Поиск
Шырав ĕçĕ:
Яков Лукич февралӗн 8-мӗшӗнче Половцев канаш панипе иккӗмӗш бригадӑн нарядчикне ҫынсем уйӑрса, тӑватӑ лавпа вӑкӑр витисем патне ҫырмаран хӑйӑр турттарса килме хушрӗ.
23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫынсем хытӑрах хускалса тӑра пуҫланӑ; ҫырмаран витӗр сивӗ ҫапнӑ.Движения людей стали нервнее, суетливее; от реки веяло острым холодом.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Пӗррехинче ҫапла Зинӑпа пӑшӑлтаткаласа, ҫырмаран шыв йӑтса тултарчӗҫ те пиллӗкмӗш клеткӑри тулла шыв сапма пуҫларӗҫ.
17-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Шыва ҫырмаран витресемпе те йӑтма тивет.
17-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫырмаран хӑпарсан, эпир Кореванов лавӗсене ниҫта та тупаймарӑмӑр.Когда поднялись обратно, коревановских карет уже нигде не было видно.
9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Анчах сасартӑк, ту хушшинчен тухнӑ чух, пӗр пӗчӗк ҫырмаран улӑхнӑ ҫӗрте, ҫаврӑнма чӑнкӑ тӗлте, вӑл ҫӗре персе ӳкрӗ.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫав нимӗнпе те паллӑ мар пушӑ вырӑна вӑл ҫав тери тинкерсе пӑхрӗ, вара унӑн шухӑшӗнче — паянхи ир миҫемӗш хут ӗнтӗ! — ҫав вырӑн Ахунбаевӑн куҫса пыракан цепӗсемпе, ҫырмаран пӗрин хыҫҫӑн тепри шуса тухакан нимӗҫ танкӗсен пӗчӗк мӗлкисемпе тулчӗҫ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Хӑш-пӗр ҫулсенче шыв ҫырмаран тухса ял анисем вӗҫнех ҫитет.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Ҫитмӗлтен иртнӗскерсен ҫырмаран хӑпарма самай тӑрмашма тивет.
Шыв тӑварлӑ куҫҫуле ҫаврӑнса юхать // Марина ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№
14. Ҫав хӳмене Вӑл тӑм савӑта пӗр шелсӗр ҫапса ҫӗмӗрнӗ пек аркатса пӑрахӗ, унӑн ванчӑкӗсем хушшинче пӗр катӑк та — вучахран кӑвар илме юрӑхлӑ, ҫырмаран шыв ӑсма юрӑхлӑ катӑк та — тупаймӑн.
Ис 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Этем ывӑлӗсем Санӑн ҫунату хӳттинче канлӗ пурӑнаҫҫӗ: 9. вӗсем Санӑн Ҫуртӑнти тулӑх апатпа тӑранаҫҫӗ, Эсӗ вӗсене Хӑвӑн сим пылу юхакан ҫырмаран ӗҫтеретӗн, 10. мӗншӗн тесессӗн Санра — чӗрӗлӗх ҫӑлкуҫӗ; Санӑн ҫуттунта эпир ҫутӑ куратпӑр.
Пс 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Акӑ бегемот, ӑна Эпӗ сана пултарнӑ пекех пултарнӑ; вӑл, вӑкӑр пекех, курӑк ҫиет; 11. унӑн пӗҫҫи мӗнле тӗреклӗ, унӑн вар ӳчӗ епле ҫирӗп; 12. кедр евӗрлӗ хӳрине сулкалать; пӗҫӗ шӑнӑрӗсем явӑна-явӑна тӑраҫҫӗ; 13. ури — пӑхӑр юпа пек; шӑмми — тимӗр пӑрӑх пек; 14. акӑ вӑл — Турӑ ҫулӗсен пуҫламӑшӗ; ун патне ӑна Пултараканӗ ҫеҫ хӗҫне ҫывӑхартӗ; 15. сӑрт-ту ун валли ҫимӗҫ кӳрсе тӑрать, унта тӗрлӗрен тискер кайӑк выляса ҫӳрет; 16. вӑл лапсака йывӑҫ сулхӑнӗнче, хӑмӑшлӑх хӳттинче, шурлӑхра канса выртать; 17. лапсака йывӑҫсем ӑна хӑйсен сулхӑнӗпе хупӑрлаҫҫӗ; ун тавра — шыв хӗрринчи хӑвалӑх; 18. акӑ вӑл ҫырмаран шыв ӗҫсе тӑрать, васкамасть; ҫӑварне Иордан вӑйкӑнсассӑн та канлӗхне ҫухатас ҫук вӑл.
Иов 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Вӑл хӑй туйине тытнӑ, ҫырмаран пилӗк яка чул суйласа илнӗ, вӗсене хӑй ҫумӗнчи кӗтӳҫ хутаҫҫине чикнӗ; хутаҫпа та аллинчи чулравпа филистима хирӗҫ тухнӑ.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӳлхуҫа каланӑ: эхер те вӗсем сана ӗненмесессӗн, пӗрремӗш паллӑ хушнине итлемесессӗн, тепӗр паллӑ хушнине ӗненӗҫ; 9. эхер те ҫакӑ икӗ палла та ӗненмесессӗн тата санӑн сӑмахна итлемесессӗн, ҫырмаран шыв ӑсса ил те ҫӗре тӑк; ҫырмаран ӑсса илнӗ шыв ҫӗр ҫинче юн пулса тӑрӗ, тенӗ.
Тух 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Фараон вара Иосифа каланӑ: эпӗ тӗлӗк куртӑм: акӑ ҫырма хӗрринче тӑратӑп пек; 18. акӑ ҫырмаран илемлӗ, мӑнтӑр ӳтлӗ ҫичӗ ӗне тухрӗ те хӑмӑшлӑхра ҫисе ҫӳре пуҫларӗ; 19. акӑ вӗсем хыҫҫӑн ҫырмаран тата ҫичӗ ӗне тухрӗ, хӑйсем начар, илемсӗр, ырхан ӳтлӗ; эпӗ пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче вӗсем пек начар ӗне курманччӗ; 20. начар, ырхан ӗнесем малтанхи ҫичӗ мӑнтӑр ӗнене ҫисе ячӗҫ; 21. мӑнтӑррисем вӗсен ӑшне кӗрсе кайрӗҫ, анчах мӑнтӑррисем вӗсен ӑшне кӗни палӑрмарӗ те: лешӗсем унчченхи пекех ырхан тӑрса юлчӗҫ.
Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Икӗ ҫул иртсессӗн фараон тӗлӗк курнӑ: акӑ вӑл ҫырма хӗрринче тӑрать пек; 2. акӑ ҫырмаран илемлӗ, мӑнтӑр ӳтлӗ ҫичӗ ӗне тухнӑ та хӑмӑшлӑхра ҫисе ҫӳре пуҫланӑ; 3. акӑ вӗсем хыҫҫӑн ҫырмаран тата ҫичӗ ӗне тухнӑ, хӑйсем начар, ырхан ӳтлӗ пулнӑ, вӗсем ҫырма хӗррине леш ӗнесем патне пырса тӑнӑ; 4. начар, ырхан ӳтлӗ ӗнесем илемлӗ ҫичӗ мӑнтӑр ӗнене ҫисе янӑ.
Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.