Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Апла пулсан, мӗншӗн ҫав пуҫлама кирлӗ япаларан тытӑнмастӑр-ха эсир? — терӗ Бьюмонт, халӗ ӗнтӗ хавхаланарах.
XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Вӑл питӗ кичем, m-r Бьюмонт, анчах мана ун патне хамӑн пурнӑҫ илсе пычӗ.— Оно очень прозаично, m-r Бьюмонт, но меня привела к нему жизнь.
XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
«Вӑн мӗнле! — шухӑшларӗ Бьюмонт, — нивушлӗ вӑл ҫаксене те пӗлет? — ку ӗнтӗ интереслӗ».«Вот как! — подумал Бьюмонт, — неужели она дошла до этого? это становится интересно».
XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Ку чӑн-чӑн ӗҫ-им вара, m-r Бьюмонт?
XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Америкӑри пек, — паллах, Америка тесе, кунта эпӗ ҫурҫӗрти ирӗклӗ штатсене ҫеҫ асӑнатӑп; кӑнтӑртисем тӗрлӗрен Мексикӑран та япӑхрах, Бразили пекех путсӗр (Бьюмонт пӗтӗм чун-чӗрипе аболиционист пулнӑ), — ку пирӗнле пулать; анчах, апла пулсан, мӗншӗн кичем-ха сире?
XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Бьюмонт Катерина Васильевна ҫине ырӑ кӑмӑллӑн пӑхса илчӗ.
XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Уҫӑ кӑмӑллӑ марри тӗрлӗрен вӑл, — терӗ Бьюмонт, — анчах кичемлӗхпе супнӑшӑн, ман шутпа, каҫарма ҫук.
XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тамбов кӗпӗрнинче ҫуралнӑскер, пӗртен-пӗр американецпа е акӑлчанпа — яра куна заводра пулакан ашшӗпе кӑна пурӑннӑскер (акӑлчансем таврара ҫирӗм, аллӑ е ҫӗр ҫухрӑмра та пулман), Бьюмонт вырӑсла чӑн-чӑн вырӑс пекех калаҫнӑ, акӑлчанла вара — хӑвӑрт, лайӑх, анчах та, акӑлчан чӗлхипе калаҫакан ҫӗршыва ӳссен кӑна пырса лексе темиҫе ҫул пурӑннӑ ҫынсем пек, ытла тасах мар.
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Чарльз Бьюмонт, ытти тӗрлӗрен Чарльзсем, Джонсем, Джемссем, Вильямсем пекех, ҫынна ытлашши тӗпчеме, хӑй ҫинчен каласа пама хавас ҫын пулман; анчах ыйтакан-мӗн пулсан, хӑй историне, ытла вӑрӑм мар пулин те, питӗ тӗплӗ, ӑнланмалла каласа кӑтартнӑ.
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Туянаканӑн визит карточкисем ҫине Charles Beamont тесе ҫырнӑ пулнӑ, анчах, пӗлменнисем вуласа кӑларнӑ пек, ӑна Шарль Бомон мар, Чарльз Бьюмонт тесе чӗннӗ; ҫапла чӗнмелли вара курӑнсах тӑнӑ: вӑл Лондонри Ходчсон, Лотер тата К° фирмин выльӑх ӑш-ҫӑвӗпе стеарин туянса ҫӳрекен агенчӗ пулнӑ.
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.