Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Атту сăмах пирĕн базăра пур.
Атту (тĕпĕ: атту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Атту

- Иначе...

Вӗҫлемен ӗҫ — тӗплемен витре // Н.Краснов. «Капкӑн», 1987, 10№

Атту эс тӗлне пӗлсен вӑрттӑн ӗҫсех пӗтерен. — Кӗленчене арҫынсенчен пытарнӑ пек туса хулӗпе хупларӗ Инга. — Ку хӗрарӑмсем валли кӑна.

А то, узнав местечко, все выпьешь. — Инга укрыла рукавом бутылку, словно спрятала ее от мужчин. — Это только для женщин.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Атту халӗ председательпе бухгалтер кӑна.

Помоги переводом

Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Атту шуралса кайса сӗтел хушшинче ларнипех вилсе каятӑн.

Иначе можно прямо за столом можно умереть.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

«Ах, ачасем хӗвел аннӑ чухне ан выртӑр-ха, атту пурнӑҫ каялла каять, кун-ҫулӑр кӗске пулать», — тетчӗ.

"Ох, дети, не ложитесь когда садится солнце, иначе жизнь повернется вспять, жизнь будет коротка", - говорила.

Чӗлхесӗр Олешкӑна качча кайма хӑраман // Роза Власова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Атту ҫав тетене ӗҫтеретӗп, – терӗ амӑшӗ, тин ҫеҫ бидонпа пырса тӑнӑ кӗске ҫӳҫлӗ, мӑйӑхлӑ Элекҫей ҫине кӑтартса.

– А то, вот дяденьку напою, - сказала мать, показав на короткостриженого, усатого Алексея, только что зашедшего с бидоном.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Атту хуҫалӑху йӑлт юхӑнать.

Иначе хозяйство оскудеет.

Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Атту кайран ӗне сумалла.

Потом ведь мне корову доить нужно.

Ӗҫсе-ҫиме банкран кивҫен илеҫҫӗ // ЧАН Тарукӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Атту бомж пек пӳлӗмрен пӳлӗме куҫса ҫӳрет.

А то переселяется, как бомж, из одну комнаты за другую.

Ӗҫсе-ҫиме банкран кивҫен илеҫҫӗ // ЧАН Тарукӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

«Анне, тӑватӑ ҫӑкӑр ил, кӗрпе таврашӗ нумайрах туян, атту укҫа пӗтсен каллех выҫӑ ларӑпӑр», — тенӗ Сара.

Помоги переводом

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Атту пулсан, тен, майне тупаттӑмӑрччӗ.

Помоги переводом

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Турткаланса ан тӑр, атту хам пуҫтарса каятӑп.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Атту пире те панӑ пулӗччӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Алена хӑранипе каялалла ҫаврӑнса пӑхасшӑн — эпӗ ӑна: — Ан ҫаврӑн, ан ҫаврӑн, ун ҫине халь пӑхма юрамасть, атту пӗрре пӑхсассӑнах пирӗн хыҫҫӑн пырӗ, — асӑрхаттаратӑп ӑна.

Помоги переводом

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Атьӑр утар тата, атту кӑнтӑрла та ҫитӗ кунта ларнӑ ҫӗртех, — терӗ те пире хускатрӗ.

Помоги переводом

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Атту пӗрре калан, иккӗ калан — ӑнланмасть.

Помоги переводом

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Шӑртлӑ хӳрепе икӗ хӑлха ҫини ахаль иртмерӗ, ҫул ҫинче хырӑм ыратма пуҫларӗ — аран-аран чӑткаласа пыратӑп, ҫапах Лорӑна систерес мар тетӗп, атту пачах намӑс курӑп тата.

Помоги переводом

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Атту халех вӗлереттӗм.

Помоги переводом

Ыратман пуҫа — тимӗр тукмак // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 47–48 с.

Уйӑх ытла кайра пыраттӑмччӗ атту эп санран.

Помоги переводом

52 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Атту тепӗр чухне ҫывӑрсах каятпӑр.

Помоги переводом

47 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней