Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӗвелпе ӑшӑннӑ ҫеҫен хире ӗнтӗ тӗрлӗ курӑксен тутлӑ шӑрши сарӑлчӗ, ҫулса пӑрахнӑ курӑксен шӑрши ҫул ҫинчи ӑшӑ тусан шӑршипе хутшӑнчӗ, инҫетри тавракурӑм хӗрри ӑрша витӗр тӗксӗм кӑваккӑн курӑнма пуҫларӗ, — Дон леш енчи хӑй палламан, анчах ҫапах та ҫав тери тӑван ҫеҫен хире Варя курса тӑранми пӑхса пырать.
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вил тӑприсем ҫинче ҫӗрӗш шӑршипе пӑнтӑхнӑ курӑк, ирӗлсе ӑшӑннӑ хура тӑпра шӑршин хутӑшӗ пӗр сирӗлми тӑрать.Смешанный запах тлена, сопревшей травы, оттаявшего чернозема устойчиво держался над могилами.
XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Пӗрре йывӑҫ ҫинчен кӗнеке ҫине симӗс лӗпӗш персе анать, тепре алӑ тӑрӑх хӗрлӗ кӑткӑ чупса иртет е хӗвел ҫинче ӑшӑннӑ курӑк шӑрши сӑмсана кӑтӑклать.
35-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хӗл каҫа шкапра пурӑннӑ ватӑ кӗлетке-мулкачӑн хӑлхисем сиккеленеҫҫӗ, ҫӑмӗ вирелле тӑрать, мулкачӑ класран урама сиксе тухса, хӗвел хӗртнипе ӑшӑннӑ ҫӗр лаптӑкӗ патнелле каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑр, чупма хатӗрленет тейӗн ҫав.
5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Памятник патне ҫитсен вара вӑл хӗвелпе ӑшӑннӑ симӗс сак ҫине ҫав тери тулли кӑмӑлпа ларчӗ те, тӳсме ҫук ыратакан юн анса тулнӑ, чӗнсем ыраттарса пӗтернӗ урисене часрах малалла тӑсса хучӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Чупнӑ май ҫаран ҫинчи хытӑ курӑксемпе чечексем хӑйӗн ҫара урисене ыраттармаллах ҫапӑннине, хӗвелпе ӑшӑннӑ нӳрӗрех ҫӗр ура тупанӗсем айӗнче епле ӑшӑ та ҫемҫе пулнине туйса пычӗ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ӑшӑннӑ тӑпра, ирӗлнӗ тислӗк, тӗтӗм шӑрши кӗрет.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей ӑшӑннӑ тӑпрана ывӑҫласа илчӗ.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
«Эпӗ чи малтан мунча хутса ятӑм. Хура мунча. Тӗтӗм-сӗрӗм. Кӑштах хӗрсе ҫитсен, ӑшӑннӑ шывпа пур мунчана ҫуса тасатрӑм. Пысӑк хуранта лӗп шыв хатӗрлерӗм. Тул ҫутӑлса ҫитнӗ ҫӗре сана ҫуратрӑм…» – ҫакна мана пӗр хут ҫеҫ мар каласа панӑ анне.
Ман пурнӑҫӑн ир-каҫӗсем… // АЛЬБЕРТ НИКОЛАЕВ-КӲЛЬВАР. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07