Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Бяла (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак Бяла Черквари Капуйӑра тӗрлӗрен вак-тӗвек сутӑҫсемпе ӑҫтиҫуксем, яка пырсем киле-киле чухӑна тухаҫҫӗ.

В этой бяло-черковской Капуе разорялись многие мелкие торговцы, моты и кутилы.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Унӑн хӑйӗн тӑван хулине, инҫетри Видина, Бяла Черква ҫыннисенчен Марко Ивановран урӑх никам та кайса ҫӳремест, тесе пӗлтерчӗ; ҫавӑнсӑр пуҫне тата Видинра халь Кралич пирки тахҫанах ҫынсем манма пултарнӑ.

Он уверил их, что в его родном городе, далеком Видине, не бывает почти никто из бяло-черковцев, кроме Марко Иванова.

XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Арҫынсен мӑнастирӗ сӑрт-ту хушшинче пытанса ларать, вӑл кирек хӑҫан та шӑп, халӑх та унта ытла ҫӳремест, хӗрарӑмсен Бяла Черквари мӑнастирӗ вара яланах тав-шуйлӑ.

Не в пример мужскому монастырю, затерянному в горах, всегда безмолвному и безлюдному, женский монастырь в Бяла-Черкве был очень оживленным местом.

X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ун пӗртен пӗр юп курас ӗмӗчӗ те — тӑван Бяла Черква хулинче шкулшӑн тӑрӑшакана суйланасси кӑна.

Им владело лишь одно честолюбивое стремление — быть бессменным школьным попечителем в родном городишке Бяла-Черкве.

I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней