Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Катерина сăмах пирĕн базăра пур.
Катерина (тĕпĕ: Катерина) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Каларӑм вӗт эпӗ сана пальто кӗсйине хур тесе, — кӑмӑлсӑр пулчӗ Катерина Ивановна.

— Потому что я говорила, что нужно в пальто класть, — с досадой сказала Катерина Ивановна.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Катерина Ивановна, каллех ырӑ хыпар, — ҫаплах салтӑна-салтӑна каларӗ карчӑк, — каллех лимона вӑрласа кайрӗҫ.

— Поздравляю, Катерина Ивановна, — все еще раздеваясь, сказала старушка, — опять лимон утащили.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Катерина Ивановна та манран аслах мар, пӗр вуникӗ ҫулсенче пулмалла.

Катерине Ивановне было лет двенадцать — не больше, чем мне.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Акӑ, Катерина Ивановна та кунтах, — терӗ карчӑк.

— А вот и Катерина Ивановна, — сказала старушка.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Катерина Кадыкова сӑнӑ персе Чӑваш Республикин чемпионӗ пулнӑ, йӗтре ывӑтса иккӗмӗш вырӑна тухнӑ.

Помоги переводом

Катя Кадыкова - республика чемпионӗ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Ҫав ялтан Катерина пӗрремӗш класранпах шкула ҫуран ҫӳрет.

Помоги переводом

Медальсен пухмачӗ тулсах пырать // ЕКАТЕРИНА ГРИГОРЬЕВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Сывлӑх сунатӑп, Катерина Ва…

Здравствуйте, Катерина Ва…

XIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Тепӗр кунне, пӗр виҫӗ сехетре, Катерина Васильевна Вера Павловна патне кайрӗ.

На другой день, часа в три, Катерина Васильевна приехала к Вере Павловне.

XIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ку ӗнтӗ кулӑшла, Катерина Васильевна; паллах, нимрен хӑрамалли те ҫук.

Это смешно, Катерина Васильевна; конечно, бояться нечего.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Ҫапла, Катерина Васильевна; анчах ҫапах та шухӑшласа пӑхӑр.

— Так, Катерина Васильевна; но все-таки подумайте.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Анчах мӗншӗн виҫӗ кун шухӑшламалла манӑн, сире сахал пӗлетӗп-им вара эпӗ? — Катерина Васильевна чарӑнчӗ, аллине Бьюмонт мӑйӗ ҫине хурса, ун пуҫне хӑй патнелле тайӑлтарчӗ те ӑна ҫамкинчен чуптуса илчӗ.

Но разве я так мало знаю вас, чтобы мне нужно было думать три дня? — Катерина Васильевна остановилась, положила руку на шею Бьюмонту, нагнула его голову к себе и поцеловала его в лоб.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫапах та шухӑшласа пӑхӑр, Катерина Васильевна.

Однако подумайте, Катерина Васильевна.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Эсир хӑвӑр ҫакӑншӑн тарӑхнӑ пекех калатӑр, — кулса каларӗ Катерина Васильевна; халӗ вӑл, хӑвӑрах асӑрхарӑр ӗнтӗ, час-часах лӑпкӑн та савнӑҫлӑн кула-кула илет.

— Вы говорите таким тоном, будто досадуете на то, что бывают счастливые браки, — смеясь, отвечала Катерина Васильевна; она теперь, как заметно, часто смеется, таким тихим, но веселым смехом.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Паллах, Катерина Васильевна; анчах пирӗн пурнӑҫ шӑп кӑна ҫакна пула начар та ӗнтӗ.

— Конечно, Катерина Васильевна; но именно потому и дурна наша жизнь.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Ку тӗрӗс, — терӗ кӑшт салхуллӑн Катерина Васильевна, — анчах ҫапах та эпӗ улталама пултарайман вӗт-ха.

— Это правда, — сказала несколько уныло Катерина Васильевна, — но все-таки я не могла же обманывать.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Ку тӗрӗс вӑл, — халӗ ӗнтӗ пӗр кулмасӑр калать Катерина Васильевна.

— Это правда, — серьезно сказала Катерина Васильевна.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Эсир мӗн, качча арсӑр арӑмсене ҫеҫ парасшӑн-и элле? — кулкаласа калать Катерина Васильевна.

— Вы хотите, чтобы замуж выходили только вдовы? — смеясь сказала Катерина Васильевна.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Акӑ, сӑмахран, ку вӑл Бьюмонт Катерина Васильевнӑна хӑй патне пынӑшӑн «питӗ тав тунӑ» хыҫҫӑн эрнерен, вӗсем паллашнӑранпа икӗ уйӑх иртсен пулчӗ; завода ӗнтӗ сутрӗҫ, мистер Лотер тепӗр кунне киле кайма хатӗрленетчӗ (вӑл, чӑнах та, кайрӗ; вӑл кунта мӗнле те пулин катастрофа туса хурасса ан кӗтӗр; вӑл ытти пур негоциантсем пекех коммерци ӗҫне турӗ, Бьюмонта, кӗтнӗ пекех фирма ӑна, пин кӗренке шалу парса, управляющий пулса ӗҫлеме хушни ҫинчен пӗлтерчӗ, урӑх вара ним те тумарӗ: хӑвӑрах шухӑшласа пӑхӑр-ха, коммерципе ҫыхӑнман ӗҫе мӗн сӗкӗнмелле-ха унӑн), акционерсен, ҫав шутрах Полозовӑн та, ыранах укҫа илмеллеччӗ (кунта та катастрофа таврашӗ ан кӗтӗр: (Ходчсон, Лотер тата К° фирми пуян вӑл) — ҫуррине таса укҫан, ҫуррине — виҫӗ уйӑха пыракан вексельсемпе.

Вот, например, это было через неделю после визита, за который «очень благодарил» Бьюмонт Катерину Васильевну, месяца через два после начала их знакомства; продажа завода была покончена, мистер Лотер собирался уехать на другой день (и уехал; не ждите, что он произведет какую-нибудь катастрофу; он, как следует негоцианту, сделал коммерческую операцию, объявил Бьюмонту, что фирма назначает его управляющим завода с жалованьем в тысячу фунтов, чего и следовало ожидать, и больше ничего: какая ж ему надобность вмешиваться во что-нибудь, кроме коммерции, сами рассудите), акционеры, в том числе и Полозов, завтра же должны были получить (и получили, опять не ждите никакой катастрофы: фирма Ходчсона, Лотера и Ко очень солидная) половину денег наличными, а другую половину — векселями на трехмесячный срок.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ку калаҫусене илтсен, ҫын чӗрине (ҫынта халиччен пулман чӗресене те) ҫав териех лайӑх пӗлекен ҫынсем те Катерина Васильевнӑпа Бьюмонт венчете кӗрессине курас шанчӑка ҫухатнӑ пулӗччӗҫ.

Эти разговоры могли бы в ком угодно из тонких знатоков человеческого сердца (такого, какого не бывает у людей на самом деле) отнять всякую надежду увидеть Катерину Васильевну и Бьюмонта повенчавшимися.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— «Ларсан та юрать пулӗ», — тет лешӗ кун пек чухне; ытларах вара Бьюмонт ответлет, — «Тепре куриччен эппин, Катерина Васильевна».

— Пожалуй, — отвечала она в таких случаях; а чаще он отвечал: — Так до свиданья, Катерина Васильевна.

XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней