Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Кӗрес (тĕпĕ: кӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл Наталья вилӗмӗ Гриторие Аксиньйӑран ӗмӗрлӗхех уйӑрассине, Аксинья нихҫан та вӗсен кил-йышне пырса кӗрес ҫуккине вӑрттӑн ӗненсе пурӑнчӗ.

Втайне Ильинична надеялась на то, что смерть Натальи навсегда разделит Григория с Аксиньей и Аксинья никогда не войдет в их семью.

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кӗре ӳтлӗ типшӗм ура хырӑмӗ ҫинче, чӗркуҫҫирен аяларахра, чӑлха ҫыххи ҫумӗнчерехре — Дарья ӑна шыва кӗрес умӗн хывса хума маннӑ пулас — хӗрелсерех тӑракан ҫӗнӗ шӑйрӑлчӑк йӗр пур, унтан юн кӑштах сӑрхӑнать.

На сухощавой смуглой икре, чуть пониже колена, около матерчатой подвязки, которую Дарья перед купанием, как видно, позабыла снять, розовела и слегка кровоточила свежая царапина.

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Шыва кӗрес умӗн Дуняшка, ҫивӗтне пуҫтарса, пуҫне чалма ҫыхрӗ, Дарья ҫинелле чалӑшшӑн пӑхса илсе, хӗрхеннӗ пек каларӗ:

Перед тем как войти в воду, Дуняшка собрала в узел волосы, повязалась косынкой и, искоса глянув на Дарью, сожалеюще сказала:

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Унашкал ӗнесене чуххӑмӑн пурӑнни лайӑхрах», — хӑйне хӑй тарӑхса шухӑшларӗ Дарья хутора пырса кӗрес умӗн.

Таким коровам, как она, вслепую жить лучше», — уже перед въездом в хутор, досадуя на себя, подумала Дарья.

XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ну, мӗн пулать те мӗн килет, — кӗрес!

Ну, была не была, — повидалась!

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ун сасартӑк нӳрлӗ сӗмлӗхелле малалла каяс килми пулчӗ, ҫак шӑнса пӑрланнӑ чӳречерен шаккаса, ӑшӑ пӳрте кӗрес те палламан ҫынсенчен ҫӗр каҫма ирӗк ыйтас килчӗ…

Ему вдруг расхотелось брести дальше в сырую мглу, и душу его затомило привычное желание — постучаться в это скованное стужей окошко, зайти в тепло, к незнакомым людям, и попроситься заночевать…

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Нимӗнле апат та ҫӑвара кӗрес ҫук ман халӗ.

— Никакая еда мне в рот сейчас не полезет.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫылӑха кӗрес мар!

Подальше от греха!

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Матвейӗн та хӑйӗн Николайне ҫавӑн пек мих ӑшне чиксе илсе кӗрес шухӑшӗ пулнӑ, анчах ҫак арӑма тытнине курсан апла шухӑшлама пӑрахнӑ.

Эта же мысль — пронести Николку в мешке — мелькала в голове Матвея, но пойманная баба смутила его.

II // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.

Ҫипрен ҫыхнӑ хӗрарӑм перчеткине вара халӗ, вӑрҫӑн тусанлӑ хирӗнче, тӑхӑнса ҫӗтес мар, Татарскине пырса кӗрес умӗн кӑна сӑрт ҫинче тӑхӑнас тесе, йӗнер хутаҫҫине чиксе хучӗ.

Бабьи же нитяные перчатки уложил в сакву, с тем чтобы надеть их не сейчас, в серые будни войны, а на бугре перед въездом в Татарский.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вара фронт патне ҫитме сахалтан та аллӑ ҫухрӑм юлнине, умра Хӗрлӗ Ҫар чаҫӗсем тӑнине, казаксем фронта татса кӗрес пулсан, ҫав чаҫсем хыпар пама кирлине шутламасӑрах, — станцире паника тапраннӑ.

И, несмотря на то что до фронта было не менее пятидесяти верст, что впереди были красноармейские части, которые сообщили бы в случае прорыва казаков, — на станции началась паника.

LVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫӗре кӗрес килет, Натали, тет…

В землю хочу, Натальюшка…

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗсем ав… ах-ха-ха-ха!.. — каҫса кайса ахӑлтатрӗ Митька Коршунов, шурӑ шӑллӑ ҫӑварне курак вӗҫсе кӗрес пек карса тата тӑсмака аллисемпе пилӗкне хӗскӗчлесе тытса.

А они… ах-ха-ха-ха!.. покатывался Митька Коршунов, во всю ширь разевая белозубый рот, длинными ладонями стискивая бока.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сирӗн величествӑран, Мускаври совет влаҫӗсене хӗсӗрлесе, вӗсене Аслӑ Дон Ҫарне тата Донпа Кавказ союзне кӗрес текен ытти державӑсен ҫӗрӗсене хӑйсен приказӗпех Хӗрлӗ Ҫаран вӑрӑ-хурахла отрячӗсенчен тасаттарма, Мускавпа Дон Ҫарӗ хушшинче тепӗр хут йӗркеллӗ, мирлӗ хутшӑнусем йӗркелеме май пама ыйтма.

Просить ваше величество оказать давление на советские власти Москвы и заставить их своим приказом очистить пределы Всевеликого Войска Донского и других держав, имеющих войти в Доно-Кавказский союз, от разбойничьих отрядов Красной Армии и дать возможность восстановить нормальные, мирные отношения между Москвой и Войском Донским.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кумылга станицине кӗрес чухне сотньӑна нарочнӑй хӑваласа ҫитрӗ.

Почти под самой Кумылженской сотню нагнал нарочный.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хутора кӗрес умӗн вӑл нимӗҫ салтакӗнчен туртса илнӗ винтовкӑна ларкӑч айӗнчен кӑларчӗ те шал енчен черниллӑ кӑранташпа темтепӗр ҫырса-тӗрлесе тултарнӑ ҫакки ҫине пӑхса илчӗ, тинех чунӗ лӑпланнӑ пек кӑшкӑрса каларӗ:

Не доезжая хутора, из-под сиденья достал отбитую винтовку, поглядел на ремень, исписанный изнутри чернильным карандашом, облегченно крякнул:

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Краснокутски станица ҫӗрӗ ҫине кӗрес умӗн чылайччен Лагутинпа сӑмахласа пычӗ, хӑйӗн шухӑшӗсене уҫса пачӗ:

Накануне вступления в юрт Краснокутской станицы он долго разговаривал с Лагутиным, делился мыслями:

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чӳрече хыҫӗнче, пӗчӗкҫӗ лутра пӳрт айккинче, хӗле кӗрес умӗнхи хевтесӗр хӗвел тавра курӑм хыҫне пытанма хатӗрленет.

За окном, над крышей низенького дома, предзимнее, увядшее тлело на закате солнце.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лӑплансан тин кӗрес терӗ, анчах темрен хӑранӑ туйӑм ӑна тата хытӑрах ярса илчӗ.

Хотел успокоиться, а потом войти, но волнение, похожее на страх, охватило его еще сильнее.

XVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Алексей Артамашов хӑй пӳрчӗн алӑкӗ урлӑ каҫрӗ те, арӑмӗ хӑраса пӑхнине курса, алӑк умӗнчех чарӑнса тӑчӗ, те кӗрес, те кӗрес мар тесе шухӑша кайнӑ пек, каларӗ:

Алексей Артамашов переступил порог своего дома, увидел испуганный взгляд жены, остановился в дверях и, как бы раздумывая, входить или не входить, сказал:

XVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней