Поиск
Шырав ĕçĕ:
1. Елиуй малалла каланӑ: 2. «эпӗ Турӑран тӳрӗрех» тенӗ сӑмахна эсӗ тӗрӗсех тесе шутлатӑн-и?1. И продолжал Елиуй и сказал: 2. считаешь ли ты справедливым, что сказал: я правее Бога?
Иов 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Унсӑрӑн вӑл ҫылӑхӗ ҫумне ҫылӑх хушӗ — Турӑран татӑлса ӳкӗ, пирӗн хушшӑмӑрта алӑ ҫупса ҫӳрӗ, Турра хирӗҫ тата ытларах каласа тултарӗ.
Иов 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26-27. Турӑран пӑрӑннӑшӑн, Унӑн ҫулӗсем ҫинчен шухӑшламаншӑн вӗсене Вӑл, йӗркесӗр ҫынсене пӗтернӗ пек, ыттисем умӗнче пӗтерет, 28. апла мӗскӗнсем йӗни Ун патне ҫитнӗ, Вӑл асап тӳсекенсем йынӑшнине илтнӗ.
Иов 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иов хӑйне ҫав-ҫавах айӑпсӑр ҫын вырӑнне хунине курсассӑн, хайхи виҫӗ ар унпа тавлашма чарӑннӑ, 2. вара Елиуй — Варахиил ывӑлӗ, Рам йӑхӗнчен тухнӑ Вуз ҫынни — питӗ хытӑ тарӑхса кайнӑ: Иов хӑйне Турӑран та ытла тӳрре кӑларса калаҫнӑшӑн унӑн ҫилли вутла хыпса илнӗ.
Иов 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ҫакӑ та сута тивӗҫлӗ усал ӗҫ пулнӑ пулӗччӗ: эпӗ апла Ҫӳлти Турӑран пӑрӑннӑ пулӑттӑм.
Иов 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Мӗнле шӑпа тухрӗ-ха мана Ҫӳлти Турӑран?
Иов 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Йӗркесӗр ҫыннӑн Турӑран илес пайӗ, хӗсӗрлевҫӗсен Пурне те Тытса Тӑраканран илес еткерӗ ҫакӑ.13. Вот доля человеку беззаконному от Бога, и наследие, какое получают от Вседержителя притеснители.
Иов 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Турӑ саккунне уяман ҫыншӑн Турӑран пай ҫавӑ пулӗ, Пурне те Тытса Тӑракан панӑ еткерлӗхӗ унӑн ҫавӑ пулӗ!29. Вот удел человеку беззаконному от Бога и наследие, определенное ему Вседержителем!
Иов 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эсӗ ӗнтӗ Турӑран та хӑрами пулнӑ, Турӑ ҫинчен шухӑшлама та маннӑ.
Иов 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вӑл тӑп чарӑнчӗ, анчах эпӗ унӑн тӗсне-йӗрне тӗшмӗртеймерӗм — куҫӑм умӗнче сӑнарӗ ҫеҫ курӑнса тӑчӗ; вӑштӑр ҫил, — эпӗ сасӑ илтрӗм: 17. этем Турӑран тӳрӗрех-им, ҫын хӑйне Пултараканран тасарах-им?
Иов 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Турӑран хӑрани сана шанӑҫ кӳмелле мар-и, айӑпсӑр ҫулу санӑн ӗмӗтӳ пулмалла мар-и?
Иов 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Турӑран ырӑлӑхне кӑна йышӑнӑпӑр-и эпир, усаллине йышӑнмӑпӑр-и? тенӗ.неужели доброе мы будем принимать от Бога, а злого не будем принимать?
Иов 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ун пек ҫын ҫӗр ҫинче урӑх ҫук: вӑл таса чӗреллӗ, тӳрӗ ҫын, Турӑран хӑракан, усалтан сыхланса ҫӳрекен ҫын, халиччен те унӑн таса кӑмӑлӗ хавшаман, эсӗ вара, ун ҫинчен элеклесе, Мана пӗр айӑпсӑр ҫынна пӗтерме хӗтӗртрӗн, тенӗ.
Иов 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Шуйттан Ҫӳлхуҫана хуравласа каланӑ: Иов вӑл Турӑран ахальтен хӑраса пурӑнать-им? тенӗ.9. И отвечал сатана Господу и сказал: разве даром богобоязнен Иов?
Иов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: эсӗ Манӑн Иов чурама асӑрхарӑн-и? Ҫӗр ҫинче ун пек ҫын урӑх ҫук: вӑл таса чӗреллӗ, тӳрӗ ҫын, Турӑран хӑракан, усалтан сыхланса ҫӳрекен ҫын, тенӗ.
Иов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Уц ҫӗрӗнче Иов ятлӑ пӗр ҫын пурӑннӑ; вӑл таса чӗреллӗ, тӳрӗ, Турӑран хӑракан ҫын пулнӑ, усалтан сыхланса ҫӳренӗ.
Иов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Мардохей ҫапла каланӑ: ку ӗҫ Турӑран пулчӗ, эпӗ ҫак ӗҫсем ҫинчен маларах курнӑ тӗлӗкӗме аса илтӗм: унта тӳрре килменни нимӗн те юлмарӗ.
Эсф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ӑна никам та пӗр сивӗ сӑмахпа та ӳпкелеймен, мӗншӗн тесессӗн вӑл Турӑран хӑраса пурӑннӑ.8. И никто не укорял ее злым словом, потому что она была очень богобоязненна.
Иудифь 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл малалла та ырӑ ӗҫсем туса пурӑннӑ, Ҫӳлхуҫа Турӑран хӑраса, Ӑна хисеплесе, мухтаса пурӑннӑ.И творил милостыни, и продолжал быть благоговейным пред Господом Богом и прославлять Его.
Тов 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49-50. Вара Турӑран хамӑршӑн, хамӑрпа пӗрле пыракансемшӗн, хамӑр ачасемшӗн, выльӑх-чӗрлӗхшӗн ӑнӑҫлӑ ҫул ыйтмашкӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр умӗнче типӗ тытмалли ҫинчен пӗлтертӗм: 51. ӗнтӗ хамӑра тӑшмансенчен сыхласа пыма эпӗ патшаран ҫуран ҫарпа утлӑ ҫар, ҫул кӑтартакансем ыйтма иментӗм; 52. эпир патшана ҫапла каланӑччӗ: «Ҫӳлхуҫамӑр хӑвачӗ кирек мӗнле ырӑ ӗҫре те Хӑйне шыракансемпе пӗрле пулать» тенӗччӗ.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.