Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Христоня (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Шутласа кӑлараҫҫӗ ухмахла ӗҫ, — хулӑн сасӑпа мӗкӗрешрӗ Христоня.

— Чертовщину выдумывают, — басил Христоня.

LXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Айӑпа кӗнӗ йӗкӗте хӑйӑр ҫине тӑсса пӑрахрӗҫ, йӗмне антарчӗҫ, Христоня, юрӑ ӗнӗрлесе, пекӗпе сарӑ мамӑклӑ кӑчкӑ кӑларнӑ чӗрӗ хулӑсем касрӗ, хӗнекенни Аникушка пулчӗ.

Провинившегося положили на песке, спустили штаны, Христоня перочинным ножом резал хворостины, покрытые желтыми пушистыми китушками, мурлыкая песню, а Аникушка порол.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Шеш-над-цать! — ҫирӗппӗн татса каларӗ Христоня.

— Шеш-над-цать! — рявкнул Христоня.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Донӑн тепӗр енче, ҫурхи шыв илнӗ вӑрман хыҫӗнче, Христоня, Аникушка, Пантелей Прокофьевич, Степан Астаховпа ытти казаксем хӑйӑр кӗрчӗсен тӗмескисем тӑрах кӑштӑртатса утрӗҫ.

А на той стороне Дона, за лесом, затопленным полой водой, по песчаным бурунам шли казаки: Христоня, Аникушка, Пантелей Прокофьевич, Степан Астахов и другие.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий, вилесем патне лавсем яма хушса, ир ирлеме Христоня патне кайрӗ.

Григорий распорядился посылкой за убитыми подвод, доночевывать ушел к Христоне.

XXXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Христоня ҫӗлӗкӗ (лашасӑр юлнипе Христоня пехотӑна лекнӗ) лутакарах казаксем хушшинче пуҫ ҫӳллӗш ҫӳлте сулланкалать.

На голову выше мелковатых казаков качалась папаха Христони (попал он в пехоту, лишившись коня).

XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫакӑн пек тӗркӗшӳ пулнӑ хыҫҫӑн та Христоня Степанран чикаркӑлӑх табак ыйтма хӑйрӗ, кайран та, хӑйсен хушшинче нимӗн те пулса иртмен пекех, вӑрахчен калаҫса ларчӗ.

Христоня не постеснялся после случившегося выпросить у Степана табаку на цигарку и еще долго сидел, разговаривал, как будто между ними ничего и не было.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ӑна питне-куҫне шӑмарса пӑрахнӑ Христоня хыҫалтан ыталаса тытрӗ, мӑкӑртатса илчӗ:

Его сзади обнял нахмуренный Христоня, буркнул:

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Лашана илӗрех, хама кирек те мӗн тӑвӑр та, эпӗ винтовка тытас теместӗп, — пӗлтерсе хучӗ вӑл, ирхине хӑй патне Григорий, Христоня тата Аникушка пӳрте пырса кӗрсен.

Берите коня, что хотите со мной делайте, а я не хочу винтовку брать! — заявил он утром, когда в курень к нему вошли Григорий, Христоня и Аникушка.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Петро Григорий ҫине пӑхса илчӗ, Григорий — Христоня ҫине.

Петро глянул на Григория, Григорий — на Христоню.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мелеховсемпе Христоня кил тӗлне те ҫитсе ӗлкӗреймерӗҫ, ҫурма ҫултах вӗсене Аникушка хирӗҫ пулчӗ.

Мелеховы и Христоня не успели до дома дойти, а Аникушка уж повстречался им на полдороге.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— А мӗне кирлӗ вӑл сана? — ахаль ҫеҫ ыйтрӗ Христоня.

— А на что она тебе сдалась? — просто спросил Христоня.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

«Ну, — тетӗп карчӑка, — саврӑм, шӑвартӑм, тӑрантартӑм…» — Христоня шӑхӑрса тухакан сасӑпа каллех хӑвӑрт-хӑвӑрт пӑшӑлтатма тытӑнчӗ, ура ҫине тӑчӗ.

«Ну, — говорю бабе, — кохал, поил, кормил…» — Христоня опять перешел на присвистывающий быстрый шепот и встал.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Мӗн эсӗ, Христоня? — кулкаласа ыйтрӗ Петро, Христоня куҫҫульне пуҫласа кураканскер.

— Ты чего, Христоня? — посмеиваясь, спросил Петро, первый раз увидавший Христонины слезы.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Христоня сасси пӑшӑлтатса тухрӗ, чукмар пек пысӑк аллипе куҫҫульпе нӳрелнӗ куҫ лупашкисене шӑлчӗ.

— Голос Христони сполз на шепот, огромная ладонь вытерла смоченную слезинкой глазницу.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мелеховсем патне тин кӑна Христоня килсе кӗчӗ, урайне кукленсе, чӗлӗм ӗмсе ячӗ.

К Мелеховым только что пришел Христоня, сел на корточки, покурил.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вахмистр ҫинчен-и? — ыйтрӗ хӑлхи таранах пылчӑкланса пӗтнӗ Христоня, вӗсем патне пырса.

Про вахмистра? — спросил, подходя, захлюстанный по уши Христоня.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Аникушка, Христоня, Томилин Иван, Мелеховсем тата тепӗр вунӑ-вуникӗ хӗрарӑм пулӗ, батареецсем пулӑшнипе, тупӑсемпе снаряд ещӗкӗсене ҫыран хӗррине туртса тухрӗҫ, утсене тӑвалла хӑпарма пулӑшрӗҫ.

Аникушка, Христоня, Томилин Иван, Мелеховы и с десяток баб при помощи батарейцев выкатили орудия и зарядные ящики, пособили лошадям взять подъем.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Дуняшка тин ҫеҫ Христоня арӑмӗ патӗнчен килнӗ.

Дуняшка только что пришла от Христониной жены.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

«Дезертир, Христоня хӑраххи, тӑм ҫамка ҫеҫ, ҫапах — полк командирӗ, эпӗ ак ним хисепӗнче мар», — куҫӗсене вӗри чирпе чирленӗ чухнехи пек ҫутӑлтарса шухӑшларӗ Петро.

«Дезертир, дурак вроде Христони, и зараз — командир полка, а я в холодке», — горячечно блестя глазами, думал Петро.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней