Поиск
Шырав ĕçĕ:
8. Вӑл, хӑйпе пӗрле пулнисене суя тӗнлисем тапӑнса килнинчен хӑрама кирлӗ маррине, унччен те тӳперен пулӑшу килсех тӑнине аса илсе, халӗ те Пурне те Тытса Тӑраканран ҫӗнтерӳпе пулӑшу кӗтме ӳкӗтленӗ.
2 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Хӑйсене упрама Тӗнчене Пултаракана шанса, Иуда хӑйӗн ҫыннисене саккунсемшӗн, Турӑ Ҫурчӗшӗн, хулашӑн, тӑван ҫӗршӗн, граждан ирӗклӗхӗшӗн паттӑррӑн, пурӑнӑҫа хӗрхенмесӗр ҫапӑҫма ӳкӗтленӗ, вара хӑйӗн ҫарне Модин ҫывӑхӗнче вырӑнаҫтарса тухнӑ.
2 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Вара пурте пытаннӑ вӑрттӑнлӑха уҫса паракан сӑваплӑ Ҫӳлхуҫа Тӳрене мухтавланӑ, 42. вӗсем кӗлтунӑ, тунӑ ҫылӑх пачах ҫухалтӑрччӗ тесе тархасланӑ; мухтавлӑ Иуда пуҫ хунисен айӑпӗпе мӗн пулса иртнине хӑйсен куҫӗпе хӑйсем курнӑ халӑха ҫылӑхран сыхланса пурӑнма ӳкӗтленӗ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Маккавей вара, чи малтан хӑй кӑрал тытса, ыттисене хӑрушлӑха пӑхмасӑр хӑйпе пӗрле кайса тӑванӗсене пулӑшма ӳкӗтленӗ; лешӗсем ҫийӗнчех унпа пӗрле ҫула тухнӑ.
2 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вара Маккавей хӑйпе пӗрле пулнисене ултӑ пин ҫын пухнӑ та вӗсене: тӑшманран ан хӑрӑр, пирӗн ҫине усалпа килекен суя тӗнлисем йышлӑн пулнинчен ан сехӗрленӗр, 17. вӗсем сӑваплӑ вырӑна сӗмсӗррӗн хур тунине, мӑшкӑл кӑтартнӑ хулана аркатса хӑварнине, аттемӗрсем хунӑ йӗркесене пӑснине куҫ умӗнче кура тӑркач паттӑррӑн ҫапӑҫӑр, тесе ӳкӗтленӗ.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Патша темиҫе хутчен ӳкӗтленӗ хыҫҫӑн вӑл ывӑлне канаш пама килӗшнӗ.26. После многих его убеждений, она согласилась уговаривать сына.
2 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Анчах яш ача ӑна пачах та тимлемен те, патша вара унӑн амӑшне чӗнсе илсе ӑна ывӑлне канаш пама, хӑвна сыхласа хӑвар теме ӳкӗтленӗ.
2 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Антиох кусем хӑйӗнчен йӗрӗнеҫҫӗ тесе шутланӑ, ҫак сӑмаха та хӑйне хӑртни вырӑнне хунӑ, ҫавӑнпа чи кӗҫӗннине, халлӗхе чӗрӗ юлнӑскере, ӳкӗтленӗ, сӑмахпа кӑна мар, тупа тусах шантарнӑ: «аҫусен саккунӗсене пӑрахсассӑн, сана пуйтарӑп, телейлӗ тӑвӑп, сана хамӑн тус тӑвӑп, сана хисеплӗ ӗҫ вырӑнӗ парӑп» тенӗ.
2 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Саккуна пӑсса чӳк парни кӳнине пӑхма тӑратнисем, ҫак ҫынна тахҫантанпах пӗлнӗскерсем, ҫакӑн хыҫҫӑн ӑна айккинерех чӗнсе илнӗ те, куҫа-куҫӑн юлсассӑн, ӑна хӑй пӗҫернӗ аша илсе килме ӳкӗтленӗ: ҫавна ӗнтӗ патша ҫитерме хушнӑ чӳк ашне ҫинӗ пек туса ҫиме сӗннӗ, 22. ҫапла вӑл вилӗмрен ҫӑлӑнса юлтӑр, тахҫан хӑйпе туслӑ пулнӑ ҫынсен ырӑ кӑмӑлӗпе усӑ куртӑр тенӗ.
2 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫакӑн евӗрли ҫинчен тата каласа, Иеремия вӗсене саккуна хӑйсен чӗринчех упрама ӳкӗтленӗ.3. Говоря и другое, подобное сему, он увещевал их не удалять закона из сердца своего.
2 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
53. Ҫавӑн пекех левитсем те халӑха: ку сӑваплӑ кун, ан хурланӑр, тесе ӳкӗтленӗ.53. Также и левиты внушали всему народу и говорили: день сей свят, не скорбите.
2 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Эсӗ вӗсене астутарсах тӑнӑ: Хӑвӑн саккуну енне ҫаврӑнма ӳкӗтленӗ, анчах вӗсем чурӑсланса Санӑн ӳкӗтӳсене уяман, Эсӗ панӑ йӗркесенчен пӑрӑннӑ — пурӑнас тесессӗн, этемӗн Санӑн саккунна пурнӑҫламалла-ҫке!
Неем 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вӑл, вӗсене Ҫӳлхуҫа енне ҫавӑрас тесе, вӗсем патне пророксене янӑ; пророксем вӗсене ӳкӗтленӗ, анчах лешӗсем итлемен.19. И он посылал к ним пророков для обращения их к Господу, и они увещевали их, но те не слушали.
2 Ҫулс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Чурисем ун патне пынӑ та ӑна вӑрахчен ӳкӗтленӗ: аттемӗр, пророк хӑвна пысӑкрах ӗҫ хушнӑ пулсассӑн, эсӗ тумастӑнччӗ-и ҫавна? халӗ вӑл сана шыва кӗрсе тухма ҫеҫ каларӗ: «ҫӑвӑн та — тасалӑн» терӗ, тенӗ.
4 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӑна ӗнтӗ тарҫисем те, хӗрарӑм та ӳкӗтленӗ; вӑл вара, ҫӗр ҫинче лараканскер, вӗсене итлесе, вырӑн ҫине тӑрса ларнӑ.
1 Пат 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Пӗлмен пирки эсир Ҫӳлхуҫа Моисее каласа панӑ ҫак ӳкӗтсене пӑссассӑн, вӗсене пӗтӗмпе пурӑнӑҫласа тӑмасассӑн, 23. Ҫӳлхуҫа [Турӑ] сире Моисей урлӑ мӗн ӳкӗтленине пурне те Вӑл ӳкӗтленӗ кунран пуҫласа малашне сыпӑкран сыпӑка туса тӑмасассӑн, 24. ҫапла халӑх астӑвайман пирки йӑнӑш тусассӑн, ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пултӑр тесе, пӗтӗм халӑх пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн [айӑпсӑр] ҫамрӑк вӑкӑр кӳтӗр; йӗрке тӑрӑх унпа пӗрле тырӑ-пулӑ парни, ун ҫине юхтармалли парне тата ҫылӑхшӑн пӗр качака таки кӳтӗр; 25. вара священник Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне тасатӗ, йӑнӑшпа пулнӑран вӗсен ҫылӑхӗ те каҫарӑнӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем хӑйсем кӳрес парнине Ҫӳлхуҫана пачӗҫ ӗнтӗ, Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗнӗшӗн, хӑйсем йӑнӑш тунӑшӑн парне кӳчӗҫ; 26. Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне тата вӗсем хушшинче пурӑнакан ютран килнӗ ҫынна Турӑ каҫарӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫакна пӗтӗм халӑх йӑнӑшпа тунӑ.
Йыш 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.