Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Ну, мӗнле, ҫӗрлехи асар-писер хыҫҫӑн хӑрушӑ, чуна ҫӳҫентерекен тӗлӗксем курмарӑр-и? — пӑхать сӑнаса ҫамрӑксем ҫине Мӗтри пиччӗш.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Ҫинук пӗвӗ тӑрӑх чуна ҫӳҫентерекен ӗнтрӗк чупса иртрӗ, ӑшӑ утиял айӗнчех ӳт-пӗвӗ шӑнса кайрӗ.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Темиҫе самант иртрӗ — малтанхи пекех чуна ҫӳҫентерекен шӑплӑх тӑрать…
Кӑвакарчӑн // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 172–173 с.
Хӗвел тухман-ха, анчах хӗвелтухӑҫ енче тирек йывӑҫҫисем картлакан тӳпе хӗрри юн пек хӗрелсе йӑлкӑшать, пӗлӗт айӗпе халех ӗнтӗ ҫан-ҫурӑма ҫӳҫентерекен сулхӑн ҫил варкӑшӗ юхса килет.
IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хӑй ача чухнехи вӑхӑта ирттернӗ вырӑнта электростанци лартни ӑна пушшех савӑнтарнӑ, кунта вӑл пулӑ тытнӑ, шыва кӗнӗ, ҫарапакка ҫыран тӑрӑх чупнӑ, — чӑнкӑ сӑмсах тӗлӗнче ларакан электростанци патне пымассерен вӑл ҫав чуна ҫӳҫентерекен вӑхӑтсене аса илнӗ!
XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Иринӑпа тӗл пуласси ӑна савӑнтарнӑ та, хӑратнӑ та, яланхи пек чуна ҫӳҫентерекен туйӑм ҫумне те кӳренни, те хурланни хутшӑнчӗ…
IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Тӑшман окопӗсенче — чуна ҫӳҫентерекен шӑплӑх.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Килкартисенче, сайра хутра ларса юлнӑ ҫурт-йӗрсем тавра, ҫынсем кӗшӗлтетсе ҫӳреҫҫӗ, ҫав хушӑрах юланутсем иртсе каяҫҫӗ, шӑп урам варринчех ҫар кухни пӑсланса ларать, ун патне казаксем вӑрӑм черете кӗпӗрленсе тӑнӑ; ҫӳлтен шӑмшака ҫӳҫентерекен йӗпхӳ (вӗтӗ нӳрӗк) пӗрӗхет.
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫӑлтӑрсемпе ҫуталса выртакан ҫеҫенхир, шыв хӗрринчен килекен уҫӑ сывлӑш, лаша ури такӑртатни, кӗпе ӑшнех кӗрсе ҫӳҫентерекен уҫӑ ҫил, — ҫаксем пурте хӑнӑхнӑ тата чӗрене килӗшӳллӗ япаласем пулнипе Артамашов часах савӑнса кайрӗ, вара, лашине уттипе ярса, хуллен кӑна юрлама пуҫларӗ: «Ҫырмиех те тӑрӑх, тарӑн ҫырма тӑрӑх…»
XXI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Тинӗс ҫинче ҫаплах взрывсем кӗмсӗртетеҫҫӗ, урамра пӑшӑрхантаракан, чуна ҫӳҫентерекен тӗтӗмпе ӗнӗк шӑрши йӑсӑрланать.
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Юрпа витӗнмен чуллӑ сӑрчӗ ҫеҫ — ҫӳлтен кӗрлесе анакан шывӑн сакки — чуна ҫӳҫентерекен сӑнар кӗртет.Только не прикрытые снегом темные утесы — ложе низвергавшихся водопадов — придавали ей суровый вид.
XXXIV. Ҫил-тӑман // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Хӑйне вӑхӑтра лӑплантарман пулсан хӑйпе мӗн пулса иртме пултарасси ҫинчен шутланипех Давыдов чӗтресе илчӗ, ун ҫурӑмӗ тӑрӑх темле ҫӳҫентерекен япала чупса иртнӗн туйӑнчӗ.
XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Никам та хай мӗнле туйнине чухласа илеймест, никам та ун ҫинчен сӑмахпа каласа пама пултараймасть, анчах пурте хӑйсене темле хӑнӑхман япала, чуна ҫӳҫентерекен япала пуснине туяҫҫӗ.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Ун вырӑнне вӗсем пире, чуна ҫӳҫентерекен хӑрушӑ тӗрӗслӗхе айванла суялӑхпа ӗненмелле мар хутӑштарса ярса, тем ҫинчен те каласа паратчӗҫ, Кашни калавех чӗнтӗр пек туйӑнатчӗ, ҫав чӗнтӗрӗн хура ҫипписем ытларах, вӗсем — тӗрӗслӗх, йӑлтӑр ҫутӑ ҫипсем те тӗл пулатчӗҫ, вӗсем — суялӑх.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Каллех ҫӳҫентерекен туйӑм, пӗркун, тӗнче хӑй ҫутине лапах сӳнтерсен, эпир утрав ҫинче туйнӑ пекки, пӗтӗм ӑшчике ярса илчӗ.
21 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Малицӑсем ытларах та ытларах нӳрленеҫҫӗ, ҫав нӳрӗ пӑрланса ларасси ҫинчен шутласанах вара темӗнле ӳт-тире ҫӳҫентерекен сивӗ шӑмма та кайса тивет.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Керӗслетсе ҫурӑлакан петардӑсен аслатийӗ, «урра» кӑшкӑрни, ассистентсем команда парса тӑни, ҫаксем пурте, пӗр харӑс илтӗнсе, чуна ҫӳҫентерекен шав пулса каяҫҫӗ.Гром взрывающихся петард, крики «ура», команды ассистентов сливались в тревожный оглушающий гам.
7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Унтан икӗ ҫыруне те икӗ ҫунакан чӗре кӗлетки ӳкернӗ тата ҫепӗҫ сӑмахсем ҫырнӑ тульски пичет пусса, ҫутӑлас умӗн ҫеҫ вырӑн ҫине выртса тӗлӗрсе кайнӑ; анчах кунта та ӑна ҫӳҫентерекен шухӑшсем канӑҫ паман, вӗсем ӑна минутсерен тенӗ пекех ыйӑхран вӑрата-вӑрата аптӑратнӑ.
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Иван Кузюков салтакӑн вут-ҫулӑм хирӗнче чуна ҫӳҫентерекен самантсем тата та пулнӑ.
Салтак шинелӗ ҫӑлса хӑварнӑ // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№