Поиск
Шырав ĕçĕ:
6. Иудея хулисенче пурӑнакан израильсемпе иудейсем те хӑйсен шултӑра тата вак выльӑхӗн вуннӑмӗш пайне илсе пынӑ; вӗсем тата хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррине халалланӑ парнесен вуннӑмӗш пайне илсе пынӑ; ӗнтӗ купаланӑ та купаланӑ.
2 Ҫулс 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, Иудея ҫинче Турӑ алли пулнӑ, иудейсем патшапа пуҫлӑхсем хушнине пурӑнӑҫлаччӑр тесе, Вӑл вӗсене пӗр чӗреллӗ тунӑ.
2 Ҫулс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Сири ҫарӗ йышлӑн килмен пулин те, вӗсем Ҫӳлхуҫа ирӗкӗпе питех те пысӑк ҫара ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, иудейсем хӑйсен ашшӗсен Ҫӳлхуҫа Туррине пӑрахнӑшӑн ҫапла пулнӑ та ку.
2 Ҫулс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вара левитсемпе иудейсем пурте Иодай священник хушнӑ пек тунӑ; ҫӗрпӳсем кашнийӗ хӑйӗн ҫыннисемпе — шӑматкун килекенсемпе тата шӑматкун каякансемпе — хатӗрленсе тӑнӑ, Иодай священник ӗнтӗ черечӗ улшӑннисене те каялла яман.
2 Ҫулс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Иудейсем ӗнтӗ пушхирти сӑрт патне ҫитнӗ; шутсӑр пысӑк йыш тӑнӑ енне пӑхаҫҫӗ те, акӑ унта — вилесем ҫеҫ выртаҫҫӗ, вӗсем хушшинче пӗр чӗрӗ чун та ҫук.
2 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Иосафат ҫарӗ ирхине ирех тӑнӑ та Фекоя пушхирӗ еннелле кайнӑ; тапранса кайнӑ чухне Иосафат тӑнӑ та каланӑ: эй иудейсем, Иерусалимра пурӑнакансем, итлӗр мана!
2 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Иосафат ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ, иудейсем те, Иерусалимра пурӑнакансем те пурте Ҫӳлхуҫана пуҫҫапма Ҫӳлхуҫа умне ҫӗре ӳкнӗ.
2 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫавӑн чухне Асаф ӑрӑвӗнчен тухнӑ Иозиил левит ҫине, — унӑн ашшӗ — Захария, Захария ашшӗ — Ванея, Ванея ашшӗ — Иеиел, Иеиел ашшӗ Матфания пулнӑ, — халӑх хушшинче тӑнӑ чухнех Турӑ Сывлӑшӗ аннӑ, 15. вара Иозиил каланӑ: иудейсем, Иерусалимра пурӑнакансем тата Иосафат патша, итлӗр пурте! Ҫӳлхуҫа сире ҫапла калать: ҫакӑ пысӑк йышран ан хӑрӑр, ан сехӗрленӗр, мӗншӗн тесессӗн ку вӑл — сирӗн вӑрҫӑ мар, Турӑ вӑрҫи.
2 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Иудейсем пурте — пӗчӗк ачисем те, арӑмӗсем те, ывӑлӗсем те — Ҫӳлхуҫа умӗнче тӑнӑ.13. И все Иудеи стояли пред лицем Господним, и малые дети их, жены их и сыновья их.
2 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Иудейсем ӗнтӗ Ҫӳлхуҫаран пулӑшу ыйтма пухӑннӑ; Ҫӳлхуҫана тархасламашкӑн вӗсем Иудӑн мӗнпур хулинчен килсе ҫитнӗ.4. И собрались Иудеи просить помощи у Господа; из всех городов Иудиных пришли они умолять Господа.
2 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа вара патшалӑха ун аллинче шанчӑклӑ тӑмалла ҫирӗплетнӗ; иудейсем ӑна пурте парне парса тӑнӑ, унӑн пуянлӑхӗпе мухтавӗ пысӑк пулнӑ.
2 Ҫулс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Иудейсем пурте ҫак тупашӑн савӑннӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем пӗтӗм чӗререн тупа тунӑ, Турра чунтан тӑрӑшса шыранӑ, вара Вӑл вӗсене Хӑйне тупма панӑ.
2 Ҫулс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иудейсем вара темӗн чухлӗ пурлӑх пухса тултарнӑ.
2 Ҫулс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Иудейсем хыттӑн кӑшкӑрса янӑ.
2 Ҫулс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Иудейсем ҫаврӑнса пӑхнӑ та — акӑ ӗнтӗ вӗсене умран та, хыҫран та ҫапӑҫу кӗтет; вара вӗсем Ҫӳлхуҫана тархасласа чӗнме тытӑннӑ, священниксем трупасемпе кӑшкӑртса янӑ.
2 Ҫулс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫав хушӑра Иеровоам вӗсен хыҫне пӗр ушкӑн ҫар пытарса тӑратнӑ, ҫапла ӗнтӗ вӑл хӑй иудейсем умӗнче пулнӑ, пытанса тӑнисем вӗсен хыҫӗнче пулнӑ.
2 Ҫулс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Иоав ӗнтӗ халӑх йышне шута илнӗ ҫырӑва Давида панӑ, израильсем мӗнпурӗ пин хутчен пин ҫын пулнӑ, хӗҫ тытма пултараканӗсем ҫӗр пин ар пулнӑ, хӗҫ тытма пултаракан иудейсем вара тӑватҫӗр ҫитмӗл пин ар пулнӑ.
1 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Патша Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кайнӑ, унпа пӗрле пӗтӗм халӑх пынӑ: иудейсем, Иерусалимра пурӑнакансем, священниксем, пророксем, пӗтӗм халӑх ватти-вӗтти таран — пурте пуҫтарӑннӑ; вара патша вӗсене Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче тупӑннӑ халал кӗнекине пӗр сӑмах сиктермесӗр сасӑпа вуласа панӑ.
4 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Итленӗ иудейсем Ҫӳлхуҫа сӑмахне, Ҫӳлхуҫа каланипе каялла кайнӑ.И послушались они слова Господня и пошли назад по слову Господню.
3 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вара Иоав халӑх йышне шута илнӗ ҫырӑва патшана панӑ; ун тӑрӑх, вӑрҫа юрӑхлӑ, вӑйпитти израильсем сакӑрҫӗр пин ар, иудейсем пилӗкҫӗр пин пулнӑ.
2 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.