Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Хӑвӑнах (тĕпĕ: ху) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кайран вара хӑвӑнах ӳкӗнмелле пулать.

Чему и сам не будешь рад потом.

Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Санӑн унта хӑвӑнах пӗчӗк уйрӑм кровать пулать тата эсӗ унта шкула ҫӳреме пуҫлатӑн.

Отдельная кроватка у тебя будет, а потом ты в школу пойдешь.

Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Ку енчен ху ӑнӑҫсӑр иккенне хӑвӑнах чухламалла сан.

И так тебе должно быть ясно, что ты с этой стороны неблагополучен.

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Рубцов-Емницкий акчӗсемпе мӗн тӑвас пеккине хӑвӑнах тумалла пулать, Сергей Тимофеевич.

А с актами Рубцова-Емницкого придется тебе, Сергей Тимофеевич, самому разобраться.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хӑвӑнах кайса илмелле пулӗ тесе шутлатӑп эпӗ, ку ӗҫ йывӑр мар вӗт, — терӗ вӑл Фан Сюань-чона питрен пӑхса.

И, глядя Фан Сюань-чо в лицо, сказала: — По-моему, лучше получить лично, ничего особенного в этом нет.

Ҫу уявӗ // Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 31–44 стр.

— Йӑнӑшатӑн, Барзобегунек, сан хӑвӑнах диплом пур.

— Неправда, Бырзобегунек, у тебя самого есть диплом!

II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Сассу — хӑвӑнах, анчах юрру — санӑн мар!

— Голос-то — твой, песня — чужая!

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

«Пӗр эрне хушшинче, тейӗ, повереннӑй валли тӗплӗ инструкци ҫырса хатӗрлемелле те ӑна яла кӑларса ямалла, Обломовкӑна залог шучӗпе хумалла, ҫӗр туянмалла, ҫурт-йӗр тумалли план ярса памалла, хваттере урӑх ҫынна памалла, паспорт илсе ҫур ҫула ют патшалӑха каймалла, ытлашши ҫӑва пӑрахмалла, самӑрлӑха чакармалла, тахҫан ӗлӗк юлташпа пӗрле ӗмӗтленнӗ сывлӑшпа сывламалла, халатсӑр, Захарсӑр, Тарантьевсӑр пурӑнмалла, хӑвӑнах чӑлха тӑхӑнмалла, атта хӑвӑн хывмалла, ҫӗрле ҫеҫ ҫывӑрмалла, пурте кайнӑ ҫӗрелле, чугун ҫулӗпе, пӑрахутпа каймалла, унтан…

«В неделю, скажет, набросать подробную инструкцию поверенному и отправить его в деревню, Обломовку заложить, прикупить земли, послать план построек, квартиру сдать, взять паспорт и ехать на полгода за границу, сбыть лишний жир, сбросить тяжесть, освежить душу тем воздухом, о котором мечтал некогда с другом, пожить без халата, без Захара и Тарантьева, надевать самому чулки и снимать с себя сапоги, спать только ночью, ехать, куда все едут, по железным дорогам, на пароходах, потом…

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хӑвӑнах тавҫӑрса илмелле сан: курмастӑн-им! — хаяррӑн астутарчӗ Илья Ильич.

Сам бы ты мог догадаться: не видишь! — строго заметил Илья Ильич.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Тен, хӑвӑнах тумалла пулӗ?

Может самому же придётся сделать?

Пӗрремӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

4. Сутман чухне ҫӗрӳ хӑвӑнах марччӗ-и? сутса туни те хӑвӑн аллунтах марччӗ-и? Ҫакна хӑвӑн чӗрӳне мӗншӗн кӗртнӗ эсӗ?

4. Чем ты владел, не твое ли было, и приобретенное продажею не в твоей ли власти находилось? Для чего ты положил это в сердце твоем?

Ап ӗҫс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней