Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Мрыхин (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑваттӑмӗш килте ҫемье пуҫӗ пӗрмаях ӗҫсе ӳсӗр ҫӳренӗ, алхаснӑ, арӑмне хӗненӗ, ӑна никам та чарма пултарайман, мӗскӗн хӗрарӑма никам та хӳтӗлемен, Черемшанкӑ парторгӗ Мрыхин вара правленире хӑйӗн пӳлӗмӗнче райкомран килнӗ хутсене майлаштарса ларнӑ, вӗсене папкӑ ӑшне ҫӗле-ҫӗле хунӑ, член укҫи пухнӑ, хӑйне коммунистсем шанса панӑ ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлатӑп тесе шутланӑ.

В четвертой избе глава пьянствовал и дебоширил, избивал жену, и никто не мог остановить его и защитить бедную женщину, а черемшанский парторг Мрыхин сидел в своей комнатушке в правлении, перебирал бумаги, пришедшие из райкома, подшивал их в общую папку, принимал членские взносы и был глубоко убежден, что он добросовестно выполняет возложенные на него коммунистами обязанности.

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Нумай пулмасть ун патӗнче колхоз парторгӗ Мрыхин пулчӗ, унтанпа вӑл ҫав тери тулашать!..

— Недавно у него был Мрыхин, парторг колхоза, и с тех пор он ужас как психует!..

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ыран ирех Улма чӑпара кӳл те, Мрыхин Коробин патне вӗҫтертӗр, унне сехрине хӑпарттӑр.

— С утра запрягай Серого — пускай Мрыхин катит в район к Коробину и нагонит на него страху.

13 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Шалымовпа Мрыхин, ларӑр ҫуна ҫине, сыв мар ҫынна пӑхса пыратӑр, — терӗ Ворожнев.

— Шалымов с Мрыхиным, садитесь в сани, доглядывайте за больным, — сказал Ворожнев.

13 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ворожневӑн тепӗр енче Федор Мрыхин куҫне хӗссе тӗксӗммӗн ларать, Мрыхин хыҫӗнче яланах чӗмсӗр Гневышева ӗне сӑвакан вӑтанчӑклӑн пӗкӗрӗлнӗ, унпа Ксени хушшинче Екатеринӑ Черкашина вырнаҫнӑ, — ывӑҫ тупанӗпе куҫне хупласа хучӗ ҫинче темскер чӗркелет.

По другую сторону от Ворожнева хмуро щурился Федор Мрыхин, за ним робко сутулилась доярка Гневышева, как всегда молчаливая и замкнутая, между нею и Ксенией поместилась Екатерина Черкашина и, заслоняя ладонью глаза, чертила что-то на листе бумаги.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Мрыхин сӗтел ҫинчен хутсене пуҫтарчӗ те, инструкторпа сывпуллашмасӑрах, хӑйне вӗри шыв чашлаттарнӑ пек пӳлӗмрен сиксе тухрӗ.

Мрыхин сгреб со стола бумаги и, не попрощавшись с инструктором, как ошпаренный выскочил из комнаты.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Вӑт куратӑн-и, Ксения Корнеевна, — терӗ Мрыхин, аллисене сарса тата пит-куҫне кӳренчӗклӗн кӑтартса.

— Вот видишь, Ксения Корнеевна, — разводя руками и делая обиженное лицо, оказал Мрыхин.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Эсӗ кам ҫинчен капла? — ыйтрӗ Мрыхин, пуҫне ҫӗклесе.

— Это ты о ком? — подняв голову, спросил Мрыхин.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Егор урӑх нимӗн те каламарӗ, Мрыхин, ҫак саманта ҫеҫ кӗтсе ларнӑ пек, графина пӑккипе шаккарӗ.

