Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ашшӗ ыйтнипе ывӑлӗ туслӑн пулӑшма килӗшмесен кӗпернаттӑр прокурора вӑйлах сӑтӑр тума пултарӗччӗ, ҫавӑнпа та Георг Ван-Конетӑн кӗтмен ҫӗртен пӑтӑрмахлӑ лару-тӑрӑва лекнӗ ятне Хернӑн ҫӑлса кӑлармаллах.
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Каҫ пулттипе карап порт зонинчен пӑрӑнчӗ те каллех ҫыран патнелле хускалчӗ, вӑйлах силлеменни экипажа «чӗкеҫле» выляма май пачӗ.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Виҫҫӗмӗш оратор иккӗмӗшӗнчен вӑйлах мар пулчӗ, вӑл аннӑ чухне итлесе тӑракансем нумайӑшӗ шӑхӑрса, кӑшкӑрса ячӗҫ:
II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
— «Пуҫ янӑ ҫын вальсне» итлӗр, — терӗ те Роэна ҫав вӑхӑтрах клавиатурӑна вӑйлах мар пӳрнисемпе пусрӗ.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Каҫ сӗмлӗхӗ вӑйлах ҫапрӗ; ӗшеннӗрен пурте утаймиех пулчӗҫ; лаштах ывӑнса ҫитнӗ тӗлелле малта, ҫӳхе чӑрӑш вуллисен хушшинче, уҫланкӑ курӑнса кайрӗ; хальлӗхе курӑнман юхан шывӑн уҫӑмсӑр кӗрлевӗ утуҫӑсен чӗрисене лӑпкӑлӑхпа ҫӗкленӳ юхӑмӗпе ытамларӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.
Юлашки виҫӗ уйӑх тӑршшӗнче ларса ирттерни сӑн-сӑпатӑма вӑйлах улӑштарнӑ: сывӑ кӗрнеклӗх — пӗр вӑхӑт океан хӗрринче пурӑннин «пуянлӑхӗ» — ҫухалнӑ ӗнтӗ, хӗвелпе пиҫсе хурални тепӗр хут шуралнӑ, куҫсем саланкӑрлӑн, канӑҫсӑррӑн пӑхаҫҫӗ, пит-куҫӑм начарланса туртӑннӑ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 331–337 с.
Чӑн та, Карлпа Корнелия яланах капӑр-янкӑс калаҫма юратаҫҫӗ, анчах ашшӗн ҫиллине темиҫе те асӑнни Тома вӑйлах пӑлхатать.
Ашшӗн ҫилли // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 209–215 с.
Вӑл классиксен вӑрӑмах мар, анчах вӑйлӑ япалисене янӑратать: Мендельсонпа Бетховенӑн, Шопенпа Годарӑн, Григӑн, Рубинштейнпа Моцартӑн никама хӗрхенми, тӗлӗнмелле музыки Трумова вӑйлах кисретрӗ, ҫак кӗвӗсене Ольга Васильевнӑн упӑшкин сӗрме купӑсӗ кӑларнӑран Трумов туйӑмӗсем сисӗнмеллех аманчӗҫ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 198–207 с.
Суринэн ҫулӑмлӑ юратӑвне вӑл суйласа илнӗскерӗн пахалӑхӗсемпе ӑнлантарма юрамасть-тӗр, мӗншӗн тесен Пьер хитре мар, ҫилпе ҫуркаланнӑ пичӗ, чеччепе вӑйлах нӗрсӗрленнӗскер, портри ватӑ юххасене те, пылак «арҫын ачасем» пирки пулма пултарайман ӗмӗтпе, хӑнӑхнӑ йӑлапа ҫунакансене, пач та килӗшмест.
Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.
Шыв вӑйлах хӑпарнӑ, хӑвӑртланнӑ юхӑм паҫӑрхинчен уҫӑмлӑрах — канӑҫсӑррӑн тата пӑлхануллӑн шавлать.Вода сильно поднялась, более внятный шум ускоренного течения звучал тревожно и властно.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Ҫитменнине, Ҫӗрпӳ енче юр вӑйлах ӳкнӗ, кунти пек мар.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Лампи вуннӑллӑскер, ҫапах хӑрӑмран чылайранпа тасатман тӑрпа витӗр ҫутӑ вӑйлах ӳкмест.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫитменнине, уйӑх тулли, таврана вӑйлах ҫутатать.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тимӗр крыша ҫине малтанхи тумламсем ӳксе — ҫуркуннехи вӑйлах мар, ӑшӑ ҫумӑр пуҫлансан, Аникей Борисович сасартӑк ҫав тери хытӑ ҫывӑрса кайрӗ те, таҫта ҫывӑхрах ывӑтакан гранатӑсем шартлатнипе кӑна, ухмаха ернӗ пек сиксе тӑрса, алӑк патӗнчи пӗренеллӗ стена ҫумне таянчӗ.
10 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Часах ман ҫула майлӑ вӑйлах мар ҫил вӗрме пуҫларӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Енчен унӑн хӑвӑртлӑхӗ ҫителӗклӗ вӑйлах пулмасан, хайхи ҫип ӑна каялла Ҫӗр патне туртса илет.Если его скорость не будет достаточно высокой, тогда нитка подтянет его обратно к Земле.
Пӗрремӗш искусственнӑй планета // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Вӑл кӑшт куҫне хӗсрӗ, тарӑнӑн та тутлӑн сывласа илчӗ, вара эрех шӑрши камерӑра вӑйлах ҫапа пуҫларӗ.Он прижмурился, вздохнул глубоко и сладко, и запах водки стал слышнее в камере.
XXXII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Вӑл вӗт вӑйлах мар.
XI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Чӳрече тул енче, сарӑрах та вӑйлах мар ҫутӑра, кӑпӑшка та ҫемҫе юр пӗрчисем вӗҫкелеҫҫӗ.Возле окон в жёлтом, неярком свете лениво кружились лёгкие, пушистые снежинки.
Хаклӑ хӑна // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Анчах та ку сасӑсем ытлашши вӑйлах мар тата ҫине-ҫинех шартлатса тӑраҫҫӗ.
Танксемпе ҫапӑҫни // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.