Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унӑн чавси питӗ хӑвӑрт ҫаврӑннине курса Обломовӑн куҫӗ шарса кайрӗ.и локоть ее так проворно описывал круги, что у Обломова рябило в глазах.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломовӑн кабинечӗпе ҫывӑрмалли пӳлӗм чӳречисем килкартинелле пӑхаҫҫӗ, хӑнасене йышӑнмалли пӳлӗм чӳречисем — пӗчӗк сад еннелле, зал чӳречисем — купӑстапа ҫӗрулми пахчи еннелле.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— А эсӗ палатӑра пултӑн-и? — ыйтрӗ Ольга Обломовӑн: «пултӑм, мӗн тумаллине йӑлтах турӑм», тесе каласси килетчӗ, анчах Ольга куҫран тинкерсе пӑхсанах туйнине чухлама пултарасса пӗлет.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫӳреме те Обломовӑн мӗнле инҫе ҫӳрес пулать!
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл хӑйӗн шлепкине ҫаннипе шӑлса якатрӗ те ун ҫине пӑхса илчӗ, кайран Обломовӑн этажерка ҫинче выртакан шлепкине куҫ хыврӗ.Он погладил свою шляпу рукавом, потом поглядел на нее и на шляпу Обломова, стоявшую на этажерке.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга шӑпланчӗ, Обломовӑн хулпуҫҫийӗ ҫине аллине хучӗ, чылайччен ун ҫине пӑхрӗ, вара сасартӑк зонтикне аяккалла ывӑтса ячӗ, ӑна мӑйран хӑвӑрт та хӗрӳллӗн ыталаса илчӗ, чуптурӗ, унтан йӑлт хӗрелсе, питне ун кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртарӗ те шӑппӑн хушса хучӗ:
XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Тӗпсӗр авӑр уҫӑлать, ҫиҫӗм ҫиҫет… асӑрхануллӑрах пулӑр! — чеен каларӗ Ольга, Обломовӑн ытамӗнчен пӑрӑнса, ун аллисене зонтикпа аяккалла сирсе.
XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга ҫине ҫапла иккӗленӳллӗ пӑхнипе Обломовӑн чӗри кӳтсе кайрӗ; ӑна темскер кӑшлама пуҫларӗ, анчах ку питӗ ыраттарнипе, тертлентернипе, вӑл ҫакна чӑтса ирттереймерӗ те килне кайрӗ, шухӑша путрӗ, салхуланчӗ.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломовӑн кӑмӑлӗ пӑсӑлчӗ; вӑл вӗсенчен юлчӗ те, ыраш пусси витӗр киле тарма тесе, урине карта урлӑ ярса пуснӑччӗ, Ольга куҫӗпе паллӑ туса чарчӗ.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫак юрату Обломовӑн йӑвашлӑхӗпе, вӑл ырра тасан ӗненнипе, пуринчен ытла ачашлӑхпа, хӑй арҫын куҫӗнче нихҫан курман ачашлӑхпа, ҫырлахать.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эхер те Ольгӑн тепӗр чухне Обломов пирки, хӑй ӑна юратни пирки шухӑшламалла пулса тухсан, ҫак юратуран чӗрере пушӑ вырӑн тата пушӑ вӑхӑт юлнӑ пулсан, эхер те унӑн ыйтӑвӗсем ҫине ответ пама Обломов пуҫӗнче тулли те яланах хатӗр ответсем пулмасан, Ольгӑн кӑмӑлӗ чӗннине хирӗҫ Обломовӑн кӑмӑлӗ шарламасан, Ольгӑн хавхаланӑвӗ, пурнӑҫшӑн ҫуннине хирӗҫ вӑл ним тумасӑр, хӗрӳ туйӑмпа ҫеҫ хирӗҫ пӑхсан, Ольга йывӑр шухӑша путать; темӗн сивӗскер, ҫӗлен пек, унӑн чӗрине шуса кӗрет, ӑна ӗмӗтсенчен вӑратать, вара юратӑвӑн ӑшӑ та халапри пек тӗнчи темле кӗрхи кун евӗрлӗ пулса тӑрать, — ун чухне пур япаласем те сӑрӑ тӗслӗн курӑннӑн туйӑнаҫҫӗ.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унӑн темле ҫирӗплӗх пур, ӑна пурнӑҫӑн хӑрушлӑхӗсем кӑна мар, Обломовӑн сӳрӗклӗхӗпе интересленмесӗр пурӑнни те ҫӗнтерме пултараймасть.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ҫаврӑнса пӑхрӗ те Обломовӑн пичӗ мӗнле пулнине, унӑн сасартӑк ыйхи сирӗлнине, тӗлӗннипе куҫӗсем чарӑлса кайнине курсан, кулса ячӗ.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кайран вара Обломовӑн, пӗр эрне хушши магазинсем тӑрӑх ҫӳресе, лайӑх картинӑсен гравюрисене шыраса тупмалла пулса тухать.Потом он должен был с неделю ездить по магазинам, отыскивать гравюры с лучших картин.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эхер те вӑл Обломовӑн чӗринчи пытанса юлнӑ ӗлӗкхи йӗрсене: кӑштах ывӑннипе, кӑштах палӑракан ыйхӑлӑха асӑрхасан, — Ольга унӑн чунне шалтанах курма пӗлет, — вал ӑна ӳпкелешет, сайра хутра ҫак ӳпкевре ӳкӗнни те, хӑй йӑнӑш тӑвасран хӑрани те хутшӑнса каять.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломовӑн вара ирхине вӑрансанах асӗнче пӗрремӗш сӑнар — Ольга сӑнарӗ; вӑл пӗтӗм кӗлеткипе курӑнать, аллине сирен ҫеҫки тытнӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломовӑн сасартӑк пурӑнас килсе кайнине Ольга унӑн сӑнӗ улшӑннинчен тӳрех сисрӗ.Она тоже ясно прочла в этой немой игре лица, что у Обломова мгновенно явилась цель жизни.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга та ҫийӗнчех ӑнланса илеймерӗ ӑна: Обломовӑн тӗксӗм, сӳрӗк сӑнӗ сасартӑк улшӑнса кайрӗ, куҫӗсем йӑлкӑшма тытӑнчӗҫ; питне хӗрлӗ сӑн ҫапрӗ; унӑн шухӑшӗсем хускалчӗҫ, куҫӗсенче туртӑмпа ирӗк вӑйӗ ялкӑшма пуҫларӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломовӑн ҫухалнӑ телейӗ тарӑн ҫыранӑн леш енче: ҫав ҫыран урлӑ каҫас пулать.и утраченное счастье уже на другом берегу: надо перешагнуть.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тата Штольц ҫапла шутларӗ: Обломовӑн ыйхӑллӑ пурнӑҫне илемлӗ, ӑслӑ, ҫивӗч те кӑшт тӑрӑхлама юратакан ҫамрӑк хӗрарӑм хутшӑнни тӗттӗм пӳлӗмре лампа ҫутнӑ пекех, лампа ҫуттинче тӗттӗм кӗтессем ҫутӑлнӑ пекех, пӳлӗм хитреленсе кайнӑ пекех пулӗ, терӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956