Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кирсановӑн пурлӑх ҫителӗклӗ, ашшӗн пӗртен-пӗр ывӑлӗ, ашшӗ те ырӑ ҫын, хирӗҫ пулас ҫук.Состояние у Кирсанова изрядное, он один сын у отца, да и отец добрый малый, прекословить не будет.
XXVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Господасене йышӑнса илме крыльца ҫине дворовӑйсен ушкӑнӗ тухмарӗ; малтанах мӗнпурӗ те вуникӗ ҫулсене ҫитнӗ пӗр хӗрача кӑна курӑнчӗ, ун хыҫҫӑн пӳртрен герблӑ шурӑ тӳмеллӗ, кӗл тӗслӗ ливрейлӑ куртка тӑхӑннӑ, шӑп та шӑпах Петр евӗрлӗ ҫамрӑк йӗкӗт — Павел Петрович Кирсановӑн тарҫи тухрӗ.
IV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
47-мӗш ҫулта Кирсановӑн арӑмӗ вилсе выртнӑ.
I // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Анчах вӑл кризис хыҫҫӑн малтанхи кунсенчех Полозовсем патӗнче пулма лайӑхах мар тесе шутланӑ: Катерина Васильевна, паллах, халлӗхе ним те ӑнланман-ха; Кирсановӑн вара, ун каччи начаррине курсан (ку ӗнтӗ ҫапла пулмалла пулнӑ та) тата вӑл начаррине сӑмахсӑрах та пулин палӑртсан, ҫак япала сиен ҫеҫ кӳме, Катьӑн чирне кӑна амалантарма пултарнӑ.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Практикӑра ӗҫлекен пысӑк тухтӑрсем: Полозовӑн ӗмӗтленме, шухӑша кайма юратнине тата ҫынна ывӑнтармалли пурнӑҫпа пурӑннине кура аталанса кайнӑ atrofia nervorum тесе йышӑннӑ пулсан, Кирсановӑн вара, чирлӗ ҫыннӑн вӑйӗ-халӗ пурнӑҫри темле сӑлтава пула пӗтсе килнине пӗлес тесе, ӑна нумай тӗпчемелле те пулман.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Рахметов ҫухалнӑранпа ҫулталӑк иртсен Кирсановӑн пӗр пӗлӗшӗ ҫул ҫинче Венӑран Мюнхина кайнӑ чухне вагон ҫинче пӗр вырӑс ҫамрӑкне тӗл пулнӑ, — ҫав ҫамрӑк каланӑ тӑрӑх, вӑл мӗнпур славян ҫӗршывӗсене ҫаврӑнса тухнӑ, пур ҫӗрте те мӗнпур классемпе ҫывӑх паллашнӑ, халӑхӑн тӗп сийӗсен ӑнланӑвӗсене, йӑлисене, пурнӑҫри мелӗсене, йӑла учрежденийӗсене, мӗнле пурӑннине лайӑх пӗлсе ҫитес тесе, кашни ҫӗршыврах ҫителӗклӗ вӑхӑт хушши пурӑннӑ, хуласенче те, ялсенче те пурӑннӑ, ялтан яла ҫурран ҫӳренӗ, унтан вара ҫавӑн пекех румынсемпе тата венгерсемпе паллашнӑ, Ҫурҫӗр Германие ҫаврӑнса тухнӑ (утпа та, ҫурран та ҫӳренӗ), унтан вара каллех кӑнтӑра, Австрин нимӗҫсем пурӑнакан провинцийӗсене ҫитнӗ, ун чух вӑл Баварине кайнӑ, унтан — Швейцарине, унтан Вюртембергпа Баден урлӑ Францине каять, Францине те ҫаплах ҫаврӑнса