Поиск
Шырав ĕçĕ:
1-2. Иисус Христос апостолӗ Петр — ют ҫӗре килсе Понтра, Галатире, Каппадокире, Асийӑра, Вифинире саланса пурӑнакансене, малтанах пӗлсе тӑракан Атте Турӑ, вӗсем Сывлӑш урлӑ Иисус Христоса пӑхӑнакан пулччӑр, Унӑн Юнӗпе тасалччӑр тесе суйласа илнисене: сирӗн тивлетпе канӑҫлӑх ӳссех пытӑр!
1 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ӗнтӗ вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳрекен хӑш-пӗр вӗрӳҫӗ иудейсем те усал ернӗ ҫынсенчен усал сывлӑшсене хӑваланӑ чухне Иисус Ҫӳлхуҫа ятне асӑна пуҫланӑ: «Павел пӗлтерекен Иисуса асӑнса хӑвалатпӑр сире» тенӗ.
Ап ӗҫс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Иисус Христос урлӑ канӑҫлӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерсе, Турӑ Израиль ывӑлӗсене сӑмах янӑ: ҫак Иисус Христос — пуринӗн те Ҫӳлхуҫи.36. Он послал сынам Израилевым слово, благовествуя мир чрез Иисуса Христа; Сей есть Господь всех.
Ап ӗҫс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ӗнтӗ ҫапла тума кирлӗ: Иисус Ҫӳлхуҫамӑр хамӑр хушӑра, хамӑрпа пӗрле ҫӳренӗ чухне, 22. Иоанн шыва кӗртнинчен пуҫласа Хӑй пирӗн патӑмран ҫӳле ҫӗкленнӗ куна ҫитиччен яланах пирӗнпе пӗрле ҫӳренисенчен пӗри Иисус чӗрӗлсе тӑнине пирӗнпе пӗрле каласа кӑтартаканӗ пулмалла, тенӗ.
Ап ӗҫс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вӗсем хӑш-пӗр хӗрарӑмсемпе, Иисус амӑшӗпе Марийӑпа тата Иисус тӑванӗсемпе пӗрле пӗр шухӑшлӑн пулса, вӗҫсӗр кӗлтуса тӑнӑ.
Ап ӗҫс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫапла пӗр-пӗринпе калаҫса-сӳтсе явса пынӑ чухне Иисус Хӑй вӗсем патне ҫывӑхарнӑ та вӗсемпе пӗрле пынӑ; 16. анчах вӗсен куҫӗсем урӑхла кӑтартнӑ та, вӗсем Иисуса паллайман.
Лк 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Иисуса курсассӑн Ирод питӗ хӗпӗртенӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑл Ун ҫинчен нумай илтнӗ те Ӑна тахҫантанпах курасшӑн пулнӑ: вӑл Унран пӗр-пӗр хӑват курма ӗмӗтленнӗ, 9. вӑл Ӑна темӗн чухлӗ ыйту панӑ, анчах Иисус ӑна нимӗн те каламан.
Лк 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
61. Ҫавӑн чухне Иисус Петр ҫине ҫаврӑнса пӑхнӑ; Петр вара хӑйне Иисус мӗн каланине — «автан авӑтиччен эсӗ Манран виҫӗ хутчен тунӑн» тенӗ сӑмаха — аса илнӗ.
Лк 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Ӑна вара Иисус патне ҫавӑтса пынӑ; унтан ашак тихи ҫине хӑйсен тумтирне сарса хунӑ та Иисуса ун ҫине хӑпарса ларма пулӑшнӑ.35. И привели его к Иисусу, и, накинув одежды свои на осленка, посадили на него Иисуса.
Лк 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Акӑ пӗр Закхей ятлӑ пуян ҫын, куланай пуҫтаракансен пуҫлӑхӗ, 3. Иисус еплескер-ши Вӑл тесе, ӑна курма тӑрӑшнӑ та, анчах хӑй лутра пулнӑран Ӑна халӑх хушшинчен курма пултарайман; 4. вӑл вара маларах чупса кайнӑ та Ӑна курасшӑн смоква йывӑҫӗ ҫине улӑхса тӑнӑ, мӗншӗн тесен Иисусӑн ҫав йывӑҫ патӗнчен иртсе каймалла пулнӑ.
Лк 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Иисуса курсассӑн вӑл кӑшкӑрса янӑ та, Ун умне ӳксе, хытӑ сасӑпа каланӑ: эй Ҫӳлти Турӑ Ывӑлӗ, Иисус!28. Он, увидев Иисуса, вскричал, пал пред Ним и громким голосом сказал: Иисус, Сын Бога Всевышнего!
Лк 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Ҫав хулари пӗр хӗрарӑм, ҫылӑхлӑскер, Иисус фарисей ҫуртӗнче апатланнине пӗлнӗ те Ун патне алавастӑр савӑтпа мирӑ илсе пынӑ; 38. вӑл, хыҫалтан пырса, Иисус ури умне чӗркуҫленсе ларнӑ та йӗре-йӗре Унӑн урисене куҫҫулӗпе йӗпетсе, ҫӳҫӗпе шӑла-шӑла илнӗ, Унӑн урисене чуптуса мирӑ сӗрнӗ.
Лк 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Фарисейсенчен пӗри Иисуса хӑйпе пӗрле апат ҫиме чӗннӗ; Иисус фарисей килне кӗрсе апат ҫиме ларнӑ.36. Некто из фарисеев просил Его вкусить с ним пищи; и Он, войдя в дом фарисея, возлег.
Лк 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Акӑ пӗрисем ҫавӑнта шалкӑм ҫапнӑ пӗр ҫынна вырӑнӗпех ҫӗклесе пынӑ; ӑна пӳрте йӑтса кӗрсе Иисус умне хурасшӑн пулнӑ; 19. анчах та халӑх нумай пулнӑран ӑна илсе кӗме май тупаймасӑр ҫурт тӑррине улӑхса виттине сирнӗ те ӑна выртан вырӑнӗпех пӳлӗм варрине Иисус умне антарнӑ.
Лк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Иисус ҫавӑнта пӗр хулара пулнӑ чухне Ун патне тилҫе сӑрса илнӗ пӗр ҫын пынӑ; Иисуса курсассӑн вӑл Ун умне ӳксе пуҫҫапнӑ та Ӑна йӑлӑнса каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑм, тасатас тесессӗн, Эсӗ мана тасатма пултаратӑнҫке! тенӗ.
Лк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Мария вара кайнӑ та Иисуспа пӗрле ҫӳренисене — хуҫӑлсах йӗрекенсене — каласа кӑтартнӑ; 11. анчах та вӗсем Иисус чӗрӗ пулни ҫинчен, вӑл Ӑна курни ҫинчен илтсен ӗненмен ӑна.
Мк 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Иисуса хирӗҫех тӑракан ҫӗрпӳ Иисус ҫапла кӑшкӑрса янине, Унӑн сывлӑшӗ тухнине курсассӑн каланӑ: Ку Ҫын чӑнах та Турӑ Ывӑлӗ пулнӑ-мӗн, тенӗ.
Мк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫамрӑк ашака Иисус патне ҫавӑтса пынӑ, ун ҫине хӑйсен тумтирне сарса хунӑ; Иисус ун ҫине улӑхса ларнӑ.7. И привели осленка к Иисусу, и возложили на него одежды свои; Иисус сел на него.
Мк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Ку Назарет Иисусӗ тенине илтсен вӑл: эй Давид Ывӑлӗ Иисус! хӗрхенсем мана, тесе кӑшкӑра пуҫланӑ.47. Услышав, что это Иисус Назорей, он начал кричать и говорить: Иисус, Сын Давидов! помилуй меня.
Мк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иерусалимран пынӑ фарисейсемпе хӑш-пӗр кӗнекеҫӗсем Иисус патне пуҫтарӑннӑ; 2. вӗсем Иисусӑн хӑш-пӗр вӗренекенӗ таса мар алӑпа, аллине ҫумасӑрах, апат ҫинине курнӑ та ӳпкелешнӗ.
Мк 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.