Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Уҫӑр (тĕпĕ: уҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ну-ну, хӑвӑртрах уҫӑр куҫусене!

Ану, геть, продирай очи быстро!

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

— Белецкий, уҫӑр!

— Белецкий, отоприте!

XXV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

— симпыл тенине ӑна юрӑран сӑмаха кӑларса пӑрахма ҫуккипе ҫеҫ — шампански юлнӑ-и? — юлнӑ? — питӗ лайӑх! — уҫӑр.

— мед только потому, что из песни слова не выкинешь, — шампанское осталось? — да? — отлично! — откупоривайте.

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Анчах эпир иксӗмӗр ҫеҫ юличчен вуале ан уҫӑр, Полина хӑйне хӑй питӗ лайӑх тыткалать, анчах ман сире ӑна та кӑтартас килмест.

Только не подымайте вуаля, пока мы не останемся одни, Полина очень скромна, но я не хочу, чтоб и она вас видела.

VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Шуҫӑм ҫутинче хулан анӑҫ хӗрринчи хапхинче: «Хапхуна уҫӑр»… тенӗ сасӑ илтӗнчӗ.

— Откройте ворота… — послышался па рассвете крик у западных ворот.

Йӑлтӑр ҫутӑ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67–76 стр.

Марианна питне хупласа пӑрӑнса кайнӑ та тепӗр кун ирхине хулана сыхлакансем патне пырса ҫапла каланӑ: — Ывӑлӑм сирӗн тӑшманӑр пулса тӑнӑшӑн е вӗлерӗр мана, е хапхӑра уҫӑр та, эпӗ ун патне каям… — тенӗ.

Закрыв лицо, Марианна отошла прочь, а утром на другой день явилась к защитникам города и сказала: — Или убейте меня за то, что мой сын стал врагом вашим, или откройте мне ворота, я уйду к нему…

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

— Домоуправленирен, уҫӑр.

— Откройте, из домоуправления.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Уҫӑр алӑксене! — терӗм эпӗ вӗсене.

— Отворяйте двери! — сказал я им.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Бородино ҫапӑҫӑвӗ ӳмӗнхи ире ӳкернӗ чух эпӗ унта пулнӑ, Наполеон, хӑйӗн чатӑрӗнчен тухса, салтакӗсене вырӑссем ҫине хускалма приказ парать: «Мала, Мускавӑн хапхине уҫӑр

Я была, когда Александр Дмитриевич снимал утро Бородинского сражения: Наполеон выходит из шатра и отдает приказ своей армии двигаться на русских: «Вперед, откроем ворота Москвы!»

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Иван Павлыч, уҫӑр, эпӗ ку!

— Иван Павлыч, откройте, это я!

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Уҫӑр!

– Откройте!

I сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

13. Ачамсене каланӑ пек калатӑп: пирӗн пекех пулӑр, чӗрӗре уҫӑр.

13. В равное возмездие, - говорю, как детям, - распространитесь и вы.

2 Кор 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Уҫӑр хапхана; тӳрӗ пурӑнӑҫпа пурӑнакан, чӑнлӑха уякан халӑх кӗтӗр.

2. Отворите ворота; да войдет народ праведный, хранящий истину.

Ис 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Ман валли тӳрӗлӗх хапхине уҫӑр: ун витӗр кӗрсе Ҫӳлхуҫана аслӑлам.

19. Отворите мне врата правды; войду в них, прославлю Господа.

Пс 117 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Хула хапхине сыхлакансене Иудифь аякранах кӑшкӑрса каланӑ: уҫӑр, уҫӑр хапхана, пирӗнпе пӗрле Турӑ, пирӗн Турӑ, Вӑл Израиле татах та вӑй парӗ, тӑшмансене ҫӗнтерӗ, Вӑл паян та ҫавӑн пек турӗ.

11. Иудифь издали кричала сторожившим при воротах: отворите, отворите ворота! с нами Бог, Бог наш, чтобы даровать еще силу Израилю и победу над врагами, как даровал Он и сегодня.

Иудифь 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Ҫакӑн хыҫҫӑн шӑматкун умӗн, Иерусалим хапхисем умӗнче тӗттӗмленсен, эпӗ алӑксене питӗрсе илме хушрӑм, вӗсене шӑматкун иртсе кайиччен ан уҫӑр терӗм.

19. После сего, когда смеркалось у ворот Иерусалимских, перед субботою, я велел запирать двери и сказал, чтобы не отпирали их до утра после субботы.

Неем 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Эпӗ хамӑн пӗртӑванӑма Ханание тата керем пуҫлӑхне Хананияна, шанчӑклӑ та Турӑран хӑраса пурӑнакан ҫынна, — ун пек ҫын сайра вӑл, — Иерусалим хулине тытса тӑраканӗсем турӑм та 3. вӗсене ҫапла каларӑм: хӗвел хӗртме пуҫламасӑр Иерусалим хапхисене ан уҫӑр.

2. тогда приказал я брату моему Ханани и начальнику Иерусалимской крепости Хананию, ибо он более многих других был человек верный и богобоязненный, 3. и сказал я им: пусть не отворяют ворот Иерусалимских, доколе не обогреет солнце,

Неем 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Вара Иисус каланӑ: ҫӗр хӑвӑлӗн анине уҫӑр та леш пилӗк патшана ман патӑма илсе килӗр, тенӗ.

22. Тогда Иисус сказал: откройте отверстие пещеры и выведите ко мне из пещеры пятерых царей тех.

Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней