Поиск
Шырав ĕçĕ:
14. Ҫакна каласан вӑл каялла ҫаврӑнса пӑхать те Иисус тӑнине курать; анчах вӑл Иисуса паллайман.14. Сказав сие, обратилась назад и увидела Иисуса стоящего; но не узнала, что это Иисус.
Ин 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Каярахпа Аримафея ҫынни Иосиф (вӑл Иисусӑн вӗренекенӗ пулнӑ, анчах иудейсенчен хӑранипе ҫакна палӑртман) Пилатран Иисус Ӳтне илме ирӗк ыйтнӑ; Пилат ӑна ирӗк панӑ.
Ин 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Вара салтаксем пынӑ та Иисуспа пӗрле пӑталанисенне иккӗшӗнне те ури тунисене ватнӑ; 33. Иисус патне пырсан, Вӑл вилнине курса, Унӑн ури тунисене ватман, 34. анчах пӗр салтакӗ Ӑна аякӗнчен сӑнӑпа чикнӗ те, ҫавӑнтах юнпа шыв юхса тухнӑ.
Ин 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Иисус хыҫӗнчен Симон Петрпа тепӗр вӗренекенӗ пынӑ; ҫав вӗренекен аслӑ священникӑн пӗлӗшӗ пулнӑ, вӑл Иисуспа пӗрле аслӑ священник картишне кӗнӗ; 16. Петр вара тулашӗнче, хапха умӗнче, тӑнӑ.
Ин 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫакна каласан Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе Кедрон юхӑмӗн тепӗр енне кайнӑ; унта йывӑҫ пахчи пулнӑ; Иисуспа Унӑн вӗренекенӗсем ҫав пахчана кӗнӗ.
Ин 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Каҫхи апат вӑхӑтӗнче, — шуйттан ӗнтӗ Симон ывӑлӗн Иуда Искариотӑн чӗрине Иисуса сутас шухӑш кӗртнӗ, — 3. Иисус, Ашшӗ пӗтӗмпех Хӑй аллине панине пӗлсе тата Хӑй Турӑ патӗнчен аннине, Турӑ патне каяссине пӗлсе, 4. апат тунӑ ҫӗртен тӑнӑ та, ҫиелти тумтирне хывса, алшӑлли илсе, ӑна пилӗкне ҫыхнӑ; 5. унтан ҫӑвӑнмалли савӑта шыв янӑ та, вӗренекенӗсенӗн урисене ҫуса, пилӗкне ҫыхнӑ алшӑллипе шӑла пуҫланӑ.
Ин 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫакӑн умӗн Иисуспа пӗрле ҫӳренӗ халӑх Вӑл Лазаре тупӑклӑхран чӗнсе кӑларнине, ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнине каласа кӑтартнӑ; 18. Иисус ҫав хӑвата тунине илтнӗрен ӗнтӗ халӑх Ӑна ҫапла кӗтсе илнӗ.
Ин 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Унӑн вӗренекенӗсем ҫакна малтан ӑнланман; Иисус ҫинчен ҫапла ҫырнине, ҫакна хӑйсем Уншӑн тунине вӗсем Иисус мухтава тухсан тин астуса илнӗ.
Ин 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Иисус ӑҫтине пӗлсен иудейсем унта нумаййӑн пуҫтарӑннӑ, вӗсем Иисуса ҫеҫ мар, Вӑл вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Лазаре те курасшӑн пулнӑ.
Ин 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Ҫавӑн чухне Мария патне пынӑ иудейсенчен нумайӑшӗ, Иисус тунӑ хӑвата курса, Ӑна ӗненнӗ; 46. хӑшӗсем тата фарисейсем патне кайса Иисус мӗн туни ҫинчен каласа панӑ.
Ин 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Ҫакна Иисус Хӑйне ӗненекенсем илес Таса Сывлӑш ҫинчен каланӑ: ун чухне вӗсем ҫинче Таса Сывлӑш пулман, мӗншӗн тесессӗн Иисус мухтава тухман-ха.
Ин 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. «Эпӗ — ҫӳлтен аннӑ ҫӑкӑр» тенӗшӗн иудейсем Иисуса ҫилленнӗ; 42. вӗсем каланӑ: Ку — Иосиф ывӑлӗ Иисус мар-и вара? эпир Унӑн ашшӗ-амӑшне те пӗлетпӗр, епле-ха Вӑл: «Эпӗ ҫӳлтен аннӑ» теет? тенӗ.
Ин 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Кунта Иисус та, Унӑн вӗренекенӗсем те ҫуккине курсассӑн, халӑх кимӗсем ҫине ларнӑ та, Иисуса шыраса, Капернаума ишсе кайнӑ.
Ин 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Тепӗр кунне тинӗс леш енче тӑракан халӑх Иисус вӗренекенӗсем ларнӑ кимӗсӗр пуҫне унта урӑх кимӗ пулманнине тата Иисус ҫав кимӗ ҫине Хӑйӗн вӗренекенӗсем патне ларманнине, вӗренекенӗсем хӑйсем анчах ишсе кайнине пӗлнӗ.
Ин 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Иисус вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсан, вӗренекенӗсем Вӑл ҫакна каланине аса илнӗ те Ҫырӑва та, Иисус каланӑ сӑмаха та ӗненнӗ вара.
Ин 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иисус Христос вара ҫавна Хӑйӗн ангелӗ урлӑ Хӑйӗн чурине Иоана кӑтартнӑ; 2. Иоанн ӗнтӗ Турӑ сӑмахне, Иисус Христос пӗлтернине, хӑй мӗн курнине каласа панӑ.
Ӳлӗм 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Канӑҫлӑх Турри — ӗмӗрлӗх халал Юнӗпе Иисус Ҫӳлхуҫамӑра, сурӑхсенӗн аслӑ Кӗтӳҫне, вилӗмрен чӗртсе тӑратаканӗ — 21. сире Хӑйӗн ирӗкӗпе кирек мӗнле ырӑ ӗҫ валли те хатӗрлесе ҫитертӗр, Иисус Христос урлӑ Вӑл сире Хӑйне юрӑхлӑ ӗҫсем тутарса тӑтӑр; Ӑна ӗмӗр-ӗмӗрех мухтав пултӑр!
Евр 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эй тӑвансем, ҫапла ӗнтӗ Иисус Христос Юнӗ урлӑ пирӗн ҫӗнӗ ҫулпа, чӗрӗлӗх ҫулӗпе сӑваплӑ вырӑна кӗме шанчӑк пур; 20. ҫав ҫӗнӗ ҫула пире Иисус чаршав урлӑ — Хӑйӗн Ӳчӗ урлӑ — уҫса панӑ.
Евр 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иисус Христосшӑн тӗрмере ларакан Павел тата Тимофей тӑван — хамӑрпа пӗр ӗҫ тӑвакан савнӑ Филимона, 2. савнӑ йӑмӑка Апфийӑна, пирӗнпе пӗр ӗҫшӗн тӑрӑшакан Архипа тата санӑн килӗнте пуҫтарӑнакан ӗненекенсене: 3. Атте Туррӑмӑрпа Иисус Христос Ҫӳлхуҫаран сире тивлетпе канӑҫлӑх пултӑр.
Флм 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1-3. Турӑ чури Павел — Турӑ суйласа илнисене ҫирӗп ӗнентермешкӗн, чӑнлӑха пӗлтермешкӗн, Турра юрӑхлӑ пурӑнма вӗрентмешкӗн, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ килессе, Хӑйӗн сӑмахне нихӑҫан та улӑштарман Турӑ тӗнчене пултаричченех пама пулнӑ пурӑнӑҫ килессе шантармашкӑн Иисус Христос апостолӗ пулнӑскер (палӑртнӑ вӑхӑтра Турӑ Хӑйӗн Сӑмахне тӗнчене килтернӗ, ун ҫинчен каласа ҫӳреме Ҫӑлакан Туррӑмӑр мана шанса хушнӑ) — 4. хампа пӗр тӗне тытнипе чӑн ывӑлӑм пулса тӑракан Тита: Атте Турӑран тата Иисус Христос Ҫӳлхуҫаран, хамӑра Ҫӑлаканран, тивлет, ырӑлӑх, канӑҫлӑх пултӑр.
Тит 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.