Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Катерина сăмах пирĕн базăра пур.
Катерина (тĕпĕ: Катерина) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Бьюмонт ҫакна хирӗҫ хӑш чухне ҫапла калать: — «Ларӑр-ха тата пӗр чӗрӗк сехет, Катерина Васильевна».

Бьюмонт иногда отвечал на это: — Посидите еще с четверть часа, Катерина Васильевна.

XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ку тӗлпулура та хӗрӗ хӑй килӗнче мӗнле каланӑ, кунта та ҫавӑн евӗрлех; килӗнче ҫаплаччӗ акӑ; — «Калаҫса ывӑнтӑм, m-r Бьюмонт, — тет Катерина Васильевна, лешӗ вӑрахчен ларсан, — эсир юлӑр аттепе, эпӗ хам пата каятӑп», — вара тухса каять.

Совершенно соответствовало этому свиданью и то, как она вообще обращалась с ним, видя его у себя: — Устала говорить, m-r Бьюмонт, — говорила она, когда он долго засиживался, — оставайтесь с папа, а я уйду к себе, — и уходила.

XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Халӗ ӗнтӗ Катерина Васильевнӑпа Бьюмонт ҫынсем мар, пулӑсем пулни, е, ҫынсем пулсан та, пулӑ юнлӗ ҫынсем пулни кирек камшӑн та паллӑ мар-им?

Не ясно ли, что Катерина Васильевна и Бьюмонт были не люди, а рыбы, или если люди, то с рыбьею кровью?

XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Катерина Васильевна епле хӑтланни йӗркеллӗх-тирпейлӗх енчен килӗшӳсӗр япала пулсан, ҫак тирпейсӗр ӗҫӗн пӗлтерӗшне вара арҫынсемпе хӗрарӑмсем пӗрле йышӑннӑ законӗсем пачах та чӑтма пултараймаҫҫӗ.

Если противен нравственности поступок, сделанный Катериною Васильевною, то еще противнее всяким общепринятым понятиям об отношениях между мужчинами и девушками содержание, так сказать, этого безнравственного поступка.

XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— «Ӑҫтан пысӑк суран пултӑр вӑл (Петр Катерина Васильевна валли стакан илсе кӗрет), икӗ аллӑм та ӗҫлет вӗт?

— Да какое же большое (входит Петр со стаканом для Катерины Васильевны), когда я владею обеими руками?

XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— «Нимех те пулман, Катерина Васильевна, хӑвӑрах куратӑр, эпӗ сывӑ.

— Ничего особенного, Катерина Васильевна, как видите, здоров.

XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— «Катерина Васильевна, ку эсир-и?

— Катерина Васильевна, это вы?

XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Виҫҫӗмӗш кунне Катерина Васильевна тумланчӗ те таҫта кайма хатӗрленчӗ.

На третье утро Катерина Васильевна собралась куда-то ехать.

XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Бьюмонт Полозовсем патне кашни кунах кӗрсе тухнӑ, хӑш чухне вӑрах ларнӑ, хӑш чухне сахал, анчах кӗрессе вара кашни кунах кӗрсе тухнӑ; вӑт ҫавӑнпа шутланӑ та ӗнтӗ Полозов вӑл Катерина Васильевнӑна ҫураҫасшӑн, тесе: ҫакӑн пек шанчӑк паракан урӑх сӑлтавсем пулман.

Бьюмонт заезжал к Полозовым решительно каждый день, иногда надолго, иногда ненадолго, но все-таки каждый день; на этом-то и была основана уверенность Полозова, что он хочет сватать Катерину Васильевну; других оснований для такой надежды не было.

XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Пӗррехинче Катерина Васильевнӑн вӑл Бьюмонтшӑн тӑрӑшнине кӑтартакан япала пулса иртнӗ, анчах мӗнпе пӗтнӗ-ха вӑл!

Был один случай, в котором выказалась со стороны Катерины Васильевны заботливость о Бьюмонте, но как же и кончился этот случай!

XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Анчах халӗ вӑл кама та пулин юратать-тӗк, вара никама та мар, «мана ҫеҫ», шухӑшлать Катерина Васильевна.

Но если теперь он любит кого-нибудь, то «меня», думала Катерина Васильевна.

XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Хӑй ӑна чылайранпа тенӗ пек пӗлет те-ха, Катерина Васильевнӑна Бьюмонт юратма та пултараймассӑн туйӑнать.

Сколько теперь знала его Катерина Васильевна, она даже думала, что Бьюмонт и не способен быть влюбленным.

XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Паллах, Кирсанова ҫинчен ыйтсан, Катерина Васильевна малтанах вӑл Вера Павловнӑна юратса пӑрахнӑ пулӗ, тесе шухӑшларӗ.

Конечно, первая мысль Катерины Васильевны была тогда, при первом его вопросе о Кирсановой, что он влюблен в Веру Павловну.

XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Катерина Васильевна ҫаплах хавхаланса пурӑнать, хавхаланни чакмасть унӑн, вӑл ӗнтӗ пӗрре те пӗтмест, ун кӑмӑлне лайӑхлатса, ҫутатса тӑрать.

Одушевление Катерины Васильевны продолжалось не ослабевая, а только переходя в постоянное, уж обычное настроение духа, бодрое и живое, светлое.

XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Катерина Васильевна Кирсановсем ҫинчен каласа пама пуҫласан, лешӗ ӑна ҫапла каласа чарни те тӗрӗсех:

Правда и то, что, когда Катерина Васильевна заговорила о Кирсановых, он остановил ее:

XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Вӗсен хушшинче часах лайӑх туслӑх пуҫланса кайрӗ, тепӗр эрнерен вара Катерина Васильевна ӑна Кирсановсем ҫинчен каласа пама пуҫларӗ: ку ҫыннӑн нимле ырӑ мар шухӑш та пулма пултарайманнине пӗлчӗ вӑл.

Очень скоро между ними установилась самая простая и теплая приязнь, и через неделю Катерина Васильевна уже рассказывала ему о Кирсановых: она была уверена, что у этого человека не может быть никакой неблагородной мысли.

XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Халӗ ӗнтӗ кашни тӗл пулмассерен Катерина Васильевна хӑйне Бьюмонт кӑмӑлланине курчӗ.

Теперь с каждым новым свиданием расположение Бьюмонта к ней было все виднее для Катерины Васильевны.

XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн тата ик-виҫ хут пырсан, Катерина Васильевна Бьюмонта сиввӗнрех кӗтсе иле пуҫларӗ.

Два-три следующие посещения Бьюмонта начинались довольно холодным приемом со стороны Катерины Васильевны.

XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Анчах Бьюмонт ҫапах та Катерина Васильевнӑшӑн лайӑх парти пулнӑ.

Но все-таки Бьюмонт был хорошая партия для Катерины Васильевны.

XIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Тархасшӑн, m-r Бьюмонт, — терӗ Катерина Васильевна, хулпуҫҫине хуллен кӑна сиктерсе илсе.

— Извольте, m-r Бьюмонт, — сказала Катерина Васильевна, слегка пожав плечами.

XII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней