Поиск
Шырав ĕçĕ:
Любовь темӗнле гимназистсемпе пӗлӗшлӗ пулнӑ: чӑн ӗнтӗ, вӗсен хушшинче Фоман ӗлӗкхи юлташӗ Ежов та пулнӑ, ҫапах Фоман вӗсен енне кӑмӑл туртсах кайман, вӗсен компанийӗнче вӑл хӑйне хӗсӗккӗн туйнӑ.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӗсен ҫирӗп чунӗ, тул енчен пӑхсан лӑпкӑ пулни (ҫаксем вӗсен пур иккӗленӗвӗсемпе вӗри туйӑмӗсене путарса лартнӑ пек, вӗсен турра ӗненнӗ тата прозелитизм ӗҫӗнчи хастарлӑхӗ ҫеҫ юлнӑ пек кӑтартнӑ) — Анатоле ҫав тери тӗлӗнтерсе, унӑн шухӑш-кӑмӑлне улӑштарса ямалла пулнӑ.
Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Ҫакӑ вӗсен пӗтӗмпех хӑй тӗллӗн пулса пырать, мӗншӗн тесен вӗсен умӗнче хӑйсен герой-командирӗн ҫураҫнӑ хӗрӗ тӑрать, кунсӑр пуҫне вӑл чунтан парӑннӑ хӗр ята тивӗҫлӗ, вӑл хӑйӗн тӳрӗлӗхӗпе хӗр тасалӑхне упранипе те вӗсен ротин чысӗпе тивӗҫлӗ мухтавне ыттисен куҫӗ умӗнче ҫӳлте тытма пулӑшать.
V // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Эпӗ вӗсен чӗлхине вӗренетӗп, йӑлисене хӑнӑхатӑп, вӗсен халапӗсене пуҫтаратӑп, вӗсен ӳчӗ, ҫӳҫӗ мӗнле пулнине тӗпчетӗп.
Йывӑҫ ҫинчи паллӑ // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Вӑл революционерсен организацийӗнче те тӑман, патша жандармӗсем ӑна тӗрмене те лартман, ссылкӑна та хӑваласа кайман, ҫапах та вӑл хӑйӗн ачисене пурне те революционер туса ҫитӗнтернӗ, ватлӑх кунӗнче вӗсен хыҫҫӑн кайнӑ, вӑтӑр ҫул вӗсен йывӑр ҫулӗпе утнӑ, вӗсен шанчӑклӑ тымӑрӗ — пӗр шухӑшлӑ ҫынни пулса тӑнӑ.
Умсӑмах // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Эпӗ темӗнле тӑрӑшса сӑнасан та вӗсен сӑн-сӑпатӗнче ӑшшӑн кулкаласа пӑхнине тӗл пулаймарӑм; вӗсен кулнӑ пек вӑхӑт пулсан та, пит-куҫ тирӗсем ирӗксӗртен турткаланса пӗрӗнкеленӗ пирки ҫеҫ ҫапла курӑнать, ку ӗнтӗ пӗрре те вӗсен хаваслӑ ҫутӑ кӑмӑлне кӑтартса палӑртмасть…
IX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Нӳрӗ каҫра ирӗлнӗ пек Фроська чупса кайрӗ, Василипе Буянов ҫаплах шупкарах хӗрлӗ тырӑ — вӗсен наградипе мухтавлӑ ӗҫӗ, вӗсен иртнӗ кунӗпе пуласлӑхӗ, вӗсен вӑйӗпе юрри, — епле юхнине пӑхса тӑчӗҫ, анчах ниепле те пӑхса тӑранаймарӗҫ.
7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Василий вӗсен шавне, вӗсем ӗҫленине пӗр хут та итлемен-ха, анчах вӑл вӗсен сивӗ те яп-яка ҫийне тыткаласа пӑхма, вӗсен пур пайӗсене те сӑнаса пӑхма пултарать.
2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Тӑвӗсем — тусем мар: айӗсем ҫук вӗсен, аялта та вӗсен, ҫӳлти пекех, шӗврешке тӑррисем, вӗсен айӗнче те, ҫийӗнче те ҫӳл тӳпе, янкӑр тӳпе.
II // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Вӗсен шухӑшӗнче, вӗсен ӗҫӗсенче, вӗсен чаплӑ та черчен сӑн-сӑпатӗнче те, тата ытти енӗсенче те нимле уйрӑмлӑх та ҫук…В их мыслях, речах, поступках и манерах не найдешь и капли различия…
Ҫу уявӗ // Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 31–44 стр.
Сивӗ чул вӗсен пӗлӗчӗ пулнӑ, вӗҫӗмсӗр тӗттӗмлӗх вӗсен куҫӗсене хупланӑ, вилӗ шӑтӑкӗнчи пек нӳрлӗх вӗсен шӑмӑ сыпписене ҫӗмӗрнӗ.Холодный камень был их небом, бессменная тьма давила им на очи, могильная сырость ломила их суставы.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ах, ҫук, вӗсен суранӗсем, вӗсен терчӗ-асапӗ, вӗсен вилӗмӗ — пурте ҫӑва тӗпне кусем!Ах, нет, их раны, их страдания, их смерть — все это к черту!
XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Вӑл вӗсен тап-таса ҫуса тасатнӑ ӗнсисене, вӗсен ҫинҫе те шурӑ аллисене, вӗсен янаххисем усӑнса аннине, тутӑ пирки пичӗсем ҫуталса тӑнине асӑрхать, — асӑрхать те, ирӗксӗрех вӗсем кашни кун ҫиекен апат ҫинчен шухӑшлать.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Юратнӑ вӑл шурӑ питлӗ, хура куҫлӑ, хӗрлӗ туталлӑ хеттей хӗрӗсене ялт-ҫутӑ та самантрах хыпса ялкӑшакан илемӗшӗн, — ҫак илем, нарцисс чечекӗ пек, питӗ ир хӳхӗммӗн ҫуралать те ҫавнашкалах хӑвӑрттӑн шанса сӳнет; пӗтреке хытӑ ҫӳҫлӗ, ал тунисене чӑнкӑрти ылттӑн сулӑсем, хулпуҫҫийӗсене ылттӑн кӑшӑлсем, ура пакӑлчакӗсене, пӗр-пӗринпе ҫинҫе вӑчӑра вӗҫҫӗн ҫыхӑнтарса, сарлака браслетсем тӑхӑннӑ, кӗре, ҫӳллӗ, вӗри филистим пикисене; ҫепӗҫ, пӗчӗк, пиҫӗ, ним ӳпкевсӗр амморей хӗрупраҫӗсене, — юратури шанӑҫлӑхпа пӑхӑнулӑхӗ вӗсен каларӑшсене кӗрсе юлнӑ; хӑйсен куҫӗсене сӑрсемпе вӑрӑмлатакан та ҫамкипе питҫӑмартасем ҫине кӑвак ҫӑлтӑрсем шӑтӑклакан Ассири хӗрарӑмӗсене; Сидонӑн лайӑх юрлама, ташлама, ҫаплах хӑнкӑрмаллӑ параппан аккомпанеменчӗ майӑн арфӑпа, лютньӑпа тата флейтӑпа выляма пултаракан, пӗлӳ илнӗ, хаваслӑ та ҫивӗч ӑслӑ хӗрӗсене; юратура ывӑнма пӗлмен те ухмаха тухсах кӗвӗҫекен сарӑ ӳтлӗ египтянкӑсене; хӗрӳлӗх тути-масине пит лайӑх чухлакан вавилонянкӑсене, — тум айӗнчи ӳчӗ вӗсен мрамор пекех яп-яка, мӗншӗн тесен вӗсем ун ҫинчи ҫӑм пӗрчисене хӑйне уйрӑм пастӑпа пӗтерсе тӑраҫҫӗ; ҫӳҫӗсемпе чӗрнисене вут пек хӗрлӗ сӑрлакан та шальварпа ҫӳрекен Бактри пикисене; чӗмсӗр, вӑтанкӑҫ маовитянкӑсене, — вӗсен тулли кӑкӑрӗсем ҫуллахи чи шӑрӑх каҫ та сулхӑн; вутла ҫунса тӑракан ҫӳҫлӗ, тӗттӗмре ҫутатакан ҫав тери шурӑ ӳтлӗ тимсӗртерех те перекетсӗртерех аммонитянкӑсене; йӗтӗн ҫӳҫлӗ, сенкер куҫлӑ, ӳт-тирӗнчен ачашлӑх шӑрши ҫапса тӑракан черченкӗ хӗрарӑмсене, — вӗсене Баальбек урлӑ ҫурҫӗртен турттара-турттара килнӗ, чӗлхине те вӗсенне Палестинӑра пурӑнакансенчен никам ӑнланакан пулман.
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Эпӗ телейлӗ ҫынсене, вӗсем мӗнле юратассине куркаланӑ, — терӗ Ольга, ассӑн сывласа, — вӗсен йӑлтах вӗресе тӑрать, канлӗхӗ те вӗсен санӑнни пек мар; вӗсем пуҫа усмаҫҫӗ: куҫӗсем вӗсен чӗрӗ; вӗсем ҫывӑрмаҫҫӗ, вӗсем пурӑнаҫҫӗ!
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Шыв айӗнче ишекен кимӗпе ҫӳрекенсем ку таврашра чи хисеплӗ ҫынсемччӗ — вӑрҫӑ пуҫланнӑ вӑхӑтра вӗсем Ҫурҫӗр флотӗнче пуринчен лайӑх ӗҫлетчӗҫ, анчах вӗсен хисеплӗхӗ унпа кӑна мар, вӗсен йӑлисенчи уйрӑм паллӑсем, пӗр-пӗрин хушшинче калаҫни, йывӑр ҫапӑҫусенче пӗрле пулни, вӗсен пӗрмайлӑхне пӗтем ҫак пӗчӗк хулара кӑтартса тӑрать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Мӗн курӑнать иккен: ҫав лампадӑсем, вӗсен шухӑшӗпе пӗр вӗсен кӗрешӗвӗсемпе уявӗсене ҫеҫ ҫутатса тӑма чӗртнӗскерсем, ӗлӗкхи пекех ялкӑшса ҫунаҫҫӗ, вӗсен кӑмӑлӗсемпе шанчӑкӗсем вара, пӗр-пӗр шухӑшсӑр ҫулҫӳревҫӗ вӑрман хӗрринче хунӑ вут пек тахҫанах хӑйсемпе пӗрле сӳнсе ларнӑ ӗнтӗ!
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Манӑн юрату никама та телей паман, мӗншӗн тесен эпӗ хам кама юратнӑ, ӑна уншӑн пӗр ырӑпа та тавӑрман: эпӗ хамшӑн юратнӑ, пӗр хама килентересшӗн юратнӑ; эпӗ чӗре темӗн ыйтнине ҫеҫ туса пынӑ, вӗсен сисӗмӗсене, вӗсен ачашлӑхне, вӗсен хаваслӑхӗсемпе асапӗсене ҫӑтӑланса ҫӑтнӑ — ҫапах нихӑҫан та тӑранма пултарайман.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
55. Ҫӳлхуҫа ҫынсен мӗнпур ӗҫне, вӗсен ӗмӗтне-шухӑшне, вӗсен чӗрине, вӗсен кӑмӑлне пӗлсе тӑрать.55. Господь знает все дела людей и начинания их, и помышления их и сердца их.
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӗсем чӑнахах та хӑватлӑ та вӑйлӑ халӑх пулнине пӗлсе тӑма ӑна вӗсен вӑрҫисем ҫинчен каласа кӑтартнӑ; галатсемпе ҫапӑҫнӑ чухне мӗн тери хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартни ҫинчен, вӗсене мӗнле парӑнтарса хырҫӑ тӳлесе тӑмалла туни ҫинчен, 3. ҫавӑн пекех Испани ҫӗрӗнче унти ылтӑн-кӗмӗл кӑларакан вырӑнсене хӑйсен аллине илес тесе вӗсем мӗн-мӗн туни ҫинчен каласа кӑтартнӑ: 4. хӑйсенчен темӗн чухлӗ аякра пулин те, ӑс тупса, ҫине тӑрса ҫав ҫӗре вӗсем пӗтӗмпех хӑйсен аллине илнӗ иккен, ҫавӑн пекех таҫти тӗнче хӗрринчи патшасем пыра-пыра тапӑнсассӑн та, вӗсем пурне те ҫӗмӗре-ҫӗмӗре тӑкса хӑватлӑн парӑнтарнӑ иккен, ыттисем вара вӗсене ҫулленех хырҫӑ тӳлесе тӑраҫҫӗ-мӗн; 5. вӗсем ҫавӑн пекех Филипа та, Китим патшине Персее те, хӑйсене хирӗҫ тухнӑ ытти патшана та вӑрҫӑра аркатса тӑкса парӑнтарнӑ, 6. темӗн тӗрлӗ вӑйлӑ Ази патшине Антиоха та — хӑйсене хирӗҫ ҫӗр ҫирӗм сӑланпа, утлӑ ҫарпа, вӑрҫӑ ураписемпе, питӗ йышлӑ ҫуран ҫарпа вӑрҫа тухнӑ Антиоха — ҫӗмӗрсе тӑкнӑ вӗсем; 7. ӑна вӗсем, чӗрӗллех тыткӑна илсе, ӑна хӑйне те, ун хыҫӗнчен ларакан патшасене те питӗ пысӑк хырҫӑ тӳлесе тӑмалла тунӑ, вӗсен ҫыннисене саклата илнӗ, вӗсен ҫӗрне валеҫтернӗ, 8. Инди ҫӗрне вара, Мидие те, Лидие те тата ытти лайӑх ҫӗрне те унран туртса илсе Евмений патшана панӑ; 9. вӗсене эллинсем пырса пӗтерме шухӑш тытнӑ иккен, 10. анчах Рим ҫыннисем, ҫавна пӗлсе, вӗсене хирӗҫ пӗр ҫарпуҫне янӑ, ҫапла вӗсене хирӗҫ вӑрҫӑ вӑрҫнӑ, вӗсене темӗн чухлӗ вӗлерсе тӑкнӑ, арӑмӗсене, ачисене тыткӑна илсе кайнӑ, вӗсене ҫаратса тухса ҫӗрне туртса илнӗ, керемӗсене ҫӗмӗре-ҫӗмӗре пӗтерсе, эллин халӑхне халичченех хӑйсене пӑхӑнса тӑмалла туса хӑварнӑ; 11. хӑҫан та пулин хӑйсене хирӗҫ тӑнӑ ытти патшалӑхсемпе утравсене те вӗсем ҫӗмӗрсе тӑкса парӑнтарнӑ.
1 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.