Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл арӑм, — урай варринче ларакан сӗтел умӗнче тӑрса, сылтӑм аллине вӑраххӑн хускатса (унӑн сулахай алли тӳррӗн ҫакӑнса тӑнӑ), — хӑрӑмланса кайнӑ чӳлмекрен тип яшкана кашӑк хыҫҫӑн кашӑк васкамасӑр сыпса тӑнӑ.
Купӑста яшки // Василий Хударсем. Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 32–33 с.
Рая ваннӑй пӳлӗмӗн алӑкӗ умне тухса тӑчӗ, аллинче пысӑк кашӑк унӑн, кашӑкӗнчен пӑс йӑсӑрланать.Рая появилась в дверях ванной, держа большую ложку, от которой шёл пар:
Райка «тыткӑна» илнисем // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 101–108 с.
Володя куҫне хупрӗ те, кашӑк тулли йӗрӗнчӗк, ҫуллӑ шӗвӗ япала ӗҫсе ячӗ тата хӑй сывалас килнине пурне те кӑтартас тесе, кашӑкне ҫуласа илчӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ахӑртнех, вӗҫсӗр кулкалакан ҫак ҫын пӑтӑ тутине те туймасть пулӗ, мӗншӗн тесен сӳрӗккӗн, пӑхмасӑр кӑна ҫиет, ҫӑварӗ патне е пушӑ кашӑк, е ытлашши тулли кашӑк иле-иле пырать.
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Вут ҫинчен илес умӗн Степка хурана виҫӗ йӗкӗр ывӑҫ вир кӗрпи, пӗр кашӑк тӑвар ячӗ; кайран вӑл апатне тутанса пӑхрӗ, тутине чӑплаттарчӗ, кашӑкне ҫуласа ӗхлетсе илчӗ — ку ӗнтӗ апат хатӗррине пӗлтерчӗ.
V // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Канлӗ вырнаҫса ларать те ҫӗлеме пикенет, сасартӑк Обломов Захара: кофе пар! тесе кӑшкӑрать, — Агафья Матвеевна ҫавӑнтах кухньӑна сиксе ӳкет, теме тӗллесе перес пекех, питӗ тинкерсе пӑхать, кашӑк илет те ҫутӑ ҫинелле тытса, кофине пӗр виҫӗ кашӑк юхтарса пӑхать: лайӑх вӗренӗ-и вӑл, тӑрӑлнӑ-и, ытла ҫӑра та ан пултӑрччӗ, хӑйма ҫийӗ хытнӑ-и, хытман-и?
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унччен малтан эпир черетленсе, кашӑк хыҫҫӑн кашӑкӑн ҫиеттӗмӗр.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӗр-икӗ кашӑк сыпсанах, ҫиес килнипе унӑн вар-хырӑм вӑтӑрӑнса ыратса кайрӗ, анчах та Алексей мӗн-пурӗ те вунӑ кашӑк ҫеҫ сыпрӗ тата темиҫе чӗрпӗл ҫемҫе те шурӑ аш ҫирӗ.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Шӳрпе пӗҫерме 500 г аш, 300 г кӑлпасси тавраш (темиҫе тӗрлӗ пулсан аванрах), 3-4 ҫӗр улми, тӑварланӑ 3-4 хӑяр, 1-2 кашӑк томат пасти, 3 кашӑк тип ҫу, оливка, лимон кирлӗ.
Верук тӗпелӗ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08
Аллинче — хӑйма банкипе кашӑк, пӗҫҫисемпе кулачӑ хӗстерсе тытнӑ.
7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
— Чиперскер иккен, пӗр кашӑк шывпа ҫӑтса ямалла, — терӗ пӗри, йӑл-йӑл кулкаласа.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Пӗр кашӑк пылшӑн макӑратӑр.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Темиҫе кашӑк уйран ярса пӑтратать те, юлашки яшка йӳҫнипе йӳҫменнине пӗлме ҫук, питӗ юратса ҫиет ӑна Хумкка.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Рехетленсе, алла кашӑк тытса вӗри апат ҫиме лартӑмӑр.
Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.
Акӑ вӑл тур кӗтессинелле пӑхса сӑхсӑхрӗ те пӗр кашӑк яшка сыпрӗ.
Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.
Эпир пурте пӗрле алла йывӑҫ кашӑк тытса сӗтел хушшине вырнаҫрӑмӑр.
Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.
— Ху тупрӑн пулсан хӑвах пуҫтар, — тесе мана кунтӑкпа тӗтӗркӗч тата йывӑҫ кашӑк пачӗҫ те чӑтлӑха хуса ячӗҫ.
Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.
Тип кашӑк ҫӑвара ҫурать тенине аса илтӗм мар-и. Архентов.
Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.
Ҫак тӗллевпех ку уяв кунӗ вӗри кӑмака ҫине шап-шурӑ ҫивитти витнӗ минтер хурса унта чашӑкпа пӑтӑ, ҫичӗ кашӑк хураҫҫӗ.
Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ваҫиле юлашки ҫӑнӑхран чуста ҫӑрнӑ вӑхӑтра вӑл кӑмака хутса ячӗ, хутаҫ ӑшне ӑшӑ нуски, кружка, кашӑк, алсиш хучӗ, унтан пӳртре ун-кун уткаларӗ те ӗҫ тупайманнипе вырӑн ҫине тӑсӑлса выртрӗ.
Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.