Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Кирек сăмах пирĕн базăра пур.
Кирек (тĕпĕ: кирек) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мӗнле — мӗн? — паҫӑр шӳтлекелесе ҫеҫ пупленӗ Терен лесник, куҫ умӗнче урӑхланса, ҫынна кирек хӑҫан та пулӑшма хатӗр этем пулса тӑрать.

Помоги переводом

Асран кайми рифмӑсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кирек епле лару-тӑрӑва та хатӗр пулмалла, йывӑрлӑхри ҫынна ҫухалса каймасӑр тӗрӗс пулӑшу памалла.

Помоги переводом

Ҫак професси ҫыннисем пуртан эпир хамӑра шанчӑклӑрах туятпӑр // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11905-cak-pr ... h-tuyatp-r

Васкавлӑ пулӑшу сотрудникӗсем талӑкӑн кирек хӑш вӑхӑтӗнче те ҫынна пулӑшма хатӗр.

Помоги переводом

Ҫак професси ҫыннисем пуртан эпир хамӑра шанчӑклӑрах туятпӑр // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11905-cak-pr ... h-tuyatp-r

Ку вӑл ҫынсем ҫинчен, кирек хӑш вӑхӑтра та ҫын пулса юлмалли, пӗр-пӗрне пулӑшмалли, ҫывӑх ҫынсемшӗн тӑрӑшмалли, вӑйсӑррисене хӳтӗлемелли ырӑ та чун-чӗреллӗ повесть.

Помоги переводом

Ситекпуҫӗнче "Ачасене вӑрҫӑ ҫинчен вулатпӑр" акци иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... tn-3758615

«Тӑрӑшса вӗренсен, ӗҫе юратса тусан, кирек мӗнле ӗмӗте те пурнӑҫлама пулать. Вӗренӗр, ан ӳркенӗр, хӑвӑршӑн хӑвӑр тӑрӑшӑр, усал ҫын хыҫҫӑн ан кайӑр», — тенӗ ачисене амӑшӗ.

Помоги переводом

10 ача амӑшӗ // Зоя СТЕПАНОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/0 ... ca%d1%88e/

Акцие хутшӑнакансем республикӑри хуласемпе районсен кирек хӑш пӗрлешӗвне те хутшӑнма пултараҫҫӗ.

Помоги переводом

Пушкӑртстан Республикинче фашизмпа кӗрешсе вилнисене асӑнса пӗр минут чӗнмесӗр тӑнипе чыслаҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... la-3755168

Ку вӑл хула ҫыннисене сывлӑхшӑн тӑрӑшни ҫинчен пӗлтерекен пӗлтерӗшлӗ информаци хулари кирек хӑш вырӑнта та тенӗ пекех усӑ курма пултарнине, халӑхӑн сывӑ йӑлисене йӗркелеме тата пурнӑҫ пахалӑхне ӳстерме лайӑх майсем туса панине пӗлтерет.

Помоги переводом

Пушкӑртстанра сывӑ пурнӑҫ йӗрки ҫинчен халӗ автобусра та пӗлме пулать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... at-3756695

Сирӗн ывӑлӑр службӑра тӑракан батальон командирӗ сире чӗререн тав тӑвать. Сире Антон ывӑлӑра воспитани панӑшӑн тав тӑвас тетӗп, вӑл пирӗн подразделенинче службӑра тӑнӑ вӑхӑтра хӑйне тивӗҫлипе, присяга панӑ пекех, тивӗҫлипе кӑтартнӑ. Шӑпах сирӗн ывӑлӑр пек гвардеецсене пула пирӗн паттӑр подразделенинче мухтавлӑ ҫар йӑли-йӗркисем йӗркеленеҫҫӗ, ӳссе пыраҫҫӗ, ҫар дисциплини тата коллектив ҫирӗпленет. Антон малашне те паттӑрлӑх, дисциплина тата хӑйӗн Тӑван ҫӗршывне парӑнса пурӑнмалли тӗслӗх пуласса шанатӑп! — ҫырнӑ 20-мӗш стрелковӑй батальон командирӗ подполковник Евгений Кучинский. Антон пысӑк та туслӑ, ӗҫчен ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх сӗт-ҫу енӗпе ӗрчетекен фермер хуҫалӑхӗнче, ашшӗ-амӑшӗн тӑватӑ ача хушшинче вӑл чи асли. Вырӑнти шкулта тӑхӑр класс пӗтернӗ хыҫҫӑн, Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗнче диплом илнӗ. РФ Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсене ӑна 2023 ҫулхи июлӗн 2-мӗшӗнче чӗнсе илнӗ. Ҫирӗп кӗлеткеллӗ каччӑ Типҫӗр ҫарсен спецназӗн командине Новосибирск хулинчи вӗренӳ чаҫне лекнӗ. Унӑн ҫар подразделенийӗ Новосибирскри аслӑ ҫарпа команднӑй училищӗн базинче вырнаҫнӑ. Ҫар дисциплинин требованийӗсем кунта пур салтаксемшӗн те ҫирӗп. Салтаксем ӳт-пӳ енчен пиҫӗхме, алла-аллӑн тытӑҫса ҫапӑҫмалли меслетсене тӗпчеме, стрелоксен кирек мӗнле хӗҫпӑшалтан те пеме хӑнӑхма ҫине тӑрса тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, кунта Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекен чӑн-чӑн ҫирӗп ҫынсем хатӗрлеҫҫӗ. Ҫитӗнсе, ҫирӗпленсе ҫитсен, Антон Тимофеев та шӑпах ҫакӑн пек салтак пулса тӑнӑ. Ҫар чаҫӗн командованийӗ РФ оборона министрӗн приказӗпе 2024 ҫулхи февралӗн 22-мӗшӗнче салтака «Ҫар тивӗҫне кӑтартуллӑ пурнӑҫланӑшӑн» медальпе наградӑланӑ.

Помоги переводом

Мухтавлӑ ҫар йӑли-йӗркисене малалла тӑсать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3757022

Кирек мӗнле пӗчӗк ӗҫе те чаплӑлантарса яма тӑрӑшать Алина Михайловна.

Помоги переводом

Владимировсем – ӗҫчен те тӑрӑшуллӑ ҫемье // Вера ВАСТЕРОВА. https://kanashen.ru/2024/04/26/%d0%b2%d0 ... %8c%d0%b5/

Ҫӗрлехи вӑхӑт хӑйӗнне хӑҫан та пулин тӑватех, ыйхӑн асамлӑ утиялӗ кирек кама та хупласа хурать сисмелле мар…

Помоги переводом

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Маншӑн мӗн, кирек хӑҫан та, пашалста, пашалу.

Помоги переводом

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кирек ӑҫталла кайсан та, ыльӑм, ҫула май пӗрер кунлӑха кӗрсе тух-ха ман пата.

Помоги переводом

9 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Кирек епле ӗшенсен те, улӑх-ҫаранлӑ тавралӑх куҫа та чуна килентерме пӑрахмасть.

Помоги переводом

7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ҫӗр ҫинчи кирек мӗнӗн те ӗмӗрӗ пур.

Помоги переводом

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Утравӑн кирек хӑш вырӑнне те машина ҫинче 1-2 сехет хушшинче ҫитме май пур.

До любой точки острова легко доехать на машине за 1-2 часа.

Эльба (утрав) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%AD%D0%BB%D ... %B0%D0%B2)

Чирлисене хӗрхеннӗ вӑл, вӗсене кирек мӗнле пулсан та сыватма тӑрӑшнӑ.

Помоги переводом

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Кирек мӗнле пулсан та, тӑван ял вӑл яланах тӑван кил.

Помоги переводом

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Пӗрле ӗҫленӗ учительсене кирек ӑҫта та час-часах аса илеттӗм.

Помоги переводом

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Ӗҫ кирек ӑҫта та пӗрех, — ҫаплах калаҫрӗ старик.

Помоги переводом

Виҫҫӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Телейлисемшӗн кирек ӑҫта та вырӑн пур.

Помоги переводом

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней