Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӑртак вӑхӑт иртсен, хӗрсем ҫӑкӑрпа ытти ҫимелли япаласене те ҫапла илсен лайӑхрах пулнине ӑнланса илчӗҫ, — хӗрсем вӗсене кашни кун булочнӑйсемпе вак-тӗвек сутакан лавккасенче илнӗ пулнӑ; унтан вӗсем часах пурте пӗрле пурӑнсан лайӑхрах пулассине курчӗҫ: темиҫен пӗр хваттерте пурӑнма, хваттерӗсене мастерской ҫывӑхнерех тупма пуҫларӗҫ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫак банка йӗркеленӗ хыҫҫӑн япаласем туянма комисси туса хучӗҫ: хӗрсем чее, кофене, сахӑра, атӑ-пушмака тата ытти нумай япаласене мастерской урлӑ илме пуҫларӗҫ, мастерской вӗсене, вак-тӗвеккӗн туянман пирки, йӳнӗрех хакпа туянчӗ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпӗ мастерскоя тӗплӗн ҫырса кӑтартмастӑп, ҫавӑнпа нумайӑшне сиктерсе хӑваратӑп, мастерской ҫинчен эпӗ Вера Павловна ӗҫӗ ҫинчен каласа кӑтартма кирлӗ пулнӑ май ҫеҫ калатӑп.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пӗрисем ыттисенчен шалу ытларах илеҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсене шалу ытларах илни те ҫителӗклӗ, ҫавӑнпа ахаль ҫӗвӗҫсем усламран пурте пӗр пек илмелле тенине ӑнлантарса парасси йывӑртарах пулчӗ: ҫакӑ вӑл услама пайласа валеҫес ӗҫре тунӑ юлашки улшӑну пулчӗ, кӑна виҫҫӗмӗш ҫулӑн варринче турӗҫ; мастерскойра ӗҫлекенсем услам вӑл пӗр е тепӗр ҫын ӑста ӗҫленӗшӗн илекен укҫа маррине, вӑл мастерскойӑн пӗтӗмӗшле ӗҫӗн результачӗ пулнине — унӑн тытӑмӗн, унӑн тӗллевӗн результачӗ пулнине ӑнланчӗҫ, ҫак тӗллев вӑл — ӗҫлекен ҫынсене пурне те, вӗсен кирек мӗнле уйрӑмлӑхсем пулсан та, пӗр пек усӑ пулмалла тӑвасси, мастерской ҫакӑн пек ӗҫленинчен ӗҫлекенсем пурте услам тунӑ ҫӗре хутшӑнасси килет; мастерской мӗнле ӗҫлесси, унӑн пӗтӗмӗшле йӗрки пурте пӗр кӑмӑллӑ пулнинчен килет, пӗр кӑмӑллӑ пулас енӗпе вара кашни ҫын мӗнле кӑмӑллӑ пулни те питӗ паха; чи вӑтанчӑк е чи пултарусӑр хӗр пӗр сӑмах каламасӑр килӗшнин усси пуриншӗн те, пӗтӗм ӗҫ ӑнӑҫӑвӗшӗн усӑллӑ йӗркене сыхласа хӑварма, аталантарма чи вичкӗн те чи пултаруллӑ хӗр питӗ тӑрӑшса ҫӳренин уссинчен сахалах мар.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ку вӑхӑт тӗлне мастерской питӗ пысӑкланса кайрӗ, Вера Павловна касма пӗччен ӗлкӗреймен пирки тепӗр закройшица кирлӗ пулчӗ; Вера Павловнӑна шалу тепӗр закройшицӑна панӑ чухлех памалла турӗҫ; Вера Павловна ыйтнипе, вӑл унччен усламран уйӑрса пынӑ укҫана, ӗҫленӗшӗн тӳленисӗр пуҫне, каялла кассӑна хучӗҫ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хӑшпӗр магазинсемпе ҫӗвӗ ҫӗлекен мастерскойсем ӑна ӑмсанма пуҫларӗҫ, анчах ӗҫ нимӗн чухлӗ те улшӑнмарӗ темелле, тӗрлӗрен чӑркӑшусем ан пулччӑр тесе, Вера Павловнӑн мастерской ҫине вывеска ҫакма право илмелле пулчӗ кӑна.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Акӑ мастерскойӑн виҫӗ ҫул хушшинчи кӗске историйӗ, ҫак ҫулсенче мастерской Вера Павловнӑн пурнӑҫӗнче тӗп вырӑн йышӑнса тӑнӑ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ку вӑл ыттисенни пекех ӗнтӗ: пӗрин лайӑх ҫурт туса лартас килет, теприн — лайӑх сад лартса ӳстерсе е оранжерея туса вӗсем ҫине пӑхса савӑнас килет; манӑн акӑ ҫӗвӗ ҫӗлекен лайӑх мастерской уҫса, ун ҫине пӑхса хавасланас килет.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫак укҫана мӗншӗн хам аллӑмра хӑвармарӑм-ха эпӗ тата мастерскойран тупӑш илес ҫук пулсан, мӗншӗн мастерской уҫас килчӗ-ха манӑн?
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Шалусӑр пуҫне тухнӑ ытти тӑкаксене те йӑлтах расход шутне кӗртнӗ: пӳлӗм тара илнишӗн тӳлени, ҫутӑшӑн тӳлени, Вера Павловна мастерской ӗҫӗпе ҫӳресе лавҫа парса тӑкакланни те пур, пӗр тенке яхӑн.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Мӗн те пулин лайӑх мар япала пулман, пуласси те курӑнман: мастерской хуҫи — лайӑх хуҫа, ҫакӑ ҫеҫ, ун ӗҫӗ ӑнса пымалла: ӗҫ тума пӗлет вӑл.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вера Павловна малтанхи виҫӗ ҫӗвӗҫ-хӗре вӗсем магазинсенче илекен шалуран кӑшт ытларах тӳлетӗп тенисӗр пуҫне урӑх нимӗн те каламарӗ; кунтан нимӗн тӗлӗнмелли те ҫук ӗнтӗ; хӗрсем вара Вера Павловна пустуй пакӑлтатакан ҫӑмӑлттай хӗрарӑм маррине курчӗҫ, ҫавӑнпа ним иккӗленсе тӑмасӑрах вӑл хӑй патӗнче ӗҫлеме сӗннине йышӑнчӗҫ: пуян мар хӗрарӑм ҫӗвӗ ҫӗлекен мастерской уҫасшӑн, мӗн иккӗленмелли пур-ха унта.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Мастерской ытла та ансат йӗркеленчӗ, ун ҫинчен каламалӑх та ҫук ӗнтӗ.Основания были просты, вначале даже так просты, что нечего о них и говорить.