Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Кашӑк сăмах пирĕн базăра пур.
Кашӑк (тĕпĕ: кашӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ятламас хӑйӗн юлташӗсем умне вӗр ҫӗнӗ виҫӗ кашӑк кӑларса хучӗ.

Помоги переводом

1. Таркӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Алӑка уҫнӑ-уҫман Бурнаш темшӗн Сарри мӑрса пирки ыйтрӗ, вӑл нумай пулмасть тухса кайнине пӗлсенех пӗр-ик кашӑк яшка сыпкаланӑ хыҫҫӑн каялла чупса тухрӗ, лашине Кӑрмӑш ҫулӗпе хӑвалама хушрӗ.

Помоги переводом

6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эпӗ нумай шухӑшласа тӑмарӑм — ҫав каҫах икӗ кашӑк касторка ҫӑвӗ ӗҫтертӗм.

Помоги переводом

«Унгвентум кизи мази» // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ак Нухрат ӗнер кӑҫалхи пыл ҫиесшӗн пулчӗ, пирӗн кӗлетре кӑҫалхи пыл пӗр кашӑк та ҫук иккен.

Помоги переводом

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай, хырӑм выҫнипе выҫманнине те маннӑскер, амӑшне ҫиллентерес мар тесе пӗр-икӗ кашӑк яшка сыпрӗ, вара ун ыйтӑвӗсене илтмӗш пулса пӳртрен тухрӗ.

Помоги переводом

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сӗтел ҫинче эмел кӗленчи, тимӗр кашӑк, кӗтмел шывӗ тултарнӑ пӗр стакан пур.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пӗр-пӗрин патне хӑнана кайнӑ чухне те вӗсем хӑйсемпе пӗрле йывӑҫ чашӑк, йывӑҫ кашӑк чиксе ҫӳреҫҫӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Турӑх ҫине пӗр кашӑк хӑйма ячӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗр нимӗҫ салтакӗнчен Валькка тута купӑс илсе килнӗ, тет, хӑй вара уншӑн ӑна йывӑҫ кашӑк панӑ пулнӑ, тет.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Ҫи-ха, ҫи, Павлик, ап вӑтан, — тесе, борщ ҫине пӗр кашӑк хӑйма ярса пачӗ Ирина Петровна.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вара, тасалнӑ чунӗ тур умӗнче пултӑр тесе, аран сывлакан ҫынна пачӑшкӑ кӗмӗл кашӑк вӗҫҫӗн хӗрлӗ эрех ӗҫтерчӗ (шывпа хутӑштарнӑ хӗрлӗ эрех Христосӑн таса юнӗ вырӑнӗнче пулнӑ иккен, ӑна ӗҫекенӗн чунӗ те тасалнӑ, ҫылӑхӗ те каҫнӑ).

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Павлуш туххӑмрах килтен пӗр кашӑк пыл илсе килет.

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Анне, ҫав эмеле пӗр кашӑк стакан ҫине ярса пар-ха, чӗре сике пуҫларӗ…

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ывӑлӗ ӑна пӗр кашӑк тӑварлӑ шыв ӗҫтерчӗ тата фельдшер парса хӑварнӑ эмеле пачӗ.

Помоги переводом

Ылханнӑ ывӑл // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Купӑста яшкине пысӑк тӑм чашӑкпа сӗтел ҫине лартсан, ик кашӑк хӑйма ярса пачӗ Укҫине аппа.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Аллипе кашӑк тытайман ача палан татма хӑпарса кайнӑ-ҫке, пусми те ҫумӑр хыҫҫӑн лӑймакаллӑ пулнӑ та — шуса ӳкнӗ-ҫке, апӑрша, — ачишӗн хута кӗрсе пек, ӑнлантарчӗ Укҫине Палюк мучине.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Янкӑр, вӗри ҫак ирхине вӑл йӗри-тавра мӗн курать — яланлӑх уйрӑлу евӗр пӗлтерӗшлӗ пулса тӑчӗ: хитре пӳлӗмсем, тирпейлӳҫӗн пӑхӑнас хӑнӑху тытса чарнӑ аптӑравӗ; фарфора кашӑк лексе чанклатни.

Значительным, как прощание навсегда, стало вокруг нее все, что видела она в это яркое, горячее утро: красивые комнаты, смятение горничной, сдерживаемое привычкой повиноваться; звук ложки о фарфор.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Унӑн кӗсйинче пекӗ выртать, унта темиҫе ҫӗҫӗсӗр пуҫне — вилка, пӗчӗк кашӑк, пӗчӗкрех пӑрасемпе ҫавнашкалах йӗкев.

В его кармане лежал складной нож, в котором, кроме нескольких лезвий, были вилка, ложечка, крошечные сверла и такой же напильник.

VIII. Цаупере чура // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Ҫул ҫӳревҫӗн тикӗс, йывӑр утти тамалсан Гент сухари илчӗ, апат анманнине хирӗҫлесех кӑшлама пикенчӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн консервланӑ сӗт пӗр кашӑк ҫирӗ.

Когда затихли его мерные, тяжелые шаги, Гент взял сухарь и стал нехотя грызть, потом съел ложку консервированного молока.

III. Сив чир // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Тепӗр чухне хумхану вӑйлӑн хӑпарнӑран ҫӑвара кашӑк та лекмест.

Иногда волнение поднималось с такой силой, что ложка не попадала в рот.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней