Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ман хуйха пула ун тимӗрпе тыттарнӑ хура арчинче кӗнекесем нумай, унта: «Омир вӗрентсе каланисем», «Артиллери меморийӗсем», «Седенгали лордӑн ҫырӑвӗсем», «Усал кӑпшанкӑ, хӑнтӑла ҫинчен тата ӑна епле пӗтересси ҫинчен, унпа пӗрле пыракансене хирӗҫ ӑс парса ҫырнӑ кӗнеке»; пуҫламӑшсӑр, тата вӗҫсӗр кӗнекесем те пурччӗ.
V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ пӗлмен кӗнекесем ҫинчен панӑ ыйту ҫеҫ интереслӗ пулчӗ; эпӗ подвалта хӗрарӑмсене кӗнеке вуласа кӑтартакан гимназиста аса илтӗм, тата «Хорошее дело» аса килчӗ, — унӑн та ӑнланмалла мар картинӑсемлӗ, хулӑм хура кӗнекесем нумайччӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӑй вӑл ӗнтӗ кӗнеке шкапӗ умне пычӗ те, унтан пысӑках мар кӗнеке илсе, хӑвӑрт-хӑвӑрт уҫкалама тытӑнчӗ, кӗҫех, кирлӗ страница тупса, кӗнекине сӗтел ҫине пырса хучӗ:
18 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Ывӑлӗ, ӳпне выртса, хулӑн кӗнеке вуланӑ, вуланӑ май страницӑсене кӑранташпа шакка-шакка илнӗ; ура сассине илтсен, вӑл мӑйне пӑрса ашшӗ ҫине пӑхрӗ те, кӑранташне кӗнеке страницисем хушшине хурса, кӗнекене хыттӑн хаплаттарса хупрӗ; унтан, ура ҫине тӑрса, ҫурӑмӗпе хыр ҫине таянса ларчӗ, ашшӗн пичӗ ҫине ачашшӑн пӑхса илчӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Тепӗр салтакӗ сӑмах сыпӑкӗсене аран-аран пӗтӗҫтеркелесе темӗнле кӗнеке вулать, ҫурта умнех тытнӑ вӑл кӗнекине, Блиндажри тӗксӗм ҫутӑра кӗнеке вуланине тимлӗн итлесе ларакан салтаксен пуҫӗсем курӑнаҫҫӗ.
16 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Кивӗ, вараланчӑк кӗнекене илсе, страницӑсене якатма, ҫӗтӗк хӗррисене касса, хуппине ҫыпӑҫтарма, ҫурса таткаласа пӗтернӗ кӗнекерен йӗркеллӗ кӗнеке тума Чижика шутсӑр килӗшрӗ.
Йӑрӑ Манька тӗнчене урӑхлатни // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Кӗнекене кама та пулин парнеленӗ чухне, хӑвӑн ятупа халал сӑмахӗсене кӗнекен пӗрремӗш страницине е хуплашкан шал енне ҫыраҫҫӗ, ҫавӑнтах экслибрис (кӗнеке хуҫин ячӗпе хушаматне ҫырса хитрелетнӗ хут) ҫыпӑҫтараҫҫӗ.
Выставкӑра, музейре, библиотекӑра // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Мӗн тери пирӗн чуна хавхалантарать кӗнеке магазинне кӗрсе прилавка ҫинче выртакан кӗнекесене суйласси, унтан чӗвен тӑрса пуҫа чалӑштаратӑн та ҫӳлӗксем ҫине йӗркипе тӑратса тухнӑ кӗнекесен ячӗсене аяккинчен вуласа илетӗн, вара чылайччен уҫкаласа пӑхатӑн, канашлатӑн, юлашкинчен тирпейлӗ чӗркесе ҫыхса киле таврӑнатӑн!
Татьяна Соломаха // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
— Пирӗн ҫакӑр пин том кӗнеке шутланать, вӗсен хушшинче авалхи скандинавсен чӗлхипе ҫырнӑ сайра тӗл пулакан хаклӑ кӗнекесем те пайтах, Копенгагенран кашни ҫулах паракан ҫӗнӗ кӗнекесем те чылай.
X сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Эпӗ, пӗр калаҫмасӑр тӑрасран, хама ҫав кӗнеке пит сахал интереслентернӗ пулин те, кӗнекере мӗн ҫинче каланине пӗлнӗ пек пулса: — Ку питех те тӗлӗнмелле кӗнекен ячӗ мӗнле? — тесе ыйтрӑм.
II сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ирхине тӑрсан, тӳрех мӗн пулассине каласа паракан кӗнекене ярса тытрӗ; пӗр ырӑ кӑмӑллӑ кӗнеке сутакан, хӑйӗн ырлӑхӗпе кӗнеке вӗҫне кӗскен тӗлӗк мӗне пӗлтернине вуласа пӗлмелли пичетленӗ.
V. Аппӑшӗн ҫӗнӗ шухӑшӗсем // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Эсӗ кур-ха, акӑ, миҫе кӗнеке вуласа тухнӑ вал, кӗнекисем тата мӗнле кӗнекесем!Посмотри для интереса, сколько Сергей прочитал книг, книги и еще какие книги!
XXIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫавӑнпа унӑн кунта та, ҫӳлӗк патне пырса тӑрсан та, кайран, чей ӗҫнӗ чухне те, калаҫӑва шӑпах кӗнекерен пуҫлас килчӗ; малтан Татьянӑпа библиотека ҫинчен, ӑна мӗнле авторсем ытларах килӗшни ҫинчен калаҫас, вӑл мӗн тата мӗнле вуланине ыйтса пӗлес: конспектсем ҫырать-и е страницӑсен хӗрринче паллӑ тӑвать, — пӗр сӑмахпа каласан, кӗнеке ҫинчен ытти ҫынсемпе пупленӗ пекех, вӗсене кӗнеке вулама хӑнӑхтарса калаҫнӑ пекех калаҫас, унтан вара тӗп ыйту ҫине куҫас.
XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Пӗрре, этажерка ҫинчи ашшӗн кӗнекисене пӑхнӑ чух, Володя хулӑн та йывӑр кӗнекесем хушшинче сарӑхса кайнӑ, кӑранташпа чӗрсе пӗтернӗ, хуплашкасӑр пӗчӗк кӗнеке тупрӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Старик пӗртен пӗр ҫав библи кӗнекине кӑна хисепленӗ, урӑх нимле кӗнеке те вуламан, библи кӗнеки унӑн чун хевтине тытакан хӑват пулнӑ темелле.Из всех книг старик читал только эту одну, и она служила ему единственной духовной пищей.
XXVIII. Вериговӑра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫак сӑмахсене каласан, вӑл лӑпкӑн утса кабинета кайрӗ, кӗсйинчен пысӑк татӑк ветчина тата пӗр татӑк хура ҫӑкӑр туртса кӑларчӗ те, — пӗрле илсен, вӗсем тӑватӑ кӗренкене яхӑн пулнӑ, — вырнаҫса ларчӗ, лайӑх чӑмлама тӑрӑшрӗ, пурне те ҫисе ячӗ, ҫур графин шыв ӗҫрӗ, унтан кӗнеке ҫӳлӗкӗ патне пычӗ те, вулама суйласа илес тесе, кӗнекесене пӑхма пуҫларӗ: «вуланӑ…» «хӑйӗн шухӑшӗ ҫук…» «хӑйӗн шухӑшӗ ҫук…» «хӑйӗн шухӑшӗ ҫук…» «хӑйӗн шухӑшӗ ҫук…» «хӑйӗн шухӑшӗ ҫук» тесе вӑл Маколей, Гизо, Тьер, Ранке, Гервинус кӗнекисем пирки каларӗ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эрне хушши йӗркеллӗ хӑналаннӑ ҫак, ун патне пӗрмаях пӗр статский ҫӳренӗ, вӑл та, хитрескер, Верочкӑна канфетсем панӑ, хитре пуканесем парса тултарнӑ тата икӗ кӗнеке панӑ, иккӗшӗ те ӳкерчӗксемпе; пӗр кӗнекинче лайӑх ӳкерчӗксем — тискер кайӑксем, хуласем; тепӗр кӗнекине Марья Алексевна хӑна кайсанах Верочкӑран туртса илнӗ, ҫапла вара, вӑл ӳкерчӗксене Верочка пурӗ те пӗр хут ҫеҫ, хӑна пур чухне, курса юлнӑ: хӑна хӑй кӑтартнӑ.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ольга парса янӑ кӗнекесене Обломов вуласа тухаймарӗ: ҫӗр пиллӗкмӗш страницӑна ҫитсен вулама чарӑнса, кӗнеке хуплашкине ҫӳлелле туса хучӗ те, кӗнеке ҫаплах темиҫе кун хушши выртать.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Чылайранпа кӗнеке вуламан, — тет вӑл, е тепӗр чухне ҫак сӑмахсене улӑштарса: — Кӗнеке вуласа пӑхам-ха, — тет, е, ытахальтен, иртсе пынӑ чухне, хайӗн пиччӗшӗнчен юлнӑ кӗнекесен пӗчӗк купине ӑнсӑртран курать те, суйламасӑрах, аллине мӗн лекнине кӑларса илет.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Наукӑсен академийӗнче ӗҫленӗ май вӑл хӑйӗн статйисемпе кӗнекисене тепӗр хут пичетлесе кӑларма хатӗрлет, ҫӗнӗ наука статйисем, совет специалисчӗсем кӑларакан кӗнекесем валли ум сӑмахсем ҫырать, «Мои воспоминания» ятлӑ кӗнеке кӑларма палӑртать.
Вӑтӑр иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.