Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Вӑйӑ сăмах пирĕн базăра пур.
Вӑйӑ (тĕпĕ: вӑйӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Петяшӑн ҫакна тӳсме питех те хӗн, мӗншӗн тесен ун малтан вӑйӑ питӗ ӑнса пыратчӗ, выляса илнӗ ушкисем кӗсьине те кӗми пулнӑччӗ.

Это было тем более ужасно, что сначала Пете страшно везло и выигранные ушки уже не помещались в кармане.

XXXII. Тӗтре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ытти ҫынсем вӑхӑта ирттересшӗн вылякан вӑйӑ Гаврикшӑн усӑллӑ ӗҫ пулса тӑнӑ.

Таким образом, то, что для других было развлечением, для мальчика стало чем-то вроде выгодной профессии.

XXX. Хатӗрлемелли класра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑйӑ ҫапла пулнӑ.

Игра была такая.

XXX. Хатӗрлемелли класра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ку вӑйӑ тин ҫеҫ йӑлана кӗнӗ.

Эта игра только что вошла в моду.

XXX. Хатӗрлемелли класра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Унти вӑйӑ, вӑрӑм сӑмсаллӑ, пӑрӑҫ хутаҫҫи пек хӗрлӗ калпаклӑ, йывӑҫ майлӑ пукане — Ванька Рутютю — чукмарпа городовоя ҫапса вӗлернипе пӗтнӗ.

Оно закончилось тем, что Ванька-Рутютю — длинноносая кукла в колпаке, похожем на стручок красного перца, с деревянной шеей паралитика — убил дубинкой городового.

XXV «Мана вӑрларӗҫ» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Анчах унта вӑйӑ тата та кӗскерех пулнӑ.

Но там представление оказалось еще короче.

XXV «Мана вӑрларӗҫ» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Пӗр сӑмахпа каласан, вӑйӑ калама ҫук лайӑх, хавас пулнӑ.

Словом, игра была необыкновенна, увлекательна.

XXIV. Юрату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫук, ку ӗнтӗ вӑйӑ мар, ку пӗтӗмпех урӑх япала.

Нет, это, уж конечно, не была игра, а что-то совсем, совсем другое.

XXIV. Юрату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Хӗрӳлӗхсӗр мӗнле вӑйӑ пулать вӑл?

А без этого какое же удовольствие?

XXII. Ҫывӑхри армансем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Татӑк ҫӑкӑрсӑр, кӗсьере кашкӑр билечӗпе, вӑл лашасене ӑмӑртса чуптарнӑ ҫӗрте укҫалла выляма тытӑнать, ҫав вӑйӑ хӑйне те пӗтернӗ вара.

Лишенный куска хлеба, с волчьим билетом в кармане, он стал играть на бегах, и игра погубила его.

XVII. Тир хуҫи // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Пурнӑҫ ҫине эпӗ вӑйӑ ҫине пӑхнӑ пек пӑхатӑп.

Я смотрю на жизнь, как на игру.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫапах та епле тивлетсӗр, епле ӑша вӑркатмалла килсе ӳкрӗ-ха ҫак темшӗн ман тӗлӗ килмелле пулнӑ киревсӗр, вараланчӑк вӑйӑ!

Но как несправедливо, как тяжко было, что на меня за что-то свалилась эта неясная, тупая игра!

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Пӗрре те вӑйӑ мар, пионерсен докуменчӗсем.

— Это совсем не игрушки, а пионерские документы.

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Халь вӑйӑ вӑхӑчӗ мар.

Сейчас не до игрушек.

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Игорь ҫӗнӗ вӑйӑ туртса кӑларчӗ.

Игорь тут же придумал игру.

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӗр самант каялла ҫак пӗр пытанакан, пӗр куҫ умне тухакан ҫынсем чӗрӗ ҫынсем иккенне е ҫакӑ вӑл вӑйӑ ҫеҫ пулнине каласа пама та май ҫукчӗ-ха, анчах акӑ ҫутӑ ялкӑшса кайрӗ, вӗсем пурпӗрех куҫ умӗнчен ҫухалмарӗҫ.

Кажется, ещё минуту тому назад нельзя было сказать — живые ли это люди или только игра, которая побледнеет и исчезнет при ясном свете реальной мысли; но вот свет зажгли, и ничего не исчезло.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ирхине, тумланнӑ май: «Пирӗн пурнӑҫ — вӑйӑ!» тесе юрланине те никам та илтеес ҫук ӗнтӗ.

Никто не услышит, как он поет по утрам, одеваясь: «Что наша жизнь? Игра!»

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Уншӑн ҫак ӗҫ пысӑк вӑйӑ пек пулчӗ…

Это было для нее, понимаете, вроде большой игры.

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫакна эсир вӑйӑ тесе шутланӑ-и?

Вы что думали, это игрушки?

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хӑҫан ҫак ача вӑйӑ ҫине ҫиленме пӑрахӗ-ши?

Пора было бы уж этой девчонке бросить обижаться на дразнилки.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней