Поиск
Шырав ĕçĕ:
Стилистика тӗлӗшӗпе вӑл БССР гербне ҫывӑх, унта совет ялавӗсем, лозунгӗсем тата ҫурлапа мӑлатук кӑна ҫук.
Беларуҫ минюсчӗ патшалӑх гербне мирлӗрех тӑвас сӗнӳпе тухнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/24386.html
Сунтал ҫинчен мӑлатук епле аяккалла сиксе ӳкет, ман ҫинчен те пулька ҫапла аяккалла сиксе ӳктӗр.Как молот отпрядывает от ковадла, так и от меня пулька отпрядывала бы.
6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӑл, пылчӑк тӑрӑх урипе шукаласа, ҫӑл кутӗнчен аяккалла пӑрӑнчӗ те, пысӑк мӑлатук пек чышкипе Григорий еннелле юнаса, ҫапла каларӗ:
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Арман карти пӗр кӗтессинче хӗсӗнсе ларакан тимӗрҫ лаҫҫинчен янӑравлӑн кӗвӗленсе, мӑлатук шаккани илтӗнчӗ: пӗрре тимӗр ҫине ҫапӑнать — ҫемҫе те хупӑ сасӑ пулать, икӗ хутчен — сиксе ӳксе — янӑравлӑн сунтал ҫине ҫапӑнать.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Нумай пулмасть эпӗ Мускавра пултӑм: ҫак наградӑна илме кайнӑччӗ, — пӳлчӗ унӑн сӑмахне Кнышев; старик, сӑрт-ту халӑхӗсем пек, урисене хуҫлатса, кӗскен каснӑ шурӑ сухалне якатса ларать, алли кӑкӑр ҫинче, Ылтӑн Ҫӑлтӑрпа «Ҫурлапа Мӑлатук» ҫакса янӑ ҫӗрте.
XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл бурка аркине ҫунат пек ҫӗклесе саркаласан, бешмет ҫине ҫакнӑ Ленин орденӗнчен кӑшт ҫӳлерехре «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн ҫӑлтӑрӗ йӑлтӑртатса илчӗ.
IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Старик праҫник валли усракан костюмне тӑхӑннӑ, пиншак ҫухи ҫинче Ленин орденӗ тата «Ҫурлапа мӑлатук» медаль.
XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Юлия Львовна ӑна ҫӑвара пӑта хыпма гигиена тӗлӗшпе аван мар тесе, пӗр-ик хут каласа пӑхрӗ пулсан та, вӑл кӗсйине мӑлатук хурса, ҫӑварне пӑта хыпса вӗҫтерсе ҫӳрет.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Кунсӑр пуҫне, эпӗ пӗр пысӑк ӑвӑс чӑмакки, пӗр ҫип ҫӑмхи, пуртӑ, пӑчкӑ тата мӑлатук илтӗм.Кроме того, я принес огромный кусок воску да прихватил моток пряжи, топор, пилу и молоток.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Хуторӑн чи хӗрринче ларакан тимӗрҫ лаҫҫи ӑна хӑй пӗлекен шӑршӑпа та сасӑпа кӗтсе илчӗ: Ипполит Сидорович аллинчи мӑлатук, хуҫин кашни хусканӑвне пӑхӑнса, ӗлӗкхи пекех вылять, янӑрать, аякранах ӗмӗрӗ иртсе пыракан вӗркӗч хӑшӑлтатса сывлани илтӗнет, ярах уҫса пӑрахнӑ алӑкран ҫуннӑ кӑмрӑкӑн йӳҫӗ шӑрши тата сивӗнсе ҫитмен тимӗрӗн ырӑ та асран тухма пӗлмен шӑрши сӑрхӑнать.
X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ипполит Шалыйӑн тимӗрҫ лаҫҫинче тӗттӗм пуличченех вӗркӗчӗн анлӑ пырӗ хашлатса тӑрать, мӑлатук айӗнчен ылтӑн вут-хӗм пӗрчисем сирпӗнеҫҫӗ, сунтал чӑнк-чанк, чӑнк-чанк! туса, кӗвӗ каланӑн янӑраса тӑрать.
26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Инструментсен ещӗкӗнчен стамеска, мӑлатук, стеклорез шыраса тупрӗ.
Ванчӑк чӳрече // Денис Гордеев. «Халӑх шкулӗ – Народная школа» №5/2019 стр. 56-60
— Мӗнле мӑлатук?
27-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Санька пӗр мӑшӑр атӑ калӑпӗ, шилӑпа мӑлатук туртса кӑларчӗ.
27-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах хӑнӑхман пирки мӑлатук алӑра сиккелет, ҫавӑн пирки ҫава ҫивӗччӗшӗ те яка мар тата картлӑрах пулчӗ.Но без привычки молоток прыгал в руке, и лезвие получалось неровным и зазубренным.
20-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ирхине Санька таса, уҫӑ саслӑ хурҫӑ мӑлатук сассине илтсе вӑранчӗ.Утром Санька проснулся от чистого, звонкого перестука стальных молотков.
20-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ну-ка, мӑлатук ил-ха.
2-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
«Ак сана, ак сана!» — тет мӑлатук, анчах тимӗр ҫиленнӗ пек пулса, тимӗрҫӗ ҫине хӗлхемӗсене сирпӗтрӗ, унтан пӗкӗ пек авӑнчӗ, хура чие пек пулчӗ, каярахпа, шыв пичкине ярсан, чашкӑрса ячӗ, пӑс вӑркӑнса тухрӗ те — лаша таканӗ пулса та тӑчӗ.
2-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кам эпӗ?» — ҫаксем ун пуҫне мӑлатук пекех шаккарӗҫ.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Математика наукинче, карап тӑвас ӗҫ теорийӗпе практикинче пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн, хальхи тинӗс ҫар карапӗсен проекчӗсене хатӗрлес тата карапӗсене тӑвас тӗлӗшпе нумай ҫул хушши тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн, ҫавӑн пекех Тинӗс-ҫар флочӗ валли пысӑк квалификациллӗ специалистсем хатӗрлес тӗлӗшпе ӑнӑҫусем тунӑшӑн Алексей Николаевич Крылова Социализмла Ӗҫ Геройӗ ят парас, Ленин орденӗпе тата «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медальпе наградӑлас» текен Указ тухнӑ.
Вӑтӑр иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.