Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чӗрӗ ҫынна кирек хӑш масар та, кирек хӑҫан та хурлантарать, анчах тем териех хытӑ хурлантаракан туйӑм вӑл унта ҫуркунне пуҫламӑшӗнче те тарӑн кӗр кунӗсенче пулать.
XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ун чӗрине нимпе сутӑн илеймӗн; ӑна кирек ӑҫта та, кирек хӑҫан та шанма пулать.Его сердца не подкупишь ничем; на него всюду и везде можно положиться.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Нимӗҫ кирек мӗнле тумлантӑр, кирек епле ҫӳхе те шурӑ кӗпе тӑхӑнтӑр, ан тив лакпа ҫутатнӑ атӑ, сарӑ перчетке тӑхӑнтӑр, вӑл пурпӗрех хулӑн сӑран тум тӑхӑннӑ пек; шурӑ манжет айӗнче хытӑ та хӗрлӗ аллисем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, илемлӗ костюмпа пулин те вӑл булочник пек е буфетчик пек курӑнать.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кирек мӗнле чӑкӑлтӑш ҫураҫу, кирек мӗнле чаплӑ туй пултӑр вӗсен — пӗтӗм йӑлапа, йӑлари йӗркесене ним сиктерсе хӑвармасӑр туса ирттереҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах кусем тахҫанах пулнӑ, вӑл ҫулсенче ҫамрӑк ҫын кирек мӗнле ҫынна та тӳрӗ кӑмӑллӑ тусӗ вырӑнне хума хатӗр, кирек мӗнле хӗрарӑма тенӗ пекех юратса пӑрахать, кашнинех пӗрлешме те сӗнет, теприсем ҫав манпа авланаҫҫӗ те кайран вара ӗмӗрлӗх хуйха кӗрсе укеҫҫӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫавӑнпа вӑл хӑйӗн палла-тӑранӗсем хушшинче пысӑк хуралҫӑ-йытӑ вырӑнӗнче пулнӑ; ҫав йытӑ пурне те вӗрет, никама та вырӑнтан хускалма памасть, анчах ҫав вӑхӑтрах кам та пулин кирек ӑҫтан, кирек ӑҫталла ывӑтнӑ аш татӑкне, епле пулсан та, ҫӗре ӳкиччен ярса хыпать.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл чунӗпе те, теорийӗпе те взятка илесшӗн ҫуннӑ, ӗҫ туса пама ыйтакансем те, ӗҫсем те пулманран, хӑйпе пӗрле ӗҫлекенсенчен, тусӗсенчен чееленсе взятка илме пултарнӑ, мӗншӗн тата мӗнле майпа илнине турӑ ҫеҫ пӗлет; чееленсе е сӗмсӗррӗн ҫынна ҫыпҫӑнса, вӑл кирек ӑҫта та, кирек кам шучӗпе те хӑналанма пултарнӑ, тивӗҫсӗрех хӑйне хисеплеме хистенӗ, чӗрре кӗнӗ.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӑна кирек хӑш картишӗнче ҫӳреме те, кирек хӑш урамра выляма та никам та чарман.Никто не мешал ему ходить по любым дворам и играть на любой улице.
XIV. «Кӗҫӗн чинсем» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ӑна кирек ӑҫта, кирек хӑҫан тӗл пулсан та вӑл чи малтанхи сӑмахсенчех калаҫасса чи кирли ҫинчен хускатать, ун пирки иккӗленесси те ҫук, мӗншӗн тесен пирӗн туслӑх та чи кирли ҫинчен калаҫнипе тытӑнса тӑратчӗ, хамӑр ҫинчен калаҫма эпир аса та илмен.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Василий Жмырев, Мускав таврашӗнчи ирӗклӗ пахчаҫӑ (хӑйне вӑл ҫавӑн пек ят хунӑ), кирек те мӗнле сада, кинона е стадиона нимӗнле чӑрмавсӑр кӗме, ҫавӑн пекех, хӑйпе пӗрле кирек кама та кӗртме пултарать.
3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Лури шӳт тума хӑтланать, анчах та шӳт туни аллӑ градуслӑ сивӗре шӑнса хытать, унӑн вара хӑй кирек мӗнле тапхӑрта та, кирек те мӗнле вӑхӑтра та шӳт тума пултарнинчен кулмалли ҫеҫ тӑрса юлать.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Мария Гавриловнӑпа вӑл хӑйне асла хумасӑр ирӗклӗн калаҫнӑ: лешӗ кирек те мӗн калатӑр, кирек те мӗн тума тытӑнтӑр — унӑн чунӗ те, куҫӗсем те ун хыҫҫӑн пынӑ.
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
— Кирек мӗнле пулсан та, кирек ӑҫта кайсан та яланах кил тӗлне астумалла, – тет Петӗр Пупин скульптор.
Тӗнче шайӗнчи Мӗтри мучи // Юрий Яковлев. Хыпар, 1995.12.19
— Ӗмӗр сакки сарлака тесе ваттисем ахальтен каламаннине, пурнӑҫ кирек хӑш тапхӑрӗнче те кирек камшӑн та кӗтменлӗх сиксе тухма пултарассине тинех ӑнланса илтӗм, — хаш сывларӗ хӑйсен ҫемйи ҫинчен каласа пама тытӑнсан Елена Семеновна.
"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№
2. Ҫырли пулман туратӑма Вӑл кирек хӑшне те касса пӑрахать; ҫырли пулаканнине кирек хӑшне те, ҫимӗҫӗ тата нумайтарах пултӑр тесе, тасатсах тӑрать.
Ин 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫавӑнпа Вӑл Хӑй урлӑ Турӑ патне пыракансене кирек хӑҫан та ҫӑлма пултарать, Вӑл, яланах чӗрӗскер, кирек хӑҫан та вӗсен хутне кӗме пултарать.
Евр 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Кирек хӑш арҫын та кӗлтунӑ чухне е вӗрентсе каланӑ чухне пуҫне тӑхӑннӑ пулсассӑн, хӑйне хӑй намӑса кӑларать; 5. кирек хӑш арӑм та ҫара пуҫӑн кӗлтӑвать е ҫара пуҫӑн вӗрентсе калать пулсассӑн, хӑйне хӑй намӑса кӑларать: вӑл ҫапла туни ҫӳҫне хыртарса янӑпа пӗрех; 6. хӗрарӑм пуҫне ҫыхса ҫӳресшӗн пулмасассӑн, эппин, ҫӳҫне те кастарса ятӑр; ҫӳҫне кастарни е хыртарни ӑна намӑслантарать пулсан, эппин, пуҫне ҫыхса ҫӳретӗр.
1 Кор 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Унӑн умӗнче пирӗн акӑ мӗнле хӑюлӑхӑмӑр пур: Унӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗн, эпир кирек мӗн ыйтсан та Вӑл пире илтет; 15. эпир кирек мӗн ыйтсан та, Вӑл пире илтнине пӗлетпӗр пулсассӑн, Унран хамӑр мӗн ыйтнине илессине те пӗлсе тӑратпӑр.
1 Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Чӑнах та: кирек хӑш этем те — курӑк пек, унӑн кирек епле чапӗ те — курӑк чечекӗ пек: курӑкӗ шанать те — тӑкӑнать чечекӗ.
1 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Кирек кам та вутпа тӑварланать, кирек епле парнене те тӑварпа тӑварлаҫҫӗ.49. Ибо всякий огнем осолится, и всякая жертва солью осолится.
Мк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.