тухать, Францирен вара ҫавӑншӑнах Англине кайса унта тепӗр ҫул курса ҫӳрет; ҫав ҫул кӑшт пушӑ вӑхӑт юлас пулсан, вӑл испанецсене те, итальянецсене те кайса курать, ал ҫитеймесен вара — юлтӑр ӗнтӗ, мӗншӗн тесен вӑл ытлашши «кирлех» мар, леш ҫӗршывсене курасах «пулать» — мӗншӗн курмалла-ши? — «шухӑшламашкӑн кирлӗ»; тепӗр ҫултан ун, кирек мӗнле пулсан та, Ҫурҫӗр Америкӑри штатсене ҫитмелле, вӗсене ун питӗ курмалла, урӑх пӗр ҫӗршыва та унӑн ҫавӑн пек курмалла «мар», унта вӑл нумайлӑха юлӗ, тен, пӗр ҫулталӑк ытлараха, тен, хӑйӗн валли ӗҫ тупас пулсан, ӗмӗрлӗхех юлӗ, анчах та пӗр виҫӗ ҫул пурӑнсан, вӑл Раҫҫее таврӑнӗ, мӗншӗн тесен халех мар, тепӗр виҫӗ-тӑватӑ ҫултан Раҫҫейре пулма «кирлӗ» пек туйӑнать.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫак шухӑш унӑн пуҫӗнче ерипен, хӑйне те сисӗнмесӗр ӳссе пычӗ, Пӗрмаях Кирсановӑн манма пуҫланӑ сӑмахӗсем, вӑл мӗнле хӑтланнисем пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн пухӑнса пычӗҫ, вӗсене урӑх ҫын никам та асӑрхаман пулнӑ пулӗччӗ, вӗсем ӑна хӑйне те курманпа пӗрех пулнӑ вӑл, вӗсене тавҫӑрса илсе, вӗсем пур пуль тесе кӑна шутланӑ; ерипен ҫак ыйту ытларах та ытларах тухса пынӑ: мӗншӗн виҫӗ ҫула яхӑн унпа тӗл пуласшӑн пулмарӗ-ха вӑл?
XXIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тепӗр кунне, ямшӑк тытса, оперӑна кайнӑ чухне (ку вӑл икӗ ямшӑк тытассинчен йӳнӗрех вӗт) сӑмах майӗн ӗнер хӑйсем пулнӑ Мерцаловсем ҫинчен те пӗр-икӗ сӑмах калаҫса илчӗҫ, вӗсем килӗштерсе пурӑннине мухтарӗҫ, ун пекки вӑл сайра пулать, терӗҫ; пурте ҫапла калаҫрӗҫ, вӑл шутрах Кирсанов та каларӗ: «Ҫапла, Мерцалов тата ҫак енчен те питӗ лайӑх — арӑмӗ ӑна хӑй мӗн шухӑшланине ирӗккӗн каласа пама пултарать», ҫапла ҫеҫ каларӗ Кирсанов, виҫҫӗшӗ те вӗсем ҫапла калама шухӑшланӑччӗ, анчах каласса вара Кирсановӑн калама тиврӗ; анчах мӗншӗн каларӗ-ха вӑл ҫавна?
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах Лопуховӑн та, Кирсановӑн та, теоретиксем пулса, ҫак кӑмӑллӑ сӑнавсене тума вӑхӑт пулман: ӗҫ вӗсемшӗн иккӗшиншӗн те чылаях йывӑр килсе тухнӑ.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах Кирсановӑн ун чухнехи айванла ӗҫӗсенче ытлашши нимех те пулман, Лопухов вӗсем пурте хальхи йӑласем тӑрӑх пулса пынине пӗлсе тӑнӑ; час-часах йӗркеллӗ шухӑш-кӑмӑллӑ ҫын хальхи йӑласенчен тухакан ирсӗрлӗхе парӑнни те пулкаланӑ.
XXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Чӑрмавсем пӗрмаях пухӑнсах пычӗҫ: Кирсановӑн кашни каҫах занятисене хатӗрленмелле, — пӗтсе ларасчӗ вӗсен, ҫав занятисен (Кирсанов сайра хутра каланӑ тӑрӑх), ун ҫумне пӗлӗшсем те ытларах та ытларах ҫыхланма пуҫларӗҫ, епле ҫыхланаҫҫӗ-ха вӗсем (кӑна та вӑл сайра хутра калакалать), — тӗлӗнмелле, епле ҫыхланаҫҫӗ вӗсем!
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тепӗр тесен, хӑвна ху тыткалассине хӑвӑрт улӑштарма пӑрахас пулать; ун пек кайни вӑл ҫӑмӑл пулнӑ пулӗччӗ, анчах вӑл усӑллӑрах пулнӑ пулӗччӗ, Кирсанова асӑрханӑ пулнӑ пулӗччӗҫ, урӑхла каласан, халӗ вӑл путсӗр те ирсӗр ӗҫ пулнӑ пулӗччӗ (Кирсановӑн эгоизм теорийӗ тӑрӑх), айван, шухӑшласа туман ӗҫ пулнӑ пулӗччӗ.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Бичер-Стоу г-жа ҫинчен хӑйӗн ҫинчен мӗн те пулин тӗплӗнрех пӗлместӗр-и эсир, — тет хӗрсенчен пӗри, ҫитӗнсе ҫитнӗскер; ҫук, Кирсанов пӗлмест, анчах вӑл ӑна пӗлме тӑрӑшӗ, ӑна Кирсановӑн хӑйӗн те пӗлес килет, халлӗхе вӑл кӑштах Говард ҫинчен каласа пама пултарать, Говард вӑл Бичер-Стоу г-жа евӗрлӗ ҫынах пулнӑ.
XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах та, — вуласа тухнӑ страницӑсем хыҫҫӑн мӗн ҫинчен каласа кӑтартассине яланах малтан пӗлсе тӑнӑ пекех, ҫак «анчах» мӗне пӗлтернине те вулакан малтанах пӗлет, анчах, паллах ӗнтӗ, иккӗмӗш хут тӗл пулсассӑн, Кирсановӑн туйӑмӗ Крюкова патнелле пӗрре те малтанхи пек туртӑнмарӗ: Кирсанов Крюковӑран тахҫанах сивӗнчӗ ӗнтӗ; Кирсановшӑн вӑл тахҫан юратнӑ хӗрарӑм ҫеҫ пулса тӑчӗ.
XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кирсановӑн ҫамрӑк артистсем хушшинче паллакан ҫынсем пулнӑ; ҫавсем урлӑ Крюкова вырӑс театрӗн актрисисенчен пӗрин патне, питӗ лайӑх хӗрарӑм патне, вырнаҫнӑ.
XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хӑй шутланӑ пекех, Кирсановӑн ӗҫ лайӑх пулса пычӗ.
XIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Сасартӑк ҫӳреме пӑрахнине ан асӑрхаччӑр тесе, Кирсановӑн Лопуховсем патне ҫитес кунсенче тепӗр икӗ-виҫӗ хут, унтан вара тепӗр эрнерен, кайран пӗр уйӑхран, унтан вара тата ҫур ҫултан кӗрсе тухма тивет.
XII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ун чухне Кирсановӑн икӗ-виҫӗ эрне хушши Лопуховсем патне пите каясси килнӗ, анчах вӑл ун чухне те, чӗри ыратнине мар, кӗрешӳре хӑй ҫирӗп пулнине ытларах туйса савӑннӑ, тепӗр уйӑхран ун чӗри пачах та ыратми пулнӑ, хӑй тӳрӗ кӑмӑллӑ пулнипе савӑнасси кӑна юлнӑ.
XII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Халӗ ӗнтӗ Лопухов чирленине, тӗрӗсрех каласан, Вера Павловна упӑшки патӗнчен тухма та пӗлменнине пула Кирсановӑн эрне хушши ытла кунсеренех Лопуховсемпе тӗл пулмалла пулчӗ.
XII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кирсановӑн пурнӑҫ самаях лайӑх курӑнать.
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
- 1
- 2