Поиск
Шырав ĕçĕ:
Приказчик сада тухать те, куҫӗсене пӗлӗтелле ярса, акцизныйӑн хушаматне аса илме тӑрӑшса ҫӳрет.Приказчик вышел в сад и, подняв к небу глаза, стал припоминать фамилию акцизного.
Лашалла хушамат // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 56–62 стр.
Тимка Петька патнелле автан пек сиксе пычӗ: «Халех, ҫак самантрах, Захар мучи патне кайса, ачасене пӳске шырама сада кӗмешкӗн ыйт», — тесе хушрӗ вӑл.
25-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫулталӑкран ӑна каллех паралич ҫапрӗ, каллех лайӑх иртсе кайрӗ: анчах Илья Ильич шурса кайрӗ, вӑйсӑрланчӗ, сахал ҫикелерӗ, сада сахал тухса ҫӳрерӗ, чӗмсӗрленнӗҫемӗн чӗмсӗрленсе пычӗ, хушӑран макӑркаларӗ те.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӳлӗмсенче вӗсен уҫӑ сассисем янӑраҫҫӗ, сада илтӗнеҫҫӗ, е вӗсем сӑмахпа ӑнлантарма ҫук шухӑш-туйӑма, хӑйсен ӗмӗчӗн тӗррине пӗр-пӗрне ӳкерсе кӑтартнӑ пек, шӑппӑн пӗлтереҫҫӗ…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эппин кала ӑна, эпӗ икӗ сехетрен апатланма килетӗп! — терӗ те вӑл ҫывӑхри сада кайрӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Захар, шӑлас тенӗ чух, тусан шӑлать, ун шӑласси килмен чух — Анисья ҫил-тӑвӑл пек вӗҫсе кӗрет те пӑртак сапунӗпе, пӑртак ҫара аллипе, сӑмсипе тенӗ пекех, йӑлт шӑлса, вӗрсе, туртса антарса тасатать те ҫухалать; е, тата, Обломов сада тухсан, кил хуҫи арӑмӗ ун пӳлӗмне кӗрет, йӗркесӗрлӗхе курсан, пуҫне пӑркалать те, тем мӑкӑртатса, минтерӗсене хӑпартлантарса хурать, ҫав хушӑрах минтер пичӗсене пӑхать те: каллех улӑштармалла, тесе пӑшӑлтатать, вара вӗсене хывса илет, чӳречесене шӑлса тасатать, диван хыҫне тӗрӗслет те тухса каять.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Юр ҫуса урамра та, килкартинче те кӗртсем хывнине, вутӑ купине, чӑх витисене, йытӑ йӑвине, сада, пахчари йӑрансене юр витнине, хӳме юписем ҫумне юр купаланнине Илья Ильич халӗ сехечӗ-сехечӗпе сӑнать.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Халӗ ӗнтӗ нимӗн те тумастӑп, пӗр утӑм та, Ҫуллахи Сада та каймастӑп: пурпӗрех усӑсӑр — эсӗ вилнӗ!— Теперь не сделаю ничего, ни шагу, даже не пойду в Летний сад: все бесполезно — ты умер!
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга сада инкӗшӗпе е урӑх хӗрарӑмпа, тӗслӗхрен, Мария Семеновнӑпа, ӑна питӗ юратаканскерпе, юратнипе пӑхса тӑранайманскерпе, пырать пулӗ тесе, Обломов хӑйне хӑй лӑплантарчӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Юнкунччен кӗтес килмест: сире нумай вӑхӑт хушши курмасан мана питӗ кичем, ҫавӑнпа та ыран виҫӗ сехетре эсир Ҫуллахи Сада пырасса кӗтсех тӑратӑп».
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ҫанталӑк лайӑх пулсан, эпӗ Ҫуллахи Сада уҫӑлса ҫӳреме каятӑп, эсӗ те пыма пултаратӑн, — пӗлтерчӗ Ольга.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Вӗсем ял тӑрӑх кайрӗҫ, эсир кӗнеке вуласа пӗтернӗ пулсан, икӗ сехет тӗлнелле сире сада пыма хушрӗҫ.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Нина Капитонавна таврӑннине пула апат сӗтелне пӗчӗк сада илсе тухнӑччӗ.Ради приезда Нины Капитоновны впервые был вынесен в садик обеденный стол;
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кӗнекене пӑрахатӑп та, сӗтел урлах сада тухатӑп.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тен, кайӑпӑр паян сада ташлама, ҫаврӑнкаласа илӗпӗр?
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Василий Жмырев, Мускав таврашӗнчи ирӗклӗ пахчаҫӑ (хӑйне вӑл ҫавӑн пек ят хунӑ), кирек те мӗнле сада, кинона е стадиона нимӗнле чӑрмавсӑр кӗме, ҫавӑн пекех, хӑйпе пӗрле кирек кама та кӗртме пултарать.
3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эпӗ те чӳрече патнелле кармашасшӑн тӑрӑшатӑп та, анчах хамӑр пӗчӗк сада кӑна куратӑп, кӗрхи йӗпеннӗ вӗрене ҫулҫисенчен шыв кӳленчӗкӗсем ҫине шултра ҫумӑр тумламӗсем ӳкеҫҫӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫав каҫхине Саня мана урамра кӗтсе тӑнине пӗлеттӗм эпӗ, Воротниковскипе Садовой урамӗ кӗтессинче сада кӗнӗ ҫӗрте ӑна курсан эпӗ ним чухлӗ те тӗлӗнмерӗм.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тепӗр кун ирхине Марья Ивановна ирех вӑраннӑ та, тумланса, шӑппӑн сада тухса кайнӑ.На другой день рано утром Марья Ивановна проснулась, оделась и тихонько пошла в сад.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Вӗсем иккӗшӗ пӗрле сада тухнӑ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940