Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗтӗм тӗнчери еткерлӗхӗн хаклӑхне йышӑнни ҫак объект хӑйнеевӗрлӗ, тӗнче культуринче уйрӑм вырӑн йышӑннине палӑртса парать.
Пӑлхар хулине ЮНЕСКОн пӗтӗм тӗнчери еркерлӗхӗн палӑкӗ тесе йышӑннӑ // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах
Пирӗн Ҫӗр ҫинче те, тӗнчен тем тарӑнӑш инҫетӗнче те ӑс-тӑнпа вӑй ҫӑлкуҫӗ — пурнӑҫ чечекленет, каярахпа вара вӑл тӗнче тӑрӑх анлӑн сарӑлса куҫакан юхӑм пулса каять.
Пӗрремӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
«Тӗнче хӗрринех ҫитрӗм ӗнтӗ, тесе ҫырать, тет, ҫитрӗм те тӗнче хӗрине, ура усса, пуҫа каҫӑртса ларатӑп халь, тесе каланӑ, тет».
XXXII. Кӗтмен тӗлпулу // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Эсӗ ҫур тӗнче чупса тухнӑ ҫӗре эпӗ пӗтӗм тӗнчене чупса тухма пултаратӑп, — тет Микинь.Если ты полсвета можешь, так я весь свет обегу, — говорит Микинь.
Тӗнче мӗн пысӑкӑш // Лина Агеносова. Ванаг, Юлий Петрович. Пӗчӗк Микинӗн пысӑк ӗҫӗсем: [калавсем] / Ю. П. Ванаг. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 32 с. — 7–8 с.
Кӗрешекен тӗнче пурӑнмасть, ҫав тӗнчене хӑй ӑшӗнче тытса тӑракан анлӑх пурӑнать.В борьбе мир не существует, тогда существует лишь простор, внутри которого он находится.
Иккӗмӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив
Эсир ҫынна пурнӑҫран уйӑртӑр та ӑна аркатса тӑкрӑр; социализм эсир аркатнӑ тӗнчене пӗрлештерсе — пӗр аслӑ тӗнче туса хурать, ҫакӑ вӑл — пулатех!
XXV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Пӗтӗм тӗнче шупка чатӑрпа карӑннӑ, магний ҫутатнӑ чухнехи пек, йӑлтӑртатса тӑнӑ, вилӗ тӗнче евӗрлӗ туйӑннӑ.
4. Фрося сӑрчӗн хӗрринче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ку, паллах, Лозинский Уҫӑпӑн тӗнче тӑрӑх кайни ахаль мар пулнине, ҫут тӗнчере телей шыраса тупма май пуррине аванах кӑтартса панӑ.
II // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Йывӑҫсен айӗнчи сип-симӗс кавир, ҫӳлти ем-ешӗл зонтиксем, йывӑҫсен ҫурта пек ҫӳллӗ вуллисем таҫта ҫитичченех тӑсӑлса кайнӑ, нимӗнле ӗмӗлке те, сулхӑн таврашӗ те ҫукки, ҫутӑ пайӑркисем шултӑра ала витӗр тухнӑ пек темӗнле ҫутатса тӑни — ҫаксем пурте пӗрле хутшӑнса вӑрман сӑн-сӑпатне ӗмӗрне пулман пек туса кӑтартаҫҫӗ, Кивӗ Тӗнчепе Ҫӗнӗ Тӗнче вӑрманӗсен сӑн-пуҫӗ кунта нимӗн чухлӗ те сисӗнмест.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Мӗнпур этемлӗх — вӑл хӑй пӗччен, вилӗм килсе ҫитсен, уншӑн тӗнче пӗтнӗн туйӑнать, вӑл тӗнчере юлашки кунне ҫити юлнӑ чи юлашки этем пулать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Кун пек ҫуртсенчи ҫын пурнӑҫа илемлетсе тӑракан чыслӑ тасалӑха таптаса тӑкать, ҫут тӗнчери чи чаплӑ япала тата тӗнче илемӗ пулса тӑракан хӗрарӑм хӑйӗн хӗрарӑмлӑхне ҫухатать, арҫынсен сӗмсӗр йӑлипе пурӑнма тытӑнать, пирӗнтен уйрӑлса тӑракан йӑваш та таса чун пулма пӑрахса, йӗрӗнтерекен чун пулса тӑрать.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Тулти тӗнче ишӗлесси шалти тӗнче ишӗлнинчен пуҫланать-ҫке.
Сӑвап // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 105–116 с.
Вӗсем йӑлтах ҫӗнӗ тӗнчепе кивӗ тӗнче хушшинчи никама сӗртӗнмесӗр иртмен хаяр кӗрешӳ — ҫӗннипе кивви хушшинчи вилӗмле кӗрешӳ — фонӗнче куҫ умне чӑн пурнӑҫри пек чӗррӗн те витерӳллӗн тухса тӑраҫҫӗ, романӑн динамикине страницӑран страницӑна вӑйлатса пыраҫҫӗ.
Куҫаракантан // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 502–503 с.
Шухӑшласа ҫеҫ пӑх эсӗ — ӗмӗрхи тӗттӗмлӗхпе ҫуклӑхран мӗнле туртса кӑлартӑмӑр эпир ҫӗршыва, халӗ ӑна пӗтӗм тӗнче курса тӑрать, халӗ ӗнтӗ ку тӗнчере унсӑрӑн нимӗн те татса парайрас ҫук!
16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ӑна хӑйӗн куҫӗсенчен юн сӑрхӑнса тӑнӑ пек, пӗтӗм тӗнче — хӑйӗнчен темӗнле куҫа курӑнман чаршавпа картланнӑ вӗҫӗ-хӗррисӗр тӗнче, чӗввӗн ҫӗкленсе, ура айӗнчен вӗҫерӗнсе тухма пикеннӗ пек туйӑнса пычӗ.
VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Тӗнче вӑйӗ тени тӗрӗс-ха вӑл, анчах ӑна та пӳлме пулать-ҫке, цементлама пулать, вара пӑрӑхсем тӑрӑх ӑна йӑран сапма, выльӑх шӑварма яр, ху патна пӳрте кӗртме те пулать — хайхи тӗнче вӑйӗ пӗтрӗ, ҫынна пайти кӑна юлчӗ…
XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Нарӑсӑн 5–6-мӗшӗнче Минскра, пӗтӗм тӗнчери 27-мӗш Минскри кӗнеке ярмӑркки вӑхӑтӗнче тӗнче шайӗнчи «Ҫыравҫӑ тата вӑхӑт: литература — культура диалогӗн пӗр пайӗ» литераторсен симпозиумӗ иртнӗ.
Валери Туркай сӑввисене беларуҫ чӗлхипе куҫарса кӑларнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/24345.html
Анчах ку тӗттӗмре ӑҫта леш тӗнче, ӑҫта ку тӗнче — ӑнланма хӗн.Только разобраться в этой темноте, где тот свет, а где этот, довольно трудно.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫак вӑхӑтлӑха илтми тунӑ, ирӗксӗр пурнӑҫран уйӑрнӑ тӗнче ҫине ҫӗр айӗнчен, чул хушшинчи ансӑр хушӑкран пӑхма пит хӑрушӑ пулнӑ; ӗнер кӑна ҫак тӗнчере ҫав тери ӑнланмалла, ҫав тери ҫывӑх, чуна кӑмӑллӑ пурнӑҫ пулнӑ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫавнашкал ҫивчӗ куҫа пулах Васьӑн ыттисем пурте куракан тӗнчесӗр пуҫне урӑх никам та курма пултарайман тата пӗр хӑйӗн кӑна шутланакан тепӗр тӗнче пур, ахӑртнех, вӑл питӗ аванскер пулмалла, мӗншӗн тесен Вася ун ҫине мӗнле тӗлӗнсе те хавхаланса пӑхнине курса тӑнӑ май никам та лӑпкӑ юлма пултараймасть, пурте ӑмсанаҫҫӗ ӑна.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.