Егор замолчал, и Мрыхин, словно только и дожидавшийся этого момента, забренчал по графину пробкой.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Мрыхин аллисене кӑлӑхах сулкаларӗ, графина пӑккипе чанклаттарса шаккарӗ, ун кукша пуҫне тар тапса тухрӗ, вӑл хӑй патӗнчех тӑракан ҫынсене ҫаннисенчен туртрӗ, куҫӗсене чарса пӑрахса кӑшкӑрчӗ, анчах нимӗн усси те пулмарӗ.

Мрыхин бестолково мотал руками, звенел пробкой о графин, лысая голова его покрылась испариной, он дергал близко стоявших за рукава, выкатывал в крике глаза, но все было безуспешно.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Мӗн пӑхса ларатӑн эсӗ, Мрыхин?

— Чего ты смотришь, Мрыхин?

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫынсем Дымшаковпа ҫатӑртатса илнӗ вӑхӑтра вӑл халӗ те пӗр хушӑнмасӑр ларчӗ, Мрыхин ҫине ҫеҫ сайра хутра тӳсӗмсӗррӗн пӑха-пӑха илчӗ.

Пока шла короткая перебранка, он сидел, ни во что не вмешиваясь, только изредка бросая на Мрыхина нетерпеливые взгляды.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Тавай, Егор, ан пӑлхат! — сассине хӑпартрӗ Мрыхин, председатель шӑтарас пек пӑхса хистенипе.

— Давай, Егор, не бузи! — подстегнутый требовательным взглядом председателя, возвысил голос Мрыхин.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Лузгин тӗксӗмленчӗ, йывӑррӑн мӑшлатса сывлама пуҫларӗ, анчах Дымшаков мӗн ҫинчен каланине илтменҫи турӗ, Мрыхин ҫине пӑхса илсе систерчӗ те, лешӗ, вӑранса кайнӑ пек, графина кӗленче пӑккипе шаккама пуҫларӗ, вӑрӑм аллисене сулса ячӗ.

Лузгин нахмурился, тяжело засопел, но сделал вид, что не расслышал, о чем говорит Дымшаков, дал знак Мрыхину, и тот словно очнулся, застучал стеклянной пробкой по графину, замихал длинными руками.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Парти бюровне Федор Мрыхин — пит ҫӑмартисем путса кӗнӗ, хӑмла ҫырли тӗслӗ, вӑрӑм сӑмсаллӑ, ҫӳлӗ те курпунтарах ҫын ертсе пырать.

Вел партбюро Федор Мрыхин — высокий, сутулый, с впалыми щеками, и длинным, с малиновым отливом носом.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пирӗн Лузгина та вӑхӑтра асӑрхаттармалла, картран ан тухса кайтӑр вӑл, Мрыхин пултараймасть пулсан, юрӑхла парторг тупмалла, анчах чи малтан пире, кунта пӑхса тӑма мар, ертсе пыма лартнине асра тытмалла.

Мы обязаны вовремя предупредить и таких, как Лузгин, чтобы он не забывался, и найти подходящего парторга, если Мрыхин не справляется, но, главное, помнить, что нас сюда поставили не наблюдателями, а руководителями.

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Мрыхин парторг — пултарусӑр ҫын, час-часах ӗҫет, Лузгин ӑна хисеплемест, ним вырӑнне те хумасть, хӑйӗн айне пӗтӗрсе чикнӗ…

Парторг Мрыхин человек слабый, частенько выпивает, Лузгин его не уважает и не считается с ним, подмял под себя…

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Халӗ ӗнтӗ, Мрыхин парторгсӑр пуҫне, пурте пухӑнса ҫитрӗҫ.

Теперь все были в сборе, кроме парторга Мрыхипа.

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Мрыхин парторг мӗншӗн начар тата сирӗншӗн?

А чем плох для вас парторг Мрыхин?

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑт пирӗн Аникея тӑрӑ шыв ҫине кӑларма е пирӗн валли Мрыхин вырӑнне лайӑх парторг шыраса тупма — шӑл витмест санӑн.

А вот вывести на чистую воду нашего Аникея или хоть присмотреть нам хорошего парторга вместо Мрыхина — на это у тебя гайка слаба!

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней