Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫӑрттан нумай тытнипех Ҫӑрттан кӳлли тесе ят панӑччӗ вӗсем ҫак кӳлле.
Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
— Эх, тытрӑмӑр эпир ак хӗрӗх ҫӑрттан, Хӗрӗх ҫӑрттан тирӗ пӗр кӗрӗк пулать!
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Ҫӑрттан тес ҫӑрттан мар — ҫиелтен пӑхсан, пурпӗрех пулӑ евӗрлӗ курӑннӑ, анчах хӑй ҫунатлӑ пулнӑ.
VII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Вӑл, ҫуначӗсене хуллен кӑна вылятса, ҫӑрттанӑн ҫивӗч шӑллӑ карма ҫӑварӗ патӗнченех ишсе кайрӗ, ҫӑткӑн ҫӑрттан вара, ҫунаттисене каллех ҫӑмӑллӑн вылятса, хӑй умне сиксе тухнӑ пулла тӗкӗнмесӗрех шыв тӗпнелле чӑмса ҫухалчӗ.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Нагульнов, ҫирӗп Нагульнов, Ҫӑрттан мучине мӗнпе те пулин илӗртсе, пухӑннисене усӑсӑр тытса чарас мар тесе, куҫкӗретех парӑнма пуҫларӗ, анчах вӑл кӗтмен ҫӗртен ҫӗнтерӳ турӗ — Ҫӑрттан мучи нӑшлатса илчӗ, шывланнӑ куҫне ҫаннипе шӑлчӗ, куҫҫульне чӑнласах юхтарса, сӑмах пуҫларӗ:
XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Вӗсем Ҫӑрттанпа иккӗшӗ пӗр-пӗринчен вӗренеҫҫӗ: Ҫӑрттан хӑш чухне Давыдовӑн «факт» сӑмахне персе ярать, Давыдов кӗҫех акӑ: «Хаклӑ граждансемпе савнӑ карчӑксем!» — теме пуҫлӗ, — хушса хучӗ Обнизов старик.
XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Давыдов Ҫӑрттана пирвайхи хут ҫавнашкал пӗтерсе хумалла хисеплӗн каларӗ, ҫавӑнпа Ҫӑрттан мучи пачах йӗркерен тухрӗ пулмалла.
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Тата хӗвелӗ те, хӗвеланӑҫнелле куҫса пынӑ май, Ҫӑрттан мучие хыҫран хӑвалать тейӗн: хӑй вӑл, тӗркесе пӑрахнӑ аҫамӗ ҫине ӳпне выртнӑскер, хӗвел пайӑркисем ҫӗтӗк кӗпи витӗр ҫурӑмне сисӗнмеллех йӗплеме тытӑнсан, ыйхӑран вӑранмасӑрах, сулхӑналла шӑва-шӑва куҫать; анчах темиҫе минутран хӑпма пӗлмен хӗвел старик ҫурӑмне каллех пӗр хӗрхенмесӗр хӗртме тытӑнать, вара Ҫӑрттан мучие каллех хырӑм ҫинче айккинелле шӑвӑнма лекет.
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Юлашки вӑхӑтра, тӗрӗссипе илес пулсан, Ҫӑрттан мучин ӗҫӗ, яланхи пекех, пӗртте ӑнса пымарӗ, ку кун вара пӗтӗмпех пысӑк-пӗчӗк куренӳсемпе тулса ларчӗ, ҫавӑнпа та талӑк иртнӗ тӗле тем чухлӗ йывӑрлӑхсене тӳссе ирттернӗ Ҫӑрттан мучи пушшех те тӗшмӗшлӗрех пулса кайрӗ…
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫӑрттан мучи таҫтан чӑпӑркка туртса кӑларчӗ, анчах вӑл унпа хӑмсарма та ӗлкӗрейменччӗ, Трофим сарайӑн тӗттӗм кӗтесне сиксе ӳкрӗ те, урисемпе хыттӑн тапӑртатса, йӑлтӑртатса тӑракан куҫӗсемпе Ҫӑрттан мучи ҫине тӑрӑнчӗ.
XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Лӑпкӑн юхакан шыв кукринче кӑна пысӑк ҫӑрттан, хӳрипе ҫапса, ункӑн-ункӑн хумсем салатрӗ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Ҫук, хальччен ҫакланман ҫӑрттан ку, — хуравларӗ Костя.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫуйӑн та ҫӑрттан, уланкӑ — Пурте пур кунта ай-ай!
Сӗреке // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 56–57 с.
Акӑ айлӑм пуҫланчӗ, кунта ҫӳҫе тӗмӗ йышлӑ; кӑшт кайсан, тепӗр кӳлӗ пур, Ҫӑрттан кӳллинчен чылай пӗчӗк вӑл, анчах ҫав-ҫавах сарлакӑш ун пӗр 50 — 60 метр пулать те пуль.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Ҫӑрттан кӳлӗ таврашӗнче те темиҫе тӑшман салтакӗ сӑнаса ҫӳрерӗ, тапхӑр-тапхӑр чарӑнса тӑрса, никам ҫук ҫӗртенех автоматпа кӗрлеттерсе печӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Кирук, ним тума пӗлмесӗр, аптраса тӑчӗ: шыв пур, анчах ҫывӑхра мар, ҫур ҫухрӑм та ытларах хайхи Ҫӑрттан кӳллин хӳри.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Кӑнтӑр иртсен, Ҫӑрттан кӳлли таврашне ултӑ нимӗҫ салтакӗ килсе тухрӗ, вӗсем чылай каллӗ-маллӗ кумрӗҫ, темле йӗр шырарӗҫ, анчах ҫухатрӗҫ курӑнать, вӗсенчен пӗри тата бинокльпе сӑнарӗ, унталла-кунталла пӑхса чылай тишкерчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Акӑ паян та Санюк Ҫӑрттан кӳлли хӗррине чупса анчӗ, унӑн тӑрӑ та ӑшӑ шывӗпе алли-урине чӳхерӗ, анчах шыва кӗме шикленчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Ҫур сехет те ҫитмерӗ, ачасем ыйту палли евӗрлӗ Ҫӑрттан кӳлли патне пырса та тухрӗҫ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Кирук каланӑ тӑрӑх Ҫӑрттан кӳллинче те пулӑ пурри палӑрчӗ, анчах ӑна тытмалли нимӗнле хатӗр ҫукки пурне те шухӑша ячӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.