Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Хӗвел сăмах пирĕн базăра пур.
Хӗвел (тĕпĕ: хӗвел) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Путвала ирхи хӗвел ҫутти пырса кӗнӗ, пурте куҫӗсене мӑчлаттарма пуҫланӑ — хӗвел ҫутти калама ҫук янкӑр пулнӑ.

Раннее солнце ворвалось в подвал, и все зажмурились — так ярок был его свет.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Шурӑ та ҫаврака пӗлӗтсем юмахри шыв айӗнчи кимӗсем пек вӑрахӑн шуса иртеҫҫӗ, — вара сасартӑк ҫак мӗнпур тинӗс, ҫак хӗвел ҫутине тулнӑ сывлӑш хӗвелпе ҫуталса тӑракан ҫак туратсемпе ҫулҫӑсем, — йӑлтӑртатса вӗттӗн-вӗттӗн чӗтреме пуҫлать те, кӗтмен ҫӗртен килсе ҫапнӑ вӗҫӗмсӗр вӗтӗ хум евӗрлӗ кӑштӑртатса калаҫнин уҫӑмлӑхӗ ҫӗкленет.

Волшебными подводными островами тихо наплывают и тихо проходят белые круглые облака, и вот вдруг все это море, этот лучезарный воздух, эти ветки и листья, облитые солнцем, — все заструится, задрожит беглым блеском, и поднимется свежее, трепещущее лепетанье, похожее на бесконечный мелкий плеск внезапно набежавшей зыби.

Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.

Хӗвелпе ҫутӑлса тӑракан картиш варринче, ҫынсем калашлӗ, хӗвел пичӗ ҫинче, ҫӗр ҫинче пуҫне сӑхман витнӗ пӗр ҫын ӳпне выртать; малтанах эпӗ ӑна ача тесе шутланӑччӗ.

По самой середине ярко освещенного двора, на самом, как говорится, припеке, лежал, лицом к земле и накрывши голову армяком, как мне показалось, мальчик.

Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.

Вӗсем хӗвел анса ҫитичченех ҫывӑрчӗҫ, хӗвел анса пӑртак тӗттӗмленсен, урапасем сӗрме тытӑнчӗҫ.

Спали до самого заходу солнечного; а как зашло солнце и немного стемнело, стали мазать телеги.

VIII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Хӗвел тухать, хӗвел анать — кун килет, кун каять — ҫӗр ҫаврӑнать.

Помоги переводом

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Эфиопире хӗвелсӗр кунсем ҫуккипе пӗрех, туристсене илӗртмелли девизсенчен пӗри те вӗсен ҫапла янӑрать: «Эфиопи — 13 уйӑх хушшинче хӗвел тӑпакан ҫӗршыв» (Эфиопи кунталӑкӗнче ҫулталӑк 13 уйӑха пайланать).

Обычно же в Эфиопии практически нет дня, когда не светит солнце, и один из туристических девизов звучит так: «Эфиопия — страна 13 месяцев солнца» (по эфиопскому календарю год разбит на 13 месяцев).

Эфиопи географийӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%AD%D1% ... 0%B9%D3%97

Пур ҫӗрте те йӑлкӑшу, анлӑх, ирӗклӗх, савӑнаҫлӑ ешӗл ҫаран, чечен те уҫӑ кӑвак пӗлӗт курӑнса тӑнӑ; шывӑн лӑпкӑ юхӑмӗнче хӑйне хӑй тытма пӗлекен хӑватлӑ вӑй тупӑннӑ, пӗлӗтре тараватлӑ хӗвел — май уйӑхӗн хӗвеле йӑлтӑранӑ, пӗтӗм сывлӑшра лӑсӑллӑ йывӑҫсен тата ҫӗнӗ ҫулҫӑсен шӑрши кӗнӗ.

Всюду блеск, простор и свобода, весело зелены луга, ласково ясно голубое небо; в спокойном движении воды чуется сдержанная сила, в небе над нею сияет щедрое солнце мая, воздух напоен сладким запахом хвойных деревьев и свежей листвы.

II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Шӑпах хӗвел тухатчӗ ун чух, ялава хӗвел ҫутатрӗ те, вӑл вут-ҫулӑм пек ялкӑшма тытӑнчӗ.

Солнце вставало, осветило флаг, и он, как огонь, горел.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ҫурт умӗнче икӗ юман юпаллӑ крыльца капӑрӑн ларать, анчах ун хӳтлӗхӗнче хӗвелтен пытанма шанчӑклах мар, Малороссинче ку яхӑнта хӗвел шӳт тума юратмасть, ҫынна пуҫӗнчен пуҫласа ури тупанне ҫитичченех вӗри тарпа ислетет.

Перед домом охорашивалось крылечко с навесом на двух дубовых столбах — ненадежная защита от солнца которое в это время в Малороссии не любит шутить и обливает пешехода с ног до головы жарким потом.

II сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Ирхине вара сивӗ те тӑрӑ шыв тата пӑхма ҫук ҫутӑ хӗвел мӗнпур тӗксӗм шухӑшсенчен ҫуса тасатать, Костя каллех хӑй пекех пулса тӑрать: хӗвел ҫинче хӗртӗнет, шыва кӗрет, вӗршӗн йӑви патне ҫитесшӗн пулчӗ те — анчах чӑнкӑ ҫыранта чӗркуҫҫийӗсене шӑйӑрттарни кӑна пулчӗ.

А утром прохладная, прозрачная вода, слепящее солнце смывают мрачные мысли, и Костя опять становится самим собой: загорает, купается, пробует добраться к гнезду стрижа, но только зря обдирает колени на крутом откосе.

Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Хӗвел ҫук, хӗвелӗн палли те ҫук.

Ни солнечного луча, ни проблеска солнца!

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Хӗвел ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен тухрӗ, тӗрӗссипе каласан, ҫав енчен кун килме пуҫларӗ, мӗншӗн тесен хӗвелӗ курӑнмасть, вӑл тӗксӗм пӗлӗтсем хыҫне пытаннӑ.

Солнце взошло на северо-востоке — вернее, в той стороне начало светать, потому что солнце скрывалось за серыми тучами.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Ылтӑн Ҫӗр Хапха хулинчен хӗвел анӑҫнелле — хӗрлисем патне кӑнтӑралла — негрсем патне, хӗвел тухӑҫнелле — Аам йӑхӗсем патне, ҫурҫӗрелле циклопсем патне хыпарҫӑсене кӑлара-кӑлара яраҫҫӗ.

Из города Ста Золотых Ворот послали гонцов на запад к красным, на юг, к неграм, на восток к племенам Аама, на север, к циклопам.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Хӗвел тухӑҫӗнче, инҫетре-инҫетре, негрсен юнӗн хутӑшӗ пур ҫӗрте, хӗвел — вилнисен мӗлкисен патши, — кайӑк пуҫӗллӗ этем сӑнарӗпе.

На крайнем востоке, где была примесь негритянской крови, солнце — владыка теней умерших — приняло образ человека с птичьей головой.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Хӗвел анӑҫӗнче, инҫетре-инҫетре, хӗрлисен хушшинче, хӗвел тӗксемпе хупланнӑ ҫӗлен сӑнарне йышӑнать.

На крайнем западе, среди красных, солнце приняло образ змея, покрытого перьями.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Экваторӑн ҫак ушкӑнӗнчен хӗвел анӑҫнелле тата хӗвел тухӑҫнелле темиҫе тӳрӗ йӗр, пӑнчӑ-ункӑ тата ҫурма ҫавра сапаланнӑ.

Несколько линий, точек и полукружий разбросано к западу и востоку от этой, экваториальной, группы.

Анса ларӑм // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Хӗвел тухӑҫ енче вӑл — экватор таранах; вӑтам меридиан ҫывӑхӗнче ҫутӑрах ене вашмӑклатса ункӑланнӑн ҫӗкленет, унтан икке пайланать те ҫаврашкан хӗвел анӑҫ хӗрринче иккӗмӗш сӑмсаха куҫать.

На востоке она доходила до экватора, близ среднего меридиана — поднималась, огибая полого более светлую поверхность и раздваивалась, образуя у западного края диска второй мыс.

Анса ларӑм // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Ыран апробаци тунӑ ҫӗре каймастӑп: пуҫ пиҫсе кайрӗ тата… ӗҫӗ те йывӑр, хӗвел тухнӑ чух пуҫланать те хӗвел аниччен пырать…

— На апробацию завтра не пойду: пропекло голову и… работа тяжелая — от солнца до солнца.

Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.

Акӑ, хӗвел ҫыран хӗрринчи тӳлек шыва пырса сӗтӗрӗнчӗ, — пӗтӗм шывӗ хӗвел ӳкнӗ ҫӗрелле тапранса куҫса кайнӑн туйӑнать.

Вот солнце коснулось тихой воды у берега, — кажется, что вся река подвинулась, подалась туда, где окунулось солнце.

VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Катӑркас тӗми ҫине ҫирӗк тӑррисем кӗтӳпе пырса ларчӗҫ, тӗмине хӗвел ҫап-ҫутӑ ҫутатса пӑхать, ҫирӗк тӑррисем хӗвелшӗн хӗпӗртесе тата савӑнӑҫлӑрах чӗвӗлтетеҫҫӗ; хӑйсем мӗн хӑтланнине пӑхсан, вӗсем шкула ҫӳрекен арҫын ачасем пек туйӑнаҫҫӗ.

На куст боярышника опустилась стая чижей, куст облит солнцем, чижи рады солнцу и щебечут ещё веселей; по ухваткам они похожи на мальчишек-школьников.

VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней