Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тӳмелемен жилетка витӗр пер чарусӑрах сивӗ нӳрлӗх ҫапать, анчах пысӑк кӗлетки, мозоль пек хытса ларнӑскер, сивӗ мӗн иккенне туймасть пулмалла.
Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.
Халӗ вӑл, пӗркун паркра ӑнсӑртран хурланса, вӗри куҫҫулӗпе макӑрнӑ пек мар, пӗр хавассӑр, сивӗ куҫҫульне юхтарса йӗчӗ; кӗрхи сивӗ ҫумӑр ҫапла хире ним шеллемесӗр ислентерет.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Сулхӑн ҫил ун питне касать, сивӗ хӑлхине чӗпӗтет, ҫӑварӗпе карланкине сивӗ сывлӑш питӗрет, чӗри вара савӑнӑҫпа хыпса илет — вӑл ыткӑнса чупать, ӑҫтан кӑна урисем ӗлкӗрсе пыраҫҫӗ, хӑй вара ҫухӑрать те, ахӑлтатать те.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хӗл, пырса перӗнме ҫук сивӗ кӑмӑллӑ пике пек, вӑхӑтлӑ килекен ӑшӑччен хӑй кӑмӑлне чарса тӑрать; ӑнсӑртран ӑшӑткаласа виртлемест, халиччен илтмен сивӗсемпе ҫынна авса пӑрахмасть; пурте кулленхи ҫутҫанталӑкӑн палӑртса хунӑ тивӗҫлӗ йӗркипе пулса пырать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ача хӑранипе тата сивӗрен чӗтресе, пӑр пек сивӗ чӳрече янаххи ҫинче ларнӑ, питне вӑл ҫумӑрпа йӗпеннӗ кантӑк ҫумнех хурса, тӗттӗм урамалла куҫне илмесӗр пӑхнӑ, ӑна халӗ те унта вилӗм ҫӳренӗ пек туйӑннӑ.
XXXII. Тӗтре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
«Епле халь пӗрле пулас килет манӑн», — вуланӑҫемӗн вулатӑп та эпӗ ҫак сӑмахсене, вӗсем мана сивӗ те пушӑ пек туйӑнаҫҫӗ, пушӑ та сивӗ пӳлӗмре хамӑн шыв ҫине ӳкнӗ сӑнӑмпа калаҫнӑ пек.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Манӑн ҫурӑм тӑрӑх сивӗ сӑркӑлтатса чупать, малтан мана вӗри, унтан сивӗ шыв ҫине чиксе кӑларнӑ пек туйӑнать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сывлӑш нӳрӗ пулнӑ, вӑл кӗрхи шӑршӑсемпе тулнӑ, хӑш ҫӗрте сулхӑн та сивӗ, тепӗр ҫӗрте ӑшӑ та пӑчӑ пулнӑ, ҫак тӗтре кӳллинче хӑйӗн ҫӑлкуҫӗсем пулнӑ пек, хӑйӗн ӑшӑ та сивӗ юхӑмӗсем пулнӑ пек туйӑннӑ…
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
1828-мӗш ҫулта, кӗркунне, Иван Петрович шӑнса сивӗ тытнипе чирлерӗ, сивӗ тытни тар чирне куҫрӗ; вара вӑл, ӑна сыватас тӗлӗшпе пирӗн уесри тем тӗрлӗ ӑста, пуринчен ытла шӗпӗн йышши тымарланнӑ чирсенчен сыватма пултаракан лекарь тӑрӑшрӗ пулсан та, вилчӗ.
Издательрен // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Таҫта хыҫалта анса ларакан хӗвелӗн сивӗ пайӑркисем хыр тӑррисем ҫине ӳксен, вӑрманта кун ҫути тӗттӗмленнӗ вӑхӑтра, ӑна, ҫул хӗрринчи уртӑш йывӑҫҫи пусса ларнӑ лупашкара хӑрушӑ картина курӑнса кайрӗ те, — унан ҫурӑмӗ ҫине сивӗ тар тапса тухрӗ, ҫӳҫӗсем шлем айӗнчех вирелле тӑрса кайрӗҫ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
«Сивӗ карчӑк», «сивӗ ҫын» тесе шутлаҫҫӗ ҫак хӗрарама.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Ҫук, пурпӗрех сивӗ, сивӗ.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
«1941 ҫулта хӗл ҫав тери сивӗ килчӗ. Хушӑран сывлӑш температури 45 градус таран сивӗччӗ», — ҫапла каласа паратчӗ Мария Игнатьевна Кутаркина, шкулта вырӑс чӗлхи вӗрентнӗ педагог.
Тӑм тивичченех окоп чавнӑ // Елена ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№
14. Лаодики Чиркӗвӗн ангелне те ҫырса яр: «Аминь ятлӑскерӗ, шанчӑклӑ та тӳрӗ Кӳнтелен, Турӑ мӗн пултарнийӗн Пуҫламӑшӗ ҫапла калать: 15. сан ӗҫӳсене пӗлетӗп; эсӗ сивӗ те мар, вӗри те мар; ах, эсӗ е сивӗ, е вӗри пулсанччӗ!
Ӳлӗм 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сивӗ тимӗр хӗр витӗр шӑтарса тухнӑ.
Инкек куҫа курӑнмасть // О. ШӖНЕРПИ. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/17/in ... -kurnmastj
Ҫуркунне ҫитрӗ, анчах кунсем сивӗ тӑраҫҫӗ-ха, вӑйлӑ ҫилсем, хӗрхенӳсӗр шӑнтать.
Ситексем ял варринчи паркра субботник тунӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... un-3763447
158 пациентпа ӗҫлекен ФАПра сивӗ тата вӗри шывпа тивӗҫтермелли, электричество, пациентсене йышӑнмалли кабинет, санузел, кӗтмелли зона т. ыт. те пур.
Пушкӑртри Верхний Гулюм ялӗнче ҫӗнӗ ФАП уҫӑлнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... ln-3763306
Вӑрнарта юнкун ӑшӑ та хӗвеллӗ ҫанталӑк хуҫаланчӗ пулсан, Мускав пире шалкӑм та сивӗ ҫумӑрпа кӗтсе илчӗ.
«Кӑмӑлсене ҫӗкленӗшӗн тавах!»... // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/14251-k ... h-n-tavakh
Ленин урамӗнчи 26-мӗш ҫуртӑн таса мар шыва юхтарса кӑлармалли, сивӗ шыв парса тӑмалли, ӑшӑ парса тӑмалли тата электроснабжени системисене, Октябре 50 ҫул урамри 38-мӗш ҫуртӑн ҫивиттине юсама пӑхнӑ.
Нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи капиталлӑ юсав ӗҫӗсем ҫинчен // В. ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/8777- ... sem-inchen
Асӑннӑ ҫуртӑн ҫивиттине, сивӗ шыв парса тӑмалли, таса мар шыва юхтарса кӑлармалли системисене юсама палӑртнӑ.
Нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи капиталлӑ юсав ӗҫӗсем ҫинчен // В. ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/8777- ... sem-inchen