнӗ; аналой умӗнче, картузӗпе сулкаласа, шуҫ пуҫлӑ самӑр офицер сиккеленӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Сарлака хӗвел пайӑрки ҫав куҫа йӑмӑхтаракан япаласем ҫинче выляса тӑрать, вӗсем, хӗвел аннӑ вӑхӑтри пӗлӗт пек, тӗрлӗ тӗслӗн ялкӑшаҫҫӗ.Широкий луч солнца лежит на ярких тканях, и они разноцветно горят, точно облако на вечерней заре.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
«Ун чухне хӗвелтен икӗ пысӑк чул катӑлнӑ — пӗлӗт тӑрӑх виҫӗ хӗвел ҫӳреме пуҫланӑ.«Тогда от солнца откололись два больших камня — и по небу стали ходить три солнца.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ҫапла ҫав, бастион ҫине те, траншея ҫине те шурӑ ялав кӑларса ҫакнӑ, ем-ешӗл лапам шӑршланса кайнӑ вилесемпе тулса ларнӑ, янкӑр тӳпери илемлӗ хӗвел кӑвак тинӗселле анать, кӑвак тинӗс вара, хумхана-хумхана, хӗвелӗн ылтӑн пайӑркисем ҫинче йӑлкӑшать.
16 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Чӳречерен хӗвел ҫути кӗмест, хӗвел таҫталла кайнӑ.
Ту ҫинче // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Хӗвел тухаспа сунарҫӑн каллех, хӗвел аннӑ чухнехи пекех, хӑйӗн сӑнав вырӑнне улӑштармалла пулнӑ.
LХХХ сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ҫӳрекен, хускалакан кирек мӗнле япала та ӑшӑпа хускалать: е ӑна тӳрех хӗвел ӑшши хускатать, е вӑл хӗвелӗн кӑмрӑкра, вутӑра, ҫӑкӑрта, курӑкра хатӗрлесе хунӑ ӑшшипе ҫӳрекен пулать.
Ӑшӑ — хӗвелте // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Ҫӑкӑра хӗвел ӳстернӗрен, ун ӑшӗнче хӗвел ӑшши нумайран этеме ҫӑкӑр кирлӗ.Потому и нужен всем хлеб, что его растило солнце и что в нем много солнечного тепла.
Ӑшӑ — хӗвелте // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Тата темле ҫул та суйласа илме пултарать ҫак тиркевлӗ чӗрчун: сӑмахран, хӑлха е ӗнсе еннелле анма, ученӑй куҫӗсенчен аяккалла кайма, кирек хӑш ҫеккунтра та вӗҫсе хӑпарса, тӗттӗм пӳртрен хӗвел ҫуттине, тӑван-пӗтенӗсем сӗрленӗ ҫӗре, паллах, хӑйӗн яланхи пурнӑҫне ирттерекен ҫӗре, тухса кайма, хӗвел пайӑркинче ҫухалма пултарать.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
«Пире кун кӑтартрӑр, хӗвел ярса патӑр, хӗвел илсе килтӗр», тениех-тӗр…
«Чӑваш пулар та итлесе пӑхар...» // Геннадий Волков. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с. — 5–8 с.
Вӗсем колибрие «хӗвел пайӑрки» тата «хӗвел кӑтри» тесе чӗнеҫҫӗ.Они называют колибри «солнечным лучом» или «солнечными кудрями».
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Хӗвел хӗртсе пӑхакан ҫӗршывсенчен тухнӑ пулсан та, сӑра хӗвел ӑшшине чӑтаймасть.
Ӗҫмеллисем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Тӗтреллӗ вӑрман тӑррине анӑҫ хӗвелӗ чӗнтерленӗ, хӗвел часах вӑрман хӗррине анса пытанать.
IV. «Харам пыр» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Вӑл хӗвел ҫинелле тинкерет те куҫне хӗссе кулать, хӗвел ӑшӑтмасть пулин те ҫутӑ.Иногда она поднимала лицо к солнцу — оно было холодное, но яркое — и жмурилась и улыбалась.
Киле! // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Ун чухне хӗвел куҫ витми ҫӑра пӗлӗтсен хушшине кӗрсе ҫухалать вара, куҫсем таврари пур ҫӗрте те пӗр евӗрлӗ, ҫап-ҫара ҫаралса юлнӑ салхуллӑ картинӑсене курма хӑнӑхса ҫитеҫҫӗ; ҫав вӑхӑтра, каҫалапа, кантӑк витӗр сасартӑк хӗп-хӗрлӗ хӗвел шевлин пайӑркисем пӳлӗме кӗрсе ӳкеҫҫӗ, вара майӗпен шӑвӑнса, урайӗнче, стенасем ҫинче выляма пуҫлаҫҫӗ, иртсе кайнӑ ӑшӑ ҫу кунӗсене тунсӑхлӑн аса илтереҫҫӗ.
Ашшӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Е халиччен курман-пӗлмен тусем те, фантастикӑлла чунлӑ мӗлкесем евӗр, ушкӑнӑн-ушкӑнӑн мӗлтлетсе иртрӗҫ-ши унӑн пуҫӗнче, халиччен курман-илтмен тӳремлӗх те таҫта ҫити сарӑлса курӑнса выртрӗ-ши, сӑмахпа каласа пама ҫук тӗлӗнмелле хитре йывӑҫсен мӗлкисем те таҫти паллӑ мар юханшывсен тӗкӗр пек ҫутӑ питӗнче чӳхенсе-выляса илчӗҫ-ши, кӑвар пек хӗвел те — суккӑр ӑрӑвӑн таҫти-таҫти шутсӑр-хисепсӗр сыпӑкӗсем пӑхса савӑннӑ хӗвел — ҫав пӗтӗм сӑнсем ҫине ҫутӑ сапрӗ-ши?
II